Чӑваш Енӗн тӗп хулине Мускавпа тата тепӗр авиакомпани ҫыхӑнтарӗ. Вӑл – «Ҫӗнтерӳ» (Победа) ятлӑскер. Компание «Аэрофлот» акционерсен обществин «ачи» тесе хаклаҫҫӗ.
«Ҫӗнтерӳ» Мускавран ҫӗршывӑн харӑсах темиҫе хулине рейссем уҫма шухӑшласа хунӑ. Раҫҫейӗн тӗп хулинчи «Внуково» аэропортран вӑл Кирова, Краснодара, Назране, Саранска тата Шупашкара илсе ҫӳреме тытӑнӗ.
Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара авиарейса юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫасшӑн. Шӑматкунсӑр пуҫне кашни кунах рейссем пулӗҫ. Мускавран самолет 17 сехет те 50 минутра тапранӗ, Шупашкара 19 сехет те 30 минутра ҫитӗ. Каялла кунтан вӑл 20 сехет те 20 минутра хускалӗ, «Внуковӑна» 22 сехетре ҫитӗ. Билет хакне кассӑра ыйтса пӗлмелле.