Паян Шупашкарти хӑш-пӗр урампа ҫӳреме чарӗҫ. Чару тӗп хуламӑрти тӗп урамсене пырса тивӗ. Вӗсемпе урапасен 21 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫурҫӗр иртни 30 минут таран ҫӳреме юрамӗ. Ку вӑл паян Шупашкарта каҫхи сакӑр сехетре каҫхи велочупу иртессипе ҫыхӑннӑ. Ӑна «Республика лапамӗ–Михаил Ҫеҫпӗл скверӗ — Вырӑс драма театрӗ — «Спартак» стадион — Ӳнер музейӗпе Союзсен ҫурчӗ — Республика лапамӗ» маршрутпа йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫутӑ театрӗ хӑй ӑсталӑхне кӑтартӗ, рок-ушкӑнсем, ди-джей пулмалла, фаер-шоу йӗркелемелле.
Урапасене Карл Маркс урамӗпе (Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Ленин проспекчӗпе (Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Гагарин урамӗпе (Ленин проспекчӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Калинин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран), Воробьев композиторсен урамӗпе (Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран) чупма май килмӗ. Чарнӑ урамсен вырӑнне урапасем Энегельс, Ярославль урамӗсемпе тата Президент бульварӗпе ирӗккӗнех хутлайӗҫ.
20 сехет те 30 минутран пуҫласа 22 сехетчен урапасене Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫурт патне лартма чарса хурӗҫ.