Нумаях пулмасть чӑваш литературин ҫӳлӗкӗ черетлӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Валерий Самойлов-Раштав хӑйӗн юрра хывӑннӑ сӑввисен пуххине «Телей кайӑкӗ» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ.
251 страницӑран тӑракан кӗнекене паянхи эстрада юрӑҫисем шӑрантаракан 200 ытла юррӑн текстне кӗртнине Ирина Пушкина хаҫатҫӑ пӗлтерет.
Валерий Раштав маларах «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Малтанхине Валерий Самойловӑн университетра пӗрле вӗреннӗ тусӗсем парнелӗх кӑларнӑ. Хальхин пӗрремӗш экземплярӗсем «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире иртнӗ уйӑхра кун ҫути курнӑ.
«Телей кайӑкӗнчи» сӑвӑсенчи лирика геройӗ — хӑйӗн тӑван халӑхӗн уйрӑлми пӗр пайӗ. Тата — ҫутҫанталӑк ачи. Ҫапла хаклать маларах асӑннӑ хаҫатҫӑ ҫӗнӗ кӑларӑма.