Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Ӗҫ паракансен те ҫынсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 18.08.2015 19:17 | 1318 хут пӑхнӑ
Сывлӑх Алла Самойлова министр
Алла Самойлова министр

Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова.

Ҫынсен сывлӑхне диспансеризацилеме пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан ҫитӗннӗ ҫынсен 80 проценчӗ (22 пин ҫын) хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. «Пӗтӗмӗшле илсен халӑх сывлӑхне тӗрӗслесси йӗркеллӗ тата кал-кал пулса пырать», — тесе пӗлтерет кун пирки республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явни тӑрӑх «Хыпар» хаҫат.

Ҫапах та пульницӑна кайман ҫынсем те пур. Эп чирлӗ мар тесе шухӑшлаканскерсенне каярах тухтӑрсем вӑраха кайнӑ чирсем тупса палӑртаҫҫӗ.

Комсомольскипе Красноармейски районӗсем диспансеризаци тухассипе ыттисенчен юлса пыраҫҫӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе шурӑ халатлисен кӑна мар, ӗҫ паракансен те хастартарах хутшӑнасса шанать республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова.

Сӑмах май каласан, хӗрарӑмсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшни палӑрать. Вӗсем тухтӑрсем патне ытларах ҫӳреҫҫӗ.

Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх республикӑра пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чир пур. Уйрӑмӑн илсен, 1-мӗш вырӑнта — эндокрин тытӑмӗн чирӗсем. Самӑр ҫынсен йышӗ те самаях пысӑк. Анчах нумайӑшӗ ҫакна чир тесе шутламасть. Анчах ҫакӑ йӗркеллӗ япала мар. 477 ҫыннӑнне усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ. Онкологи чирӗсемпе ытларах хӗрарӑмсем аптӑраҫҫӗ.

#тӳре-шара, #чирсем, #сывлӑх, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #тухтӑрсем, #пульницӑсем, #Красноармейски районӗ, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем