Чӑваш Ен ҫитес ҫул 90 ытла троллейбус туянӗ. Кун пирки Чӑваш Ен правительстви хыпарланӑ.
ДОМ.РФ облигацисене усӑ курассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ Шупашкарти агломерацин электротранспорт паркне ҫӗнетес енӗпе республикӑна ырланӑ.
Ҫавна май республика 92 троллейбус туянӗ. Пӗр пайне «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗрремӗш маршрута ҫулталӑк вӗҫӗнче ярассине пӗлтернӗ.
Шупашкарти Мускав районӗнче администрацийӗн ЗАГС пайӗнче Эмели ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ.
Эмили ят мӗнле пулса кайнин темиҫе верси пур. Латин чӗлхинчен куҫарсан «тивӗҫлӗ кӗрешӳҫӗ» тенине пӗлтерет. «Эмили» тата «Эмилия» - пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ятсем. Анчах хальхи вӑхӑтра кашнинпе уйрӑм усӑ кураҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Франци тымарӗ те пур ку ятра. Вӑл «Эммануэлье» ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре юханшыв транспорчӗпе ҫула тухакансем йышлӑ. Кӑҫал унпа 90 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫынсем юханшыв транспорчӗпе уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ. Кун пек пулӑшупа 38 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Регионсем хушшинчи маршрутсемпе хутлакан хӑвӑрт ҫӳрекен карапсемпе 26 пин ытла пассажир ҫула тухнӑ.
«Шупашкар — Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗ» маршрута ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче хупнӑ, «Шупашкар — Хусан» тата «Шупашкар — Свияжск» маршрутсене — авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче.
Ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме илсе каякан пӑрахутсем авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳрӗҫ.
Шупашкар хулинче йытӑ уҫӑлтарса ҫӳремелли лапам тума палӑртнӑ. Ун пеккине ҫывӑх вӑхӑтра виҫӗ ҫӗрте тума шухӑшлаҫҫӗ.
Асӑннӑ лапамсенче йытӑсем валли пӗчӗк тусем, ирӗккӗн иртсе ҫӳреме чаракан вырӑнсем тата ытти ҫавӑн йышши япаласем пулӗҫ. Вӗсем йытӑсене физкультура тума май парӗҫ.
Йытӑсене уҫӑлтарса ҫӳремелли лапамсене виҫӗ ҫӗрте йӗркелӗҫ: хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, кӑнтӑр районӗнче тата Хӗвеллӗ районта.
Авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «12» драмӑна кӑтартӗҫ. Ӑна паллӑ режиссер Никита Михалков ертсе пыракан Театр тата кино центрӗ хатӗрленӗ.
Никита Михалков Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ. Спектакльте вӑл хӑй те вылять. Ҫавӑн пекех сцена ҫине Раҫҫей халӑх артисчӗсем Николай Бурляев, Владимир Долинский тата Сергей Степанченко тухӗҫ. Паллӑ режиссер Наци музейне ҫитсе курнӑ, ӑна Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине кӑтартнӑ. Экскурсие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова ирттернӗ.
Шупашкарти педагогсенчен пӗрне пуҫлӑхӗсем хӗсӗрленӗ — уроксен шутне чакарса панӑ май хӗрарӑмӑн шалӑвӗ те пӗчӗкленнӗ.
Чӗрӗ хӗрарӑм ҫакӑнпа ҫырлахма пултарайман, вӑл хӑйӗн ӗҫ правине хӳтӗлеме ыйтса суда ҫитнӗ. Тӳре учителе майлӑ пулнӑ.
Суд хӗрарӑма майлӑ йышӑну кӑларсан суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ та хута вӗренӳ учрежденине ярса панӑ. Ҫапла вара хӗрарӑм суд урлӑ уроксен шутне ыйтса илме пултарнӑ.
Халӗ ҫынсем килсерен тенӗ пек машинӑллӑ. Хӑш-пӗр килте икшер-виҫшер машинӑллисем те пур. Хуласенче автомобиль лартма тӑрсан ҫынсен вырӑн шырама тивет.
Сӗмсӗртереххисем хӑйсем пурӑнакан ҫуртсен умне ҫӳллех мар тимӗр карта тытса лартаҫҫӗ, паллӑ тума урапа тухса хураҫҫӗ, ҫӑра ҫакакансем те пур. Шӑпах ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри пирки хыпаранӑ та Телеграми-каналсенчен пӗринче.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Терешкова (ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкар пирки пырать) урамӗнчи ҫурт умӗнчи асфальта ҫӗнетнӗ. Анчах хӑш-пӗр хваттерсенче пурӑнакансем ҫав территорие хӑйсен парковки вырӑнне усӑ курма тытӑнса кайнӑ.
Китайри тухтӑрсем Чӑваш Ене килни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Вӗсене «Проект Панда» скрининг консультацине хутшӑнма чӗннӗ.
Китайри специалистсем сывлӑх енчен хавшак ачасен сывлӑхне тӗрӗсленӗ кӑна мар, пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсем те панӑ. Акӑ 6 ҫулти Костя Ача-пӑча реабилитаци центрӗнче 6 ҫул ӗнтӗ сиплев курсӗ витӗр тухать. Ӑна массаж тата физиотерапи пулӑшаҫҫӗ. Анчах ку ҫителӗксӗр. Китай тухтӑрӗсем ӑна операци тума сӗннӗ. Капла ача часрах ура ҫине тӑрӗ-мӗн. Ӑна Китая реабилитацие чӗннӗ. Ҫул укҫине Раҫҫей ача-пӑча фончӗ тӳлӗ, сертификатпа пӗр ҫул усӑ курма май пур. Костьӑн ашшӗ-амӑшӗ халӗ кун пирки шутлать.
Китай тухтӑрӗсем темиҫе кунра 100 ытла ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсем малашне те Шупашкарти реабилитаци центрӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесшӗн.
Паян ир пулттипе, 3 сехет те 40 минутра, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнӑҫнӑ Ҫӑкалӑхъялӗнче пушар пулнӑ. Кил хуҫи ҫулӑма хӑйех сӳнтерес тесе тӑрӑшнӑ та шар курнӑ: вӑл пиҫсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Шел те, пушар пӳрте тӗп тунӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ.
Ирхи 5 сехет тӗлне Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Унта ҫулӑм пӳрт тӑррине сиенлетнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри полицейскисем эвакуатора чарнӑ та – унта вара вӑрланӑ машинӑсем. Вӗсене ют ҫӗршыва пирӗн республика урлӑ илсе кайма тухнӑ иккен.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, машинӑсене Мускавра вӑрланӑ. Унччен маларах вара пирӗн регионти полицейскисем патне хыпар ҫитнӗ: ҫӗршывӑн тӗп хулинчи такси компанийӗнчен 2 миллион ытла тенкӗ тӑракан «Хавейл Джолио» машинӑна тата 1,5 миллион тенкӗ тӑракан «Школа Рапид» машинӑна вӑрланӑ. Ҫав эвакуатор Шупашкар еннелле кайнине спутникпе палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |