Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакансем паян ӗҫе чӑваш эрешӗллӗ тумпа пынӑ. Ятарлӑ ҫипуҫ ҫуккисем хӑйсен тумне тӗрленӗ алшӑллисемпе илемлетнӗ.
«Ӗҫе тӗрӗпе» республика акцине эпир хаваспах хутшӑнатпӑр. Ҫипуҫ ҫумне илемлӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ пӗчӗк сӑмса тутри те илем кӳрет, сӑн ҫуталсах каять», — тенӗ центрта ӗҫлекен Татьяна Ильина.
Унсӑр пуҫне центра куравсем те уҫӑлнӑ. Унта учреждение ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем ӑсталанӑ хитре япаласемпе паллаштараҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта тата пӗр муниципаллӑ округра иртӗ. Хальхинче Тӑвай муниципаллӑ округне суйланӑ. Ҫавна май Шупашкарпа ҫак округӑн уява хатӗрленме тытӑнмалла.
Палӑртмалла: Тӑвай муниципаллӑ округӗнче Республика кунӗ 2013 ҫулта иртнӗ. Кӑҫал вара уяв Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче Куславкка округӗнче савӑннӑ. Ун умӗн, 2021 ҫулта, уява Ҫӗмӗрле районӗнче йӗркеленӗ.
Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ, чӳкӗн 4-мӗшӗ, ҫывхарать. Апла эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсене канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ.
Чук уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 6-мӗшӗччен (шӑматкун, вырсарникун тата тунтикун) ӗҫе тухмалла мар. РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, эрнекун ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Вӑраха тӑсӑлакан тепӗр канмалли кунсем Ҫӗнӗ ҫулта пулӗҫ.
Паян — ял хуҫалӑхӗчен тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен професси уявӗ. Ҫав ятпа вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
«Сирӗн ӗҫӗр – професси кӑна мар, вӑл эсир хӑвӑр валли юратса суйласа илнӗ пурнӑҫ йӗрки те. Агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлеме иксӗлми вӑй-хал, яваплӑхпа тӑрӑшулӑх кирлӗ. Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессишӗн 20 пине яхӑн ҫын ырми-канми вӑй хурать.
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстерессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ, пысӑк тухӑҫ туса илеҫҫӗ, ҫапла майпа Чӑваш Енре тата Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ та усӑллӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Тирпейлекен предприятисем вара регион экономикине аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме тата ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ», — тенӗ саламра.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Любовь Куралева ӗмӗрне учительте ӗҫлесе ирттернӗ. Ачасене вӑл историе вӗрентнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ отличникӗ пулас мӑшӑрӗпе 18 ҫулта чухне паллашнӑ. Куралевсем 60 ҫул ӗнтӗ пӗрне-пӗри юратса та хисеплесе пурӑнаҫҫӗ.
Виталий Владимирович шкул директорӗ пулнӑ, ачасене вырӑс литературине вӗрентнӗ. Пулас мӑшӑрне вӑл Есенинпа Блок сӑввисемпе тыткӑнланӑ. Куралевсен килӗнче поэзи паян та янӑрать. Анчах вӑл халӗ унчченхинчен те тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ.
Кил хуҫи хӗрарӑмне, Любовь Андреевнӑна, паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Ольга Нарушевич пулӑшса тӑрать.
Ыран – Вӗрентекен кунӗ. Ҫавна май Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ вӗсем валли акци йӗркеленӗ. Театрта Вӗрентекенсен пысӑк эрнине ирттереҫҫӗ.
Акципе килӗшӳллӗн педагогсем театра ҫитсе спектакльсене тӳлевсӗрех курма пултараҫҫӗ. Хӑшӗсене? Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин», Александр Островскин «Гроза» хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановкӑсене, Елен Нарби чӑваш халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ инсцинировкӑна. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем тӑрӑх лартнӑ префоманса тӳлевсӗр курма пулать.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ 80 ҫулхине уявланӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Сцена ӑстисене тата вӗсене кулленхи ӗҫре пулӑшса пыракансене союзӑн юбилейӗпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ.
Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне пирӗн республикӑра 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Пӗрлешӗве артистсене ҫеҫ мар, театрӑн ытти ӗҫченне те илеҫҫӗ. Союза паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Сергей Павлов ертсе пырать.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ.
«Сирӗнтен кашниех – Республикӑмӑр пуянлӑхӗ, унӑн малашнехи ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн шанӑҫӗ. Шӑпах эсир, хаклӑ тусӑмӑрсем, кӑштах вӑхӑтран Тӑван ҫӗршыва аталантарас ӗҫе тивӗҫлӗ тӳпе хывакансем пулатӑр.
Тарӑн пӗлӳ илме ӑнтӑлни, пуринпе те кӑсӑкланни тата пурне те пӗлме тӑрӑшни сире паллӑ ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсем тата ҫӗнтерӳсем тума пулӑшса пырасса шанса тӑратӑп», — тенӗ вӑл саламра.
Йӗпреҫ районӗнче «Мелодия древних народов» (чӑв. Авалхи халӑхсен кӗвви-ҫемми) фольклор фестивалӗ иртнӗ.
Унта хутшӑнакансем Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейӗнче пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пысӑк вӑйӑ катне тӑрса тухнӑ, «Ҫивӗтсене ҫивӗтлесси» ятлӑ чӑваш халӑх вӑййине вылянӑ.
«Фестиваль хаваслӑ иртрӗ. Вӑл ӑшӑлӑхпа, тӑван тӑрӑхпа культурӑна юратни сисӗнсе тӑчӗ», — тесе палӑртнӑ район администрацийӗнче.
Хула кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче «Чечексен балӗ» иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланать.
Унта хутшӑнакансем чечекрен тӗрлӗ япала тӑвас енӗпе ӑмӑртӗҫ. Шлепкесем, сумкӑсем, эрешсем… Темпе те тӗлӗнтерӗҫ вӗсем. Йӑлтах – чечекрен: чӗрринчен тата искуственнӑйӗнчен, типӗтнинчен…
Конкурса ҫав кунах пӗтӗмлетӗҫ. Заявкӑсене вара ыранччен, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗччен, йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫав вырӑнта кӑҫал ҫулла тӑршшӗпех «Чечексен фестивалӗ» ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |