Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Раҫҫейре

Иртнӗ шӑматкун, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявларӗҫ. Ҫавна май ҫӗршыври кашни тӑрӑхра концертсем иртрӗҫ. Ҫав шутра — Красноярск хулинче те. Красноярск енӗнчи «Енисей» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх вырӑнти чӑвашсен хорӗ те ҫак уява хутшӑннӑ. Вӗсем халӑх умӗнче «Ҫурхи вӑрманта» юрра шӑрантарса панӑ. «Ах, юратупа выляма кирлӗ мар, Юрату вӑл, юрату вӑл, вӑйӑ мар» сӑмахсене Красноярск ҫыннисем хаваслӑн итленӗ, хӑлхисене чикнӗ.

Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Раҫҫейре 2005 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Ӑна 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑма халалланӑ. Вӑл вӑхӑтра Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский тӗрле халӑха пухса Мускавран поляксен ҫарне хӑваласа янӑ. Паянхи уявӑн тӗп шухӑшӗ — халӑх пӗрлӗхне сума суни.

«Ҫурхи вӑрманта» юрӑ вара Константин Евруков юрӑҫ репертуарӗнчен. Авторӗсем паллӑ мартан халӑх юрри шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.enisey.tv/news/post-7621/
 

Культура

Шупашкарта чӑваш артисчӗсемпе мусӑкҫисем, режиссерӗсем валли продюсер центрӗ уҫӑлнӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ центра «Ҫӗнӗ формат» ят панӑ.

Продюсер центрӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак центр республикӑри артистсемпе мусӑкҫӑсемшӗн, режиссерсемшӗн шанчӑклӑ тӗрев пулассине, аталанма пулӑшассине каланӑ. Тин ҫеҫ йӗркеленнӗ «Ҫӗнӗ форматӑн» директорӗ Сергей Кузнецов пулӗ, центр вара республикӑри артистсен районсенчи, чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчи гастроль турӗсене, уйрӑм концерчӗсене йӗркелӗ, чӑваш музыка искусствине халӑхра сарса тата аталантарӗ.

 

Республикӑра

Паян, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, Шупашкарта Вырӑссен маршне тухакансем пулнӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем Шупашкарти Чапаев палӑкӗ патне пуҫтарӑннӑ. Унта ятарласа тытнӑ вӑхӑтлӑх картана кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче те пуҫтарманччӗ, пакунлисем унта 6-7 ҫын унта тӑратчӗҫ.

Алена Блинова ятлӑ хӗрарӑм Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, марша тухнӑ темиҫе ҫынна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти хула пульницинчи Антон Сидоров врач та ҫавсен хушшинче. Сӑн ӳкерчӗкре вӑл сылтӑмран иккӗмӗшӗ, чи вӑрӑмми тесе ҫырнӑ.

Аса илтерер, «Ирӗклӗх» наци пӗрлӗхӗ Шупашкарта вырӑссен маршне ирттерессине хирӗҫ пулнине, кунашкал пулӑм наци республикинче килӗшӳсӗррине вӗсем М. Игнатьев Элтепере, Шупашкар хулин мэрне А. Ладыкова, Чӑваш Ен прокурорне В. Пословскийне, Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрне С. Неяскина ҫырупа пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.

 

Раҫҫейре
Шупашкарти паянхи уяв. Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк
Шупашкарти паянхи уяв. Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк

Ҫӗршывра паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, палӑртакан уяв ятне Раҫҫейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ пӗлмест.

Халӑх шухӑшне тӗпчекен Пӗтӗм Раҫҫейри центр (ВЦИОМ) ыйтӑм ирттернӗ те ҫынсен 48 проценчӗ паянхи куна «канмалли тата тепӗр кун» евӗр йышӑннине палӑртнӑ. Мускавпа Питӗр хулисем политикӑран уйрӑмах аякра тӑнине ҫиеле тухнӑ. Унта пурӑнакансенчен 60 проценчӗ паянхи куна канмалли кун тесе каланӑ, уяв тенисем — ыйтӑма хутшӑннисенчен чӗрӗк пайӗ ҫеҫ. Хуравлама ыйтнисенчен 16 проценчӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ уяв тесе калама аптӑранӑ.

Сӑмах май, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне палӑртнине паян Шупашкарта 11 пине яхӑн ҫын хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Уяв Хӗрлӗ лапамра иртнӗ.

 

Хулара

Паян Шупашкарта Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ уява 11 пине яхӑн ҫын пухӑннӑ.

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче «Эпир пӗрле» митинг иртнӗ, концерт пулнӑ. Уява ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич хамӑрӑн ҫӗршыв историне хисеплемеллине палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче ветерансене тав тунӑ.

Уявра ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов та пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх ҫыннисем экономикӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнине кӑна мар, республикӑри туслӑха та витӗм кӳнине палӑртнӑ.

Митинг хыҫҫӑн иртнӗ концертра пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ. Унтан тӳпене кӑвак, шурӑ, хӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем вӗҫтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45679
 

Чӑвашлӑх

Халӑх пӗрлӗхӗн Чулхулари уявне унти чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Ӑна ҫӗршывӑн кашни регионӗнчех йӗркелӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енри районсемпе хуласенче те уявламалла ӑна. Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре митинг-концерт иртмелле. Вӑл 11 сехетре пуҫланмалла.

Чулхулара Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе уяв 15 сехетре пуҫланмалла. Кун пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Алина Артемьева пӗлтерет.

Аса илтерер, Чулхулари чӑвашсен культурӑпа наци автономине кӑҫал хваттер _/news/16633.html|уйӑрса панӑ__. Унччен автономин хӑйне ят ҫурт пулман. Чулхулари Автосавут районӗн администрацийӗ ентешӗмӗрсене хамӑр чӗлхене, йӑла-йӗркене аталантарма ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Октябрь проспектӗнче виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер панӑ, ӑна унти хастарсем хӑйсен вӑйӗпе юсанӑ.Центра юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Паян Шупашкара республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем професси уявне пухӑннӑ. Календарьпе пӑхсан ку уяв юпа уйӑхӗнчех-ха, анчах вӑл вӑхӑтра уй-хирти ӗҫ вӗҫленсе ҫитеймест те, хресченсен уявне яланах чӳк уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Паянхи уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ.

Професси уявӗсене пуҫтарӑннисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Залри пысӑк сцена ҫине тухиччен вӑл агропромышленность предприятийӗсен продукцийӗпе паллаштаракан курава пӑхса ҫаврӑннӑ.

«Эпир сирӗнпе ака вӑхӑтӗнче, уй-хирти ӗҫ пынӑ вӑхӑтра час-часах тӗл пулнӑ. Эсир пурте пулас тухӑҫшӑн пӑшӑрханаттӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.

Вӑл отрасльте ҫаврӑнӑҫуллӑ ертӳҫӗсем йышланса пынине палӑртнӑ. Район администрацийӗсен ертӳҫисене Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма пулӑшма чӗнсе каланӑ.

 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ.

«Эсир пӗр килти пек пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлетӗр. Суд кӑларнӑ йышӑнусене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫак службӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансене уйрӑм тав. Вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ хӑйех пысӑк хисепе тивӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫшӗн сире пурне те пысӑк тав», —тенӗ Михаил Игнатьев.

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Федерацин суд приставӗсен служби суд йышӑнӑвӗсене тӗпе хурса 6 миллиард тенкӗ ытла парӑма халӑхран шыраса илнӗ. Тӗрлӗ шайри бюджета пурӗ 2,7 млрд куҫарса панӑ.

 

Политика

«Ирӗклӗх» наци пӗрлӗхӗ Шупашкарта вырӑссен маршне ирттерессине хирӗҫ пулни пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Кунашкал пулӑм наци республикинче килӗшӳсӗр пулни пирки вӗсем хӑйсен шухӑшне ҫыру ҫырса Михаил Игнатьев Элтепере, Шупашкар хулин мэрне Алексей Ладыкова, Чӑваш Ен прокурорне В. Пословскийне, Чӑваш Республики тӑрӑхӗнчи шалти ӗҫсен министрне С. Неяскина пӗлтернӗ (ҫыру копийӗ пирӗн редакцире пур).

Хӑйсен ҫырӑвӗнче хастарсем чӳкӗн 4-мӗшӗнче халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлани пирки аса илтернӗ. Вырӑс маршӗ вара ку пӗрлӗхе пӑсать имӗш, хирӗҫӳ ҫуратать. «Эпир яланах пур наци пӗртанлӑхӗпе ҫураҫулӑхӗшӗн тӑнӑ, кашни нацине тивӗҫлӗ хисепӗмӗрпе йышӑннӑ, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ те Чӑваш Патшалӑхӗн, чӑваш нацин шехерӗнче (тӗп хулинче) ҫӳлерех палӑртнӑ чӗнӳсемпе импери ялавӗсен, мыскараллӑ тӑхӑнса та кӑшкӑрашса ҫӳрекенсен кунӗ нихӑҫан та пулмӗ!» — хӑйсен шухӑшне хастарсем ҫырура ҫапла татӑклӑн пӗлтернӗ.

 

Кӳршӗре

Кӑҫал Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ.

Шӑп 20 ҫул каялла, 1997 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче облаҫри чӑвашсен иккӗмӗш отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унти тӗп ыйту шӑп та лӑп Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине йӗркелесси пулнӑ.

Конференцие 250 делегат суйланӑ, 228 делегат хутшӑннӑ. Тӗп ыйтупа Петр Яковлевич Уфимкин, вӑл вӑхӑтра Чӑнлӑ районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑскер, тухса калаҫнӑ. Вӑл облаҫри чӑвашсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществин (вӑл вӑхӑтра председательте Виктор Егоров пулнӑ) делегачӗсене тата чӑвашсен «Еткер» ыркӑмӑллӑх фондне (президенчӗ Олег Мустаев пулнӑ) Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине йӗркелеме сӗннӗ. Конференцие хутшӑннӑ мӗнпур делегат — 228 ҫын — пӗр шухӑшлӑ пулса сасӑланӑ. Ҫакӑнтах автономин уставне, унӑн пӗрремӗш председательне — П.Я. Уфимкина тата ревизи комиссине суйланӑ. Общество организацийӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси, чӑваш чӗлхине сарасси тесе палӑртнӑ.

Унтанпа 20 ҫул иртрӗ. 20 ҫул хушшинче автономи тӑрӑшнипе Чӗмпӗр облаҫӗнче нумай чӑваш халӑх уявӗ чӗрӗлсе тӑчӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, [76], 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, ... 161
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 27

1841
183
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
134
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
101
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
87
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын