Шупашкар ҫыннисем хула тӳре-шарин ӗҫне тиркеҫҫӗ. Пурте мар-ха. Ҫапах та 2014 ҫулхипе танлаштарсан хула влаҫӗсен ӗҫне «лайӑх» тесе хаклакансен йышӗ чакса кӑмӑлсӑррисен йышӗ самайланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне «Социос-М» социологсен халӑх организацийӗ пырса тухнӑ.
Хула тӳре-шарин ӗҫне лайӑхпа палӑртакансен шучӗ ҫулталӑкра 5 процент чакнӑ. Пӗлтӗр республикӑн тӗп хулине ертсе пыракансен ӗҫӗ шупашкарсен 27 процентне тивӗҫтернӗ, кӑҫал — 22 процентне. Кӑмӑлсӑррисем пӗлтӗр 44 процент пулнӑ, кӑҫал 51 процента ҫитнӗ. «Япӑх» тесе татса калакансем те йышланнӑ. Унччен 12 проценчӗ апла шухӑшланӑ, халӗ 15 проценчӗ ҫавӑн пек тӗв тунӑ. Шупашкарта пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫын хула тӳре-шарин ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр иккен.
Сӑмах май каласан, ним калама аптӑракансем пӗлтӗр 17 процент тупӑннӑ, халӗ 12 проценчӗ кӑна шухӑшне палӑртма тӑхтаса тӑрать иккен.