Раҫҫейре «Раҫҫейри ӗҫ» рекрутинглӑ портал ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ӗҫ тупма пулӑшнипе пӗрлех ӗҫпе тивӗҫтерекене хӑйне кирлӗ специалистсене суйласа илме май паракан сайт. Ӗҫлевпе ҫыхӑннӑ ытти порталпа танлаштарсан унӑн сервисӗпе пурте тӳлевсӗр усӑ кураяҫҫӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерни тӑрӑх «Хыпар» хаҫат.
Сайтра халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен вакансийӗсене кӑна мар, ӗҫ сӗнекенсем панисене те, ҫавӑн пекех вырӑн шырассипе тата суйлассипе ҫыхӑннӑ порталсенчен илнисене те пухнӑ. Унта хӑй пирки резюме е ваканси вырнаҫтарас текен ҫыннӑн ытти сайтпа усӑ курнӑ чухнехи пекех малтан регистрациленмелле.
«Раҫҫейри ӗҫ» порталта ваканси сӗнекен регионти предприяти-организаци ӑҫтарах ларнипе, ҫавӑн пекех ача пахчисем, шкулсем, медицина учрежденийӗсем пирки пӗлме май килет, унта интерактивлӑ карта та пур.