Кӑҫалхи 10 уйӑхра Чӑваш Енре 12 пин ытла ҫын вилнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, 12 095 ҫын. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 7,2 процент сахалрах.
Ҫав вӑхӑтрах ҫуралакансен шучӗ те чакнӑ. Пурӗ 4,5 процент. Пӗлтӗрхи 10 уйӑхра ҫут тӗнчене 8 358 ҫӗнӗ кайӑк килнӗ пулсан, кӑҫал — 7 981.
Вилекенсен шучӗ ҫуралакансенчен 1,5 хут пысӑкрах.
Ҫемье ҫавӑракансен йышӗ 0,7 чакнӑ, уйрӑлакансен — на 6,3 процент.
Ҫӗнӗ Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсем «Айболит тухтӑрӑн стоматологийӗ» ачасене ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарнӑ.
Кӑларӑма Людмила Исаева поэт пулӑшнипе хатӗрленӗ. Унра Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсен ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӗнекене «Шӑла пӗчӗкрен упра» проектпа килӗшӳллӗн кун ҫути кӑтартнӑ.
«Айболит тухтӑрӑн стоматологийӗ» кӗнекепе паллашсан ачасем шӑл тухтӑрӗсенчен хӑрама пӑрахӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан кинемисемпе мучисем ачасемпе тупӑшнӑ.
Республикӑн тӗп хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Угадай мелодию» (чӑв. Кӗвве пӗл) ятлӑ программа иртнӗ. Унта асӑннӑ центра пырса ҫӳрекен ачасемпе учрежденири стационарта пурӑнакан кинемисемпе мучисем хутшӑннӑ.
Центрта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ – аслисемпе ачасене пӗрне-пӗри ӑнланма пулӑшасси, ҫамрӑк ӑрурисемпе аслӑ ӑрурисем пушӑ вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттерччӗр тесе тӑрӑшни.
Шупашкарта ҫуралнӑ ачана ашшӗ-амӑшӗ Гор ят панӑ. Ку – сайра тӗл пулакан ят. Вӑл славян чӗлхинче «суртлӑ-туллӑ» тенине пӗлтерет. Эрменсен вара – «ҫӳллӗ», «мӑнаҫлӑ». Латин чӗлхинчен куҫарсан Гор «ҫанталӑк вӑхӑчӗ» тенине пӗлтерет. Египет мифологийӗнче вара вӑл Хӗвел тата тӳпе тури пулнӑ.
Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят пани тӑтӑшах пулать. Юлашки вӑхӑтра ҫак ятсене регистрациленӗ: Дамир, Маркелл, Астинэ, Евангелина, Каталея, Каталина, Фотима.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 10 ҫулти ача хӑйӗн амӑшне укҫасӑр тӑратса хӑварнӑ.
Шӑпӑрлан мобильлӗ вӑйӑсенчен пӗрне выляма юратнӑ. Ачан телефонӗ ҫине вӑйӑ валютине тӳлевсӗр илме пулать тесе ҫыру килнӗ. Ултавҫӑсем ачана амӑшӗн банк карттине ӳкерсе илсе ярса пама тата телефон ҫине ятарлӑ приложени вырнаҫтарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ача итленӗ. Унтан ултавҫӑсем 39 ҫулти хӗрарӑм ячӗпе 300 пине яхӑн тенкӗ кредит илнӗ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Аманик ялӗнче халӑх инструменчӗсемпе паллаштаракан ӑсталӑх урокӗ иртнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Трифонов ертсе пыракан «Аккорд» ансамбль ачасене музыка инструменчӗсем пирки каласа панӑ, вӗсен кӑткӑс енӗсемпе, вӑрттанлӑхӗсемпе паллаштарнӑ.
Ӑсталӑх урокне хутшӑннӑ ачасенчен хӑшӗсем тӳрех кружока ҫырӑннӑ-мӗн.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма суя мелпе ача-пӑча пособине илсе тӑнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм виҫӗ ҫул патшалӑхран уйӑхсерен пособи илсе тӑнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл упӑшкин тупӑшне кӑтартакан суя справкӑсем тӑратнӑ. Ҫапла вӑл ачи 3 ҫул тултариччен 300 пин тенкӗ ытла илнӗ.
Справка суя пулнине ШӖМӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пай ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Следстви пухнӑ материала Шупашкарти Ленин районӗн судне ярса панӑ.
Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институтӗнче «Книга моих путешествий» (чӑв. Манӑн ҫулҫӳревӗн кӗнеки) проекта хутшӑннӑ ачасемпе тӗлпулу иртнӗ.
Экскурси турне хутшӑннӑ ачасем тӑван еспубликӑмӑрпа ҫывӑхах та тарӑнрах паллашма пултарнӑ. Проекта йӗркелекенсем культура, спорт, вӗренӳ, медиатехнологи, нимелӗх енӗпе 10 направлени хатӗрленӗ.
Тӗлпулӑва республикӑн культура министӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова ертсе пынӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче Чӑваш Енӗн халӑх артистки Августа Уляндина тата «Хитре» бренда пуҫарса янӑ Екатерина Малинина пулнӑ.
Ҫамрӑк туристсене «Подвиг тружеников Чувашии» кӗнеке, «Вышитая карта России» пазл атта тӗрлемелли пуху парнеленӗ.
Ҫемьене ҫӗнӗ кайӑк килсен ӑна кашниех илемлӗ ят пама тӑрӑшать. Шупашкар хулинчи Мускав районӗн ЗАГСӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйсен ачисене Араслан тата Леван ят паракансем те тупӑннӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен ҫапах та хӑйсен-ывӑл-хӗрне ытларахӑшӗ Анастасия тата Александра, Михаил тата София тесе чӗнме кӑмӑллать.
Маларах асӑннӑ Арасланпа Леван вара ҫак кунсенче ҫут тӗнчене килнӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче — Леван, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче — Араслан.
Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнчи ЗАГС пайӗнче хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ывӑлне панӑ. Арҫын ачана Эней тесе чӗнеҫҫӗ.
«Эней» Авалхи Греци чӗлхинчен куҫарсан «паттӑр» тенине пӗлтерет. Авалхи Греци мифологийӗнче Эней Троян вӑрҫин паттӑрӗ пулнӑ.
Ҫак ят питӗ сайра тӗл пулать. Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкаллине пӗрремӗш хут регистрациленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |