Пуйма хӑтланакан мулсӑр юлнӑ темелле-ши ӗнтӗ паллӑ ваттисен сӑмахне кӑшт ылмаштарса? Пуяс тени хӑш чухне, чӑн та, инкекпе вӗҫленет. Улатӑрти пӗр хӗрарӑм укҫаллӑ пулас тӗллевпе лавкка уҫнӑ. Унта вӑл ытти-хыттипе пӗрлех туртмалли тата хаяр шӗвек те сутнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илсен ун пек таварпа суту-илӳ тума никам та чармасть-ха. Хӗрарӑм-усламҫӑ вӑл енчен саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлесе пынӑ. Анчах пӗр кунхине хайхискер пирус тата пӗр банка сӑрана ҫул ҫитмен каччӑна тыттарса янӑ. Туянакан пултӑр, укҫа килтӗр тенӗ-ши?
Анчах ҫул ҫитменнисене эрех-сӑра тата пирус сутма юраманнине кирек епле сутуҫӑ та пӗлме тивӗҫ. Кассӑсем патӗнче те тепӗр лавккасенче ун пек асӑрхаттару ҫырса ҫакаҫҫӗ, сутуҫӑсем те ҫамрӑк курӑнакансенчен паспорт ыйтаҫҫӗ.
Пирус тата сӑра сутнишӗн усламҫӑ-хӗрарӑм тӗлӗшпе Улатӑрти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснишӗн хӗрарӑма пӗтӗмпе 80 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.