Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чунҫӳревҫӗсем Шупашкар аслашшӗне, Пӳлесӑвара, тупнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.07.2015 14:17 | 2253 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Кӑҫал «Чунҫӳревҫӗсем» ҫирӗм улттӑмӗш хут ҫула тухнӑ. Вӗсем унтан утӑн 16-мӗшӗнче ирхине таврӑннӑ. Малтан вӗсем Чӗмпӗре ҫитсе Ӗренпур тӑрӑхӗнчи Курак районӗнчи Ҫирӗклӗ Тук чӑваш ялне тухнӑ. Унтан Самар кукрине тухса кайнӑ, Ҫӑлкуҫ ялне ҫитнӗ. Самар кукринче вӗсем хулашсене кӗрсе тухнӑ. Муром хулашӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта вӗсем Азербайджана илсе кайма тӑпра илнӗ. Утӑн 7-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсем Волгоградра пулнӑ. Тепӗр кунхине Дагестана ҫитнӗ. Унта чунҫӳревҫӗсене кумыксем тата нухайсем кӗтсе илнӗ. Унта палаткӑсем лартса икӗ кун каннӑ.

Утӑн 9-мӗшӗнче Азербайджана ҫут тытнӑ май вӗсем Байнука, Улӑпи ялне кӗрсе тухнӑ. Вӗсем 2013 ҫулта лартнӑ юпа тӗлне ҫитсе курнӑ. Кайран Дербентра пулнӑ. Бакура вӗсене Элшат Абдуллаев кӗтсе илнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн тӗп координаторӗ. Хӑнасем валли ятарласа така пуснӑ, экскурси ирттернӗ. Вӗсен таврапӗлӳ музейӗ пуян. Вӗсен тӗррисем чӑвашсенни пекех-мӗн. «Пирӗн Шупашкар хули хӑй вӑхӑтӗнче Вӑта Сӑвар пулнӑ», — тенӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗлӗннӗ. «Вара мӗнле апла? Эпир пӗлмен те», — тенӗ вӗсем.

Пӳлесӑвар маларах тата та чикӗ ҫумнерех вырнаҫнӑ пулнӑ, Иран чиккинче. Анчах Азербайджанпа Ирана пайланӑ чухне ҫак хулана та кӑшт куҫарнӑ. Тата ҫак хулан пӗр пайӗ Ирана тӑрса юлнӑ. Анчах чикӗ курӑнсах тӑрать.

Чунҫӳревҫӗсене Гельдар Алиев центрӗнче юпа лартма ирӗк панӑ. Юпана Виталий Яковлев касса кӑларнӑ. Юпа халӗ Пӳлесӑвар варринче ларать. Олег Цыпленков ҫапла каланӑ: «Пӳлесӑвар вӑл ӗнтӗ Шупашкар хулин аслашшӗ. Малтан мана каларӗҫ те эп ӗненмерӗм. «Нивушлӗ ҫакӑнтах ирӗк параҫҫӗ-ши?» — терӗм. «Ҫакӑнта, ҫакӑнта», — теҫҫӗ. Пире «Эсир питӗ чаплӑ хӑнасем. Килӗр, килӗр. Сире яланах кӗтсе илме хатӗр», — терӗҫ. Тепӗр ҫул та унта килме чӗнчӗҫ».

Унтан Бакура Элшат экскурси ирттернӗ. Ирхи 3 сехетре Раҫҫей чиккинче вырнаҫнӑ Хачмас районне ҫитнӗ. Утӑн 15-мӗшӗнче Пенза тӑрӑхӗнчи Пӑртас ялне ҫитнӗ. Унта вӗсене чӑвашсем кӗтсе илнӗ. Унта та така пусса юпа лартнӑ.

Ҫулҫӳревре 12 ҫын чӑваш ятне йышӑннӑ. Ҫула пӗтӗмпе 31 ҫын тухнӑ. Тӗллевсене пурнӑҫланӑ вӗсем. Кӑҫалхи чунҫӳрев Шупашкарӑн аслашшӗне, Пӳлесӑвара, тупнипе асра юлнӑ. Хула ҫавӑнтан пуҫланнӑ-мӗн. Чунҫӳревҫӗсем Кавказра Сӑвар хули ӑҫта пулнине пӗлнӗ-ха, анчах Дагестанра ӑна шыранӑ, анчах тупайман. Вӑл чылай кӑнтӑртарах пулнӑ-мӗн.

#чунҫӳревсем, #Шупашкар, #ҫулҫӳревсем, #чӑвашлӑх, #Курак районӗ, #Ҫирӗклӗ Тук, #Азербайджан, #Самар облаҫӗ, #Ҫӑлкуҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем