Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра Етӗрне районӗнче шкул автобусӗ ҫунса кайнӑ. Вӑл тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Юрать, салонра ачасем пулман.
Ун чухне водитель ирхине рейса тухма хатӗрленнӗ. Вӑл ҫулӑма пӗччен сӳнтереймен. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма парӑнтарнӑ. Анчах автобусран ним те юлман темелле.
Ҫакӑ паллӑ: автобус Кӑкшӑм шкулӗн шутланать. Халӗ прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Ӗнер кӑнтӑрла Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пушар сӳнтернӗ. Унта ял хуҫалӑх предприятийӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ пахча ҫимӗҫ управӗ ҫуннӑ.
Пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ. 20 минутран ҫулӑма тӗп тунӑ. Пушар 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян ҫӗрле Канаш районӗнчи Сиккассинче 55 ҫулти арҫыннӑн килӗ ҫунса кӗлленнӗ.
Иртнӗ талӑкра Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Канаш районӗсенче типӗ курӑк ҫунтарса шар курнӑ. Ҫулӑм ҫурт-йӗр, хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.
Ӗнер Муркаш районӗнче «Автотранспортник-3» сад юлташлӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарса пушар тухнӑ. Унта ҫулӑм икӗ йывӑҫ ҫурта тӗп тунӑ, 1800 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Шупашкар районӗнче «Труд» тата «Мечта» сад юлташлӑхӗсенче икӗ дача ҫунса кӗлленнӗ. Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑш ялӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.
Паянтан республикӑра пушарпа кӗрешмелли уйрӑм режим пуҫланнӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ.
Паянтан вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Ҫавӑн пекех вӑрман, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарнишӗн явап тытма тивӗ.
Куншӑн ахаль ҫынсене - 20 пин таран, должноҫри ҫынсене - 60 пин таран, организацисене 800 пин таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Ҫуркунне ҫитрӗ те типӗ курӑк ҫунтарас сезон пуҫланчӗ темелле. Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем 4 вырӑна ҫитсе ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ.
Шупашкар районӗнчи Янашкасси ялӗнче 50 гектара яхӑн ҫӗр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Пӑрачкав районӗсенче типӗ курӑка сӳнтерме тивнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарса килсӗр-ҫуртсӑр, хуралтӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарас тенӗ те пӳртсӗр тӑрса юлнӑ.
Вӑл ҫӳп-ҫап ҫунтарма пуҫланӑ та ҫулӑм типӗ курӑ тӑрӑх кайса ҫурт патне ҫитнӗ. Ҫурчӗ кӑна мар, хуралтӑ таврашӗсем те ҫунса кӗлленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви юлашки талӑкра республикӑра 8 пушар пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарти 151-мӗш ача пахчинче ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Унта веранда хыпса илнӗ.
«PROГород» кӑларӑма халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара 19 сехет те 20 минутра Эгер бульварӗнчи 7-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ ача пахчинче асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне васкавлӑн пырса ҫитнӗ, пушара вӗсем ҫийӗнчех сӳнтернӗ.
Юр ирӗлсе ҫӗр тухрӗ кӑна – республикӑра типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тӗслӗх ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче пулнӑ. Унта Хватукасси ялӗ ҫывӑхӗнче 16 сехет те 15 минутра типӗ курӑк ҫуннине палӑртнӑ. Вӑл 100 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Ӗнер, пушӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти "Мега Молл" суту-илӳ центрӗнчи халӑха эвакуациленӗ. Хальхинче - мину хунӑ тесе пӗлтерни пирки мар. Унта пушар тухнӑ.
Суту-илӳ центрӗнчен 1,2 пин ҫынна урама кӑларнӑ. Пӗр хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулнӑ: ӑна кислород памалли хатӗр тӑхӑнтартнӑ.
Пушарнӑйсем ҫитнӗ тӗле 1-мӗшпе 2-мӗш хутра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫулӑм 1-мӗш хутри склад пӳлӗмӗнче тухнӑ, 20 тӑваткал метр сиенленнӗ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет.
Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче пӗр ҫемьере пушар пулнӑ. Йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Унта нумай ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ: 46-ри хӗрарӑм, унӑн 11-ти, 15 ҫулти тата 7-ри ачисем, 45 ҫулти арҫын /хӗрарӑмӑн савнийӗ/.
Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пӗлтернӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата 11 ҫулти ача пушарта вилнӗ. 7-ри хӗрача тата 15 ҫулти арҫын ача, 45-ри арҫын чӳрече ҫӗмӗрле урама тухма ӗлкӗрнӗ. Пушара ирхи 4 сехет тӗлне сӳнтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑме кӳршӗри ҫуртсем ҫине куҫма паман.
Палӑртмалла: ҫемье шутра тӑман. Ку ҫемье эрех-сӑрапа иртӗхни пирки те тивӗҫлӗ органсене пӗлтернӗ тӗслӗх пулман. Халӗ тивӗҫлӗ органсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |