Чӑваш Енри ачасем кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче те уйлӑхсенче канӗҫ. Унта пурне те ямӗҫ. Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче ӳсекенсене ҫеҫ.
Ачасене талӑкӗпе пурӑнтармалли уйлӑхсене республикӑра виҫӗ ҫӗрте уҫӗҫ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.
Заявленисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсенче паянтан йышӑнма пуҫланӑ.
Вӑрнар районӗнче 3 арҫын ача рельссем ҫине чулсем хурса алхаснӑ. Ҫакна «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен машинист асӑрханӑ та кун пирки Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗн дежурнӑйне пӗлтернӗ. Лешӗ ку хыпара транспорт полицине ҫитернӗ.
Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, ҫак ӗҫе тунӑ арҫын ачасене тупнӑ. Вӗсем 18 ҫул тултарманнине кура ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Шупашкарта пӗчӗк ача япалисене проката илме пулать. Вӗсемпе Шупашкар хулинчи ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ тивӗҫтерет.
Япаласемпе вӑхӑтлӑх усӑ курас тесен паспорт тата ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельство кирлӗ. Вӑхӑт иртсен япалана центрӑн прокат пунктне кайса памалла.
Ача япалисемпе вӑхӑтлӑх усӑ курас тесен Шупашкар хулинчи ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗпе ҫыхӑнмалла. Вӑл Гузовский урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 23-41-57.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине пырса тем тӗрлӗ пулӑшу та ыйтаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухтӑрсем пӗчӗк хӗрачан чӗлхине пластик кӗленче пӑккинчен кӑларма пулӑшнӑ. Ача чӗлхине унта интереслӗ пулнипе чикнӗ иккен.
Тепрехинче тухтӑрсем тепӗр хӗрачан сӑмсинчен вӑлта ҫекӗлне кӑларнӑ. Вӑл пиччӗшӗпе пулла кайнӑ. Арҫын ача вӑлтана шыва пенӗ те ҫекӗлӗпе ӑнсӑртран йӑмӑкӗн сӑмсине ҫаклатнӑ. Тухтӑрсем ӑна ӑнӑҫлах кӑларнӑ, пӗчӗк пациента киле янӑ.
Шупашкарта ҫак кунсенче Златан ячӗллӗ арҫын ача ҫурални пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче халӗ Леон ятлӑ ачана регистрациленӗ.
Ку ят мӗнрен пулса кайнин икӗ вариант пур. Вӑл латин чӗлхинчен килнӗ, «лев» /арӑслан/ тенине пӗлтерет. Иккӗмӗш верси: грек чӗлхинчен кӗнӗ, унта та «арӑслан» тенине пӗлтерет.
Палӑртмалла: пирӗн ҫӗршывра арҫын ачасене ытларах Лев ят параҫҫӗ. Европӑра вара Леон тата Лео анлӑ сарӑлнӑ. Леони пирӗн ҫӗршывра сайра хутра тӗл пулать.
Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче питӗ сайра тӗл пулакан ята регистрациленӗ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ывӑлне панӑ.
Ҫак ят – Златан. Швецире унашкал ятлӑ футболист, ҫак ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин капитанӗ пулнӑ Златан Ибрагимович пур.
«Златан» славян чӗлхинчен килнӗ, «ылтӑн», «хаклӑ», «ылтӑн ҫӳҫлӗ» тенине пӗлтерет. Вӑл 19-20-мӗш ӗмӗрсенче Балкан ҫӗршывӗсенче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ.
ЗАГС порталӗнче тин ҫуралнӑ ача валли ят суйлама пулать. Мӗнле? Ҫакна инерактивлӑ сервис тума пулӑшать.
Ҫак сервис ачан хушамачӗпе ашшӗн ятне шута илсе суйлама май парать. Ят тӑтӑшах е сайра хутра кӑна тӗл пулнине те, регион тата наци уйрӑмлӑхӗсене те шута илет вӑл.
Сервис ята 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе регистрациленӗ 5 пин ят хушшинче суйлать.
Паян Шупашкарти «Виктория» сад юлташлӑхӗнче, Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче, 3 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Вӑл уҫӑлма тухнӑ пулнӑ.
Ярослав Краснова «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Ача 1 метр ҫӳллӗш, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ куртка, тӗттӗм кӑвак шӑлавар, шурӑ кроссовка, шурӑ карттус тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗсем: Елена (Касатка) 89520203557, Наталия (Симба) 89196666680.
Лайӑх хыпар: ачана каҫ кӳлӗм тупнӑ, вӑл чӗрех.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх, Вӗренӳ тата Культура министерствисем, Аграри университечӗ, Хӗрарӑмсен канашӗ пӗр шухӑшлӑ пулса «Лучшие на селе» (чӑв. Ялта чи лайӑххисем) пултарулӑх конкурсене ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен ӗҫӗсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
«Конкурса кӑҫалхипе иккӗмӗш хутчен ирттеретпӗр. Ӑна ялти пурнӑҫа ӳсекен ӑру хушшинче сарас, ялта та пурӑнма тата ӗҫлеме лайӑххине кӑтартса парас тӗллевпе ирттеретпӗр», – тенӗ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Конкурс ача пахчине ҫӳрекенсем тата шкул ачисем хушшинче икӗ тапхӑрпа иртет. Малтан — муниципалитет шайӗнче, унтан – республика.
Ачасем роликсем ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтараҫҫӗ. Ӗҫсемпе #ЛучшиеНаСеле хештегпа шыраса тупмалла.
Шупашкарти Мускав районӗнче администрацийӗн ЗАГС пайӗнче Эмели ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ.
Эмили ят мӗнле пулса кайнин темиҫе верси пур. Латин чӗлхинчен куҫарсан «тивӗҫлӗ кӗрешӳҫӗ» тенине пӗлтерет. «Эмили» тата «Эмилия» - пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ятсем. Анчах хальхи вӑхӑтра кашнинпе уйрӑм усӑ кураҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Франци тымарӗ те пур ку ятра. Вӑл «Эммануэлье» ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |