Ӗнер Шупашкарта Эгер урамӗнче 101-с автобус водителӗ алӑка хупма тӑрсан 9 ҫулти арҫын ачан урине хӗстерсе лартнӑ. Анчах кун пирки ниҫта та пӗлтермен, транспорта хускатса малалла кайнӑ.
Каярахпа арҫын ачапа амӑшӗ Республикӑри клиника пульницине кайнӑ.
ЧР Транспорт министерстви реестрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак маршрут ҫинче «Авто Лидер» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет.
Чӑваш Енре пурӑнакан сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем тӳлевсӗр е путевкӑн 5 процентне саплаштарнипе ҫуллахи уйлӑхсенче канайӗҫ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социалла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр тӑваттӑмӗш смена валли 102 путевка парассине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне 2024 ҫулхи пиллӗкмш тата улттӑмӗш сменӑсенче ачасем канма пултарӗҫ.
Паян кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Канаш хули ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Прокуратура малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лачетти» водителӗ чарӑннӑ чухне руле итлеттереймен, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ, унтан кювета чӑмнӑ.
Аварире 4 ҫын вилнӗ. Ҫав шутра пӗри - ача. Вӗсем пурте «Лачеттире» пулнӑ. Тепӗр машина водительне тата унти ачана медпулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.
Пӑрачкав округӗнчи арҫын ачисене хӗнесе пурӑнни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 43-ри арҫын 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен 14-ри хӗрне тата 11 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ачасене урайне ӳкерсе пуҫӗпе урайне ҫапни те пулнӑ. Ҫитменнине, ашшӗ вӗсене киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Ачасем каланӑ тӑрӑх, ашшӗ вӗсене нихҫан та ятран чӗнмен, прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн кӑна эрех ӗҫме пӑрахнӑ.
Арҫынна суд тунӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫул та 8 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ.
Президент пепкелӗх центрӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1601 ача ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе 1561 хӗрарӑм ҫӑмӑлланнӑ.
Ҫак тапхӑрта 755 хӗрача тата 846 арҫын ача кун ҫути курнӑ.
Кӑҫалхи 6 уйӑх ҫурӑра Президент пепкелӗх центрӗнче 38 йӗкӗреш тата 1 виҫӗреш ҫуралнӑ. Виҫӗрешӗ Шупашкарти Анастасийӑпа Дмитрий ҫемйинче кун ҫути курнӑ: вӗсене Валерия, Кира тата Мария ят хунӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра 1 виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Вӗсем раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Карэнпа Эльвирӑн ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачасене Артем, Максим тата Вероника ят хунӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ачасем юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсен капкӑнне час-часах лекеҫҫӗ. Ӗнер ҫеҫ ун пек тӗслӗх темиҫе тӗслӗх пулса иртнӗ.
Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье 11 ҫулти хӗрӗ телефонта чакаланнӑ хыҫҫӑн 300 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав ҫулти Ҫӗнӗ Шупашкар ачи ашшӗ-амӑшӗн счечӗ ҫинчен 13 пин тенкӗ вӑрлаттарнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ача ашшӗ-амӑшне 40 пинсӗр хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче ачасене телефонпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмаллине асӑрхаттарма чӗнсе калаҫҫӗ.
Чӑваш Енри шкул ачи Карина Николаева Ҫурҫӗр Корейӑри «Сондовон» уйлӑха лекнӗ. Унта Раҫҫейри 250 ҫамрӑк кӗнӗ. Унта лекес тесен вара пысӑк конкурс витӗр тухмалла пулнӑ.
Ҫурҫӗр Корейӑри ачасемпе пӗрле вӗсем «Раҫҫей кунне» тата «Корея кунне» паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех спорт ӑмӑртӑвӗсем, пултарулӑх конкурсӗсем иртӗҫ. Ачасем ҫав ҫӗршыври паллӑ вырӑнсемпе, унти культурӑпа, историпе паллашӗҫ.
Уйлӑх смени ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пулӗ.
Паян Ҫӗрпӳ округӗнчи Виҫикассинче 9 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл путни пирки ҫӑлав службине 15 сехет те 45 минутра пӗлтернӗ.
Ачан виллине пӗр сехетрен тӑванӗсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫал ҫулла Шупашкарта Атӑлта 13-ри хӗрача, 14-15 ҫулсенчи икӗ арҫын ача путса вилнӗ.
Етӗрне округӗнчи Сӑрҫи ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 1986 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм путса вилнӗ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ.
Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн чатӗнче ҫакна сӳтсе яваҫҫӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑмӑн 4 ача юлнӑ. Ашшӗ вара пӗлтӗр вилнӗ-мӗн. Ҫынсем ҫемьене, ачасене пулӑшас тесе укҫа пухма тытӑннӑ.
Аса илтерер: ҫав каҫах Шупашкарти тӗп пляжра ӳсӗр арҫын путса вилнӗ.
Тутарстанра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, самолет ӳкнӗ. РИА Новости пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекре ҫынсем вилнӗ. Аманни те пур.
Ку инкек Кама-Устье районӗнче пулнӑ. Виҫҫӗн вилнӗ. Вӗсенчен пӗри ача пулма пултарать. Пӗр ҫын суранланнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: самолет пассажирсене илсе ҫӳрекенни пулман. Вӑл - уҫӑлса ҫӳремелли.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |