Ҫӗрле пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек ҫумӑр ҫуни республикӑра ахаль иртмен-мӗн. Хӑш-пӗр ҫынсен умне вӑл йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
Шупашкарти Николаев урамӗнчи 32-мӗш ҫурт умӗнче пысӑк лупашка пулса тӑнӑ. Унта пурӑнакансем ҫавна пула урама тухайман-мӗн. Унта кун кунлакансем каланӑ тӑрӑх, лупашкана шыв кашни ҫумӑр ҫумассерен пухӑнать-мӗн. Вӗсем управляющи компанине, администрацие те кун пирки пӗлтернӗ. Специлистсем килсе лупашкана ӳкерсе кайнӑ та ӗҫ малалла тапранман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫынсем те шар курнӑ-мӗн. Кӑкшӑм юханшывӗ урлӑ выртакан кӗпер шыв айне кайнӑ-мӗн. Ҫавӑнпа ҫынсем микрорайона тата хулана каҫайман. Ун урлӑ дачӑна та ҫӳреҫҫӗ. Анчах ҫумӑрта каҫма йывӑртарах-мӗн.