Ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳре «кӗмӗл» волонтёрсен форумӗ иртӗ. «Кӗмӗл Чун» ят панӑ мероприятие Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Республикӑри хастар ватӑсем пӗлтӗр Шупашкарта пухӑннӑччӗ, кӑҫал Ҫӗрпӳре пуҫтарӑнӗҫ.
Ӳркенмен ватӑсем ыттисене темле те пулӑшма май тупаҫҫӗ: нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ачисене пӗччен ӳстерекен хӗрарӑмсене ача пӑхса пулӑшаҫҫӗ, салтаксем валли тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ. Тӑвайӗнчи ватӑсем, сӑмахран, кӑҫал тӗрлӗ сиплӗ курӑк пухса типӗтнӗ те ӑна салтаксем патне ӑсатнӑ.
Ыранхи форумра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсенчен сыхланасси, ватӑсене хӑйсен ӗҫне пуҫарма пулӑшасси тата гериатри науки ҫинчен сӑмах хускатӗҫ.
Улатӑрти хӗрарӑм чӗрепе аптӑранӑ. Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине санавиаци вертолечӗ ӑна Республикӑри кардиологи диспансерне 40 минутра илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑма унта операци тунӑ, вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Унӑн чӗрине хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ кардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Халӗ пациентка хӑйне аванах туять, кардиодиспансерта сиплев курсӗ витӗ тухать.
Палӑртмалла: санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа республикӑри йывӑр чирпе нушаланакан 218 пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килнӗ.
Чӑваш Енри икӗ вӗрентекен вӗренӳ тытӑмӗнче Раҫҫей Правительствин премине тивӗҫнӗ. Вӗсем - ЧР Вӗренӳ институчӗн доценчӗ Нина Чернова тата Мускав ҫывӑхӗнчи кӗҫӗн классен учителӗ Людмила Николаева (унччен вӑл Шупашкарти 4-мӗш гимназире нумай ҫул ӗҫленӗ). Премие вӗсем «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗсемшӗн тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал 2 миллион тенкӗ премие авторсен 9 ушкӑнӗ (пӗтӗмпе 33 ҫын) илнӗ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти аэропорт ҫывӑхӗнче хӗр парашютпа аннӑ чухне самолет вӗҫмелли ҫул ҫине вӗҫсе аннӑ. Вӑл вӑйлӑ ҫиле пула парашюта итлеттереймен-мӗн.
Ҫав вӑхӑтра рейс самолечӗ тӳпенелле вӗҫсе хӑпарма хатӗрленнӗ. Юрать-ха, авиаци хӑрушсӑрлӑхӗн ҫыннисем хӗре вӑхӑтра пулӑшма ӗлкӗрнӗ, ӑна ҫул ҫинчен илсе кайнӑ. Унсӑрӑн вӑл хӑй парашют тыткӑнӗнчен хӑтӑлаймӗччӗ.
Ку пӑтӑрмаха пула рейспа вӗҫекен самолет темиҫе минут каярах ҫула тухнӑ.
Шӑматкун ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче ҫӑва ҫинчи хурал пӳрчӗ ҫунма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӳрт тӑррине тата хушма ҫурта сиен кӳнӗ.
Кӗҫӗр вара ҫак ялтах пӳрт ҫуннӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушар пралука пула тухма пултарнӑ. Ҫурта радиаторпа хутса ӑшӑтнӑ-мӗн. Ҫавна пула тухма пултарнӑ та ҫулӑм.
Ҫавӑн пекех канмалли кунсенче Шупашкарта, Канаш тата Шупашкар районӗсенче типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ 24 тонна маринадланӑ хӑяр туяннӑ. Ҫавна май ятарласа аукцион иртнӗ.
Чи малтанах ведомство 1 млн та 528 пин те 80 тенкӗ сӗннӗ. Мускаври «Платон» организаци 24 тонна хӑяра 1 млн та 107 пин те 438,4 тенкӗпе кӳрсе пама килӗшнӗ.
Хӑяр - 3 литрлӑ банкӑсенче, вӗсене тимӗр виткӗчпе питӗрнӗ, упрамалли срокӗ 15 уйӑхран кая мар. Организацин тавара Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи 17-мӗш ҫурта илсе килмелле.
Паян тӑвансем патӗнчен таврӑннӑ май Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсара М7 урлӑ каҫакан ҫул ҫинче авари асӑрхарӑм. Пысӑк тиев машини тӑрать, темиҫе васкавлӑ пулӑшу машинисем, ГИБДД транспорчӗ хӑйӗн ҫуттисемпе мӗлтлетсе тӑрать... Каярах «Руль умӗнче» автофорума пӑхрӑм та — иккен, ку тиев машини васкавлӑ пулӑшӑва ирттерсе яман. Темиҫе видео та пур.
Видеосене пӑхсан ҫакӑ паллӑ: тиев машини пысӑк хӑвӑртлӑхпа светофорӑн симӗс ҫути ҫине васканӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини Ҫӗнӗ Лапсар поселокне каҫса ӳкес тенӗ. Уншӑн хӗрли ҫутӑлнӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл, мӗлтлетмӗшне ҫутса, сасӑ кӑларса каҫса каясах тенӗ пулас. Икӗ машина пӗр-пӗрне тӗл пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу машининче виҫҫӗн аманнӑ.
Чӑн та, ку ҫул тӑваткалӗ ытла та инкеклӗскер. Пӗрре ман куҫ умӗнчех кунашкал евӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑччӗ. Ун чухне те пулӑмсем йӑлт ҫакӑн пекччӗ. Росгварди машини, светофор ҫинче кӗтсе тӑрас мар тесе (вӗсен ӑҫта васкас-ха тата?) мӗлтлетмӗшпе тата сасӑ кӑларса Ҫӗнӗ Лапсара каҫас терӗ.
Шупашкарти пӗр сквера Раҫҫей политикӗн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Сӑмах Владимир Жириновский пирки пырать.
Ҫакна Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ЛДПР депутачӗ Эдаурд Петров ҫӗртме уйӑхӗнче сӗннӗ. Ятарлӑ комисси ҫак ыйтӑва авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. Хальлӗхе пӗтӗмлетӳ протоколне пичетлемен.
Сӑмах май, Владимир Жириновский 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.
Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫак кунсенче Златан ячӗллӗ арҫын ача ҫурални пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче халӗ Леон ятлӑ ачана регистрациленӗ.
Ку ят мӗнрен пулса кайнин икӗ вариант пур. Вӑл латин чӗлхинчен килнӗ, «лев» /арӑслан/ тенине пӗлтерет. Иккӗмӗш верси: грек чӗлхинчен кӗнӗ, унта та «арӑслан» тенине пӗлтерет.
Палӑртмалла: пирӗн ҫӗршывра арҫын ачасене ытларах Лев ят параҫҫӗ. Европӑра вара Леон тата Лео анлӑ сарӑлнӑ. Леони пирӗн ҫӗршывра сайра хутра тӗл пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |