Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасен пӗр ушкӑнӗ Мускава тухса кайнӑ. Йышра тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур: 10 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем таранах. Вӗсен шутӗнче Республикӑн культура училищинче, Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти вӑтам шкулсенче вӗренекенсем пур иккен. Ушкӑна ҫӑмӑллӑхлӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчи, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе вӗренӳре пиллӗкпе ӗлкӗрсе пыракансем кӗни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн Культура министерстви.
Ачасене «Пирӗн хыҫра — Мускав» турист маршручӗпе ҫула илсе тухнӑ иккен. Ку проекта хамӑр ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен культура эткерлӗхне ачасем хушшинче сарасси пирки Раҫҫей Президенчӗ хушнине пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ-мӗн. Ҫула тухнисене Мускавсӑр пуҫне Калуга тата Тула хулисене кӑтартӗҫ.