Вӑрнар поселокӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри хастарӗсем халь-халь ишӗлессӗн ларакан ҫуртсемлӗ урама тупнӑ.
Ун пеккине «фронтҫӑсем» пӗлтӗрех асӑрханӑ-мӗн-ха. Путейнӑй урамри кивӗ ҫуртсем пирки вӗсене «вӑрӑм чӗлхеллӗ» пӗр ҫын систернӗ имӗш. Йӗпе-сапара унта кӗрсе тухма та ҫук иккен, йӑлари хытӑ каяша та турттармаҫҫӗ-мӗн, ҫӑлкуҫри шыв ӗҫме майсӑр имӗш, васкавлӑ пулӑшӑва та кӗтсе илейместӗн пулать. Ҫакӑн пек хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри элчисем вӑл тӑрӑха ҫитсе килнӗ, унта пурӑнакансен условийӗсемпе паллашнӑ.
Чукун ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ ҫав хӑтсӑр ҫуртсенче (хӑй вӑхӑтӗнче — иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче — хӑтлах пулнӑ-ха. Ҫулсем иртнӗҫемӗн йывӑҫ ҫуртсем япӑхнӑ) чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем пурӑннӑ-мӗн. Федераци харпӑрлӑхӗнчи ҫурт-йӗре вырӑнти харпӑрлӑха куҫарман-мӗн. Ҫынсене ун пек условире пурӑнтарма юрамасть — ҫапла пӗтӗмлетнӗ черетлӗ хут Вӑрнарта пулнӑ «фронтҫӑсем». Ҫуртсене кивӗ ҫуртран куҫармалли республика программине кӗртмелле. Ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.