И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура уйрӑмӗнче куҫӑн вӗренме кӑҫал тӳлевсӗр вырӑнсем пулманнине кура «университет йӳнӗрех хакпа ӑс пухма майсем тупса парать». Кун пирки асӑннӑ аслӑ шкулӑн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатне пӗлтернӗ.
Декан каланӑ тӑрӑх, «студентсем куҫӑн-куҫӑн мар та вӗренме пултараҫҫӗ, занятисене кӑнтӑрлахи уйрӑмри вӗренекенсемпе пӗрлех ҫӳреҫҫӗ. Хакӗ ҫулталӑка 25 350 тенкӗ, укҫине пайӑн-пайӑн тӳлеме юрать. Куҫӑн мар уйрӑмра вӗренме ҫулталӑка 15 000 тенкӗ тӳлемелле. Заявленисене ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑннӑ.
Куҫӑн, куҫӑн-куҫӑн мар тата куҫӑн мар формӑпа вӗренме кӗрес тесен 4 экзамен тытмалла: вырӑс литератури (ППЭ), чӑваш чӗлхипе литератури (сочинени), вырӑс чӗлхи (ППЭ), обществознани (ППЭ).
Пуҫламӑш е вӑтам ятарлӑ пӗлӳ илнисем тата иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илес текенсем собеседовани витӗр тухаҫҫӗ.
Марине // 3682.33.0807
2015.07.08 07:44 | |
Agabazar // 8931-6856
2015.07.08 17:28 | |
Марине, ку япала чӑваш халӑхӗ ҫине тепӗр "ырлӑх" йӑтӑнса аннине пӗлтерет. Таймерсем ӗмӗтленекен "ырлӑх" ҫакӑ ӗнтӗ вӑл! | |
Марине // 4179.79.0244
2015.07.08 17:43 | |
"Тӳлевсӗр вырӑн ҫуккине кура йӳнӗпе вӗрентеҫҫӗ Таисия Ташней 07.07.2015 20:23 | 74 хут пӑхнӑ Хакӗ ҫулталӑка 25 350 тенкӗ, укҫине пайӑн-пайӑн тӳлеме юрать. Куҫӑн мар уйрӑмра вӗренме ҫулталӑка 15 000 тенкӗ тӳлемелле." Ку йӳнӗ пулсан хакли мӗнле вара? Пирӗн ялти чӑвашсем пурте бизнесмен мар вӗт. Йӳннине те суйласа илейӗҫ-ши? | |
Марине // 8594.9.0396
2015.07.08 19:45 | |
Agabazar // 8931-6856 2015-07-08 17:28 " Таймерсем ӗмӗтленекен "ырлӑх" ҫакӑ ӗнтӗ вӑл!" Таймерсен шутне камсем кӗреҫҫӗ вара? | |
Agabazar // 3668.72.7470
2015.07.08 19:51 | |
Ӗнтӗ халӗ вырӑс филологине те тӳлевлӗн вӗренмелле пулать-и? Тутарсем те тутар филологине ҫапла талккӑшпех укҫалла вӗренеҫҫӗ-и? Таймерсен шутне кӗреҫҫӗ: Таймер хӑй тата ыттисем. Вӗсен шучӗпе патшалӑхӑн ним те тумалла мар чӑваш чӗлхишӗн. Кӑмака ҫинче выртса Тур парасса кӗтмелле имӗш. |
Софья Савнеш22.06.2015 21:39 | 77 хут пӑхнӑ
ВӖРЕНӲ
Кӑҫал Чӑваш Енре тӳлевсӗр вырӑнсене 3200 ытла ҫын кӗме пултарать."
Мӗншӗн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура уйрӑмне куҫӑн вӗренме кӑҫал тӳлевсӗр вырӑн уйӑрман вара?Кун пек пулсан республикӑн тӗп чӗлхипе вӗрентекен вӗрентӳ учрежденинче вӗренес тененсен шучӗ чакасси паллӑ эппин! Ялти ҫамрӑксемшӗн ашшӗ-амӑшӗн 25300-15-шер пин тӳлеме йывӑртарах пулать.