Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем министртан пулӑшу ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 12.08.2015 19:03 | 1691 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова тата Сургут хулинчи чӑвашсен «Туслӑх» наципе культура центрӗн ертӳҫи Татьяна Кузьмина Чӑваш Енӗн культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата ЧНК ертӳҫипе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ.

Тӗмен тӑрӑхӗнче вӑтӑр пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Ытти халӑх йышӗнче шучӗпе вӗсем — саккӑрмӗш вырӑнта, Сургут хулинче вара — улттӑмӗш вырӑнта. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫӗp вӑтӑр наци ҫынни пурӑнать. Вӗсенчен хӗрӗхӗшӗ хӑйсен наципе культура автономине йӗркеленӗ. Чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ чи лайӑххисен шутӗнче. Унти чӑвашӗсем хӑйсен ӗҫне ҫамрӑксене явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме этнокультура компоненчӗсене ycӑ кураҫҫӗ. Унта пилӗк вырсарни шкулӗ ӗҫлет. Унсӑр пуҫне чӑваш культурипе йӑли-йӗркине тӗпчес тӗллевпе тӗрлӗ экспедици йӗркелеме yкҫa-тенке шеллемеҫҫӗ. Ку енӗпе Тӗмен облаҫӗн администрацийӗн наци ӗҫӗceмпe тимлекен комитетӑн тӳпи пысӑк тесе хыпарлать ЧНКн пресс-служби.

Хӑш-nӗp регионта чӑваш наципе культура автономийӗсем пайланса кайнӑ пулсан, Тӗмен тӑрӑхӗнче Уралпа Ҫӗпӗp чӑвашӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Логинов тӑрӑшнипе пур хулапа ялти автономисем те «Тӑван» ассоциаци йӗри-тавра пӗрлешнӗ.

Ираида Маслова ЧР Культура министрне Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ йӗркеленнӗренпе 2016-мӗш ҫулта чӗрӗк ӗмӗp ҫитнӗ ятпа пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче тӗрлӗ ӗҫ-nyҫ ирттересси ҫинчен хыпарланӑ, ку енӗпе пулӑшу ыйтнӑ.

#Культура министерстви, #культура, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашсем, #Тӗмен, #ЧНК, #Тӗмен облаҫӗ, #Сургут, #тӗлпулусем, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/434.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем