Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 24-ри хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине тислӗк ӑшне пытарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.07.2015 14:18 | 1458 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче тискер ӗҫ пулса иртнӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна тислӗк ӑшне пытарнӑ.

Кӳрши каланӑ тӑрӑх, вӑл ялта 5-ри ачипе тата ашшӗ-амӑшӗпе пурӑнать. Хӗрарӑм 24-ра кӑна-ха. Вӑл Шуршӑлти пекарньӑра ӗҫлет. Уйӑхне 20 пин тенкӗ ӗҫлесе илсе ачине хӑйех тӑхӑнтарнӑ, ҫитернӗ. Сиенлӗ йӑлапа та туслӑ пулман вӑл. Анчах ытлашши калаҫма юратман.

Пӗрремӗш ачине хырӑмра йӑтса ҫӳренине те никам та пӗлмен. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗ кӗҫ-вӗҫ ҫуратассине пӗлнӗ, анчах лешӗн ҫӑмӑлланма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ. Ун чухне вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗнме ӗлкӗрнӗ, хӗрарӑм ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ.

Хальхинче те вӑл ача кӗтнине никам та тавҫӑрман. Юлашки вӑхӑтра вӑл мӑнтӑрланнӑ, ҫынсен ку чирпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Ача ҫуратсан вара пурте тӗлӗннӗ.

Вӑл утӑн 15-мӗшӗнче сменӑна ӗҫлесе пӗтернӗ те яла таврӑннӑ, унтан мунчана кайса 3600 грамм таякан хӗр ҫуратнӑ. Ун хыҫҫӑн ачана тислӗк ӑшне пытарнӑ та киле кӗнӗ.

Ҫӗрле ӑна япӑх пулса кайнӑ та вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ку ача ҫуратнипе ҫыхӑннине пӗлсен пепкене кӑтартма ыйтнӑ. Анчах лешӗ нимӗн те чӗнмен. Вара полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Вӗсем килте шыранӑ хыҫҫӑн тислӗк ӑшӗнче ача виллине тупнӑ.

#Лапри Чӑрӑшкасси, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #пӑтӑрмахсем, #Шуршӑл, #ачасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1368
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем