Шупашкарта 44 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Ольга Валерьевна Варсонофьева.
Ҫӳллех мар хыткан кӗлеткеллӗ хӗрарӑм ҫав кун ҫутӑ симӗс куртка, шурӑ-кӑвак футболка, тӗттӗм кӑвак джинс, хура кроссовка тӑхӑннӑ. Пӗрле сумка пулнӑ.
Ольга Варсонофьевӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» инфоргӗ: Наталия (Симба), 89196666680.
Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна нацизма реаблитациленӗшӗн суд тунӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, вӑл колони-поселенире 8 уйӑх ирттернӗ. Унсӑр пуҫне сайт администрацийӗпе ҫыхӑннӑ сайсемпе 3 ҫул ӗҫлеймӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче вӑл видеохостинг страницинче видео вырнаҫтарнӑ. Унта «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнакансене хурланӑ, вӗсене хисеплеменнине палӑртнӑ. Видеора ҫак арҫын Ҫӗнтерӳ кунне хисеплеменни те палӑрнӑ. Куншӑн унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Питтукассинче чикансен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Йӑлари ыйтупа ҫыхӑннӑ тавлашу «ытлашши сурансемсӗр вӗҫленнӗ». Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑнса кайнисене йӗрке хуралҫисем илсе кайнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Алькеша (унта чикансем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ) полицин тата Росгварлин патрулӗсем пырса ҫитнӗ. Унта Росгвардин хӗҫ-пӑшаллӑ «Тигр» автомобилӗ те пулнӑ.
Шупашкарти хӑш-пӗр шкула КПП витӗр кӗме тивӗ. Вырӑсларан ҫав аббревиатурӑна чӑвашла куҫарсан тӗрӗслевпе пропуск пункчӗ тенине пӗлтерет.
КППсене, сӑмахран, хулари 43-мӗш, 46-мӗш тата 53-мӗш шкулсен умӗнче лартса тухнӑ иккен.
Сheb.ru порталта Алексей Радченко пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ виҫӗ шкулта та территори хӑтсӑр. Вӗсенче футброл уйӗсене СССР самани хыҫҫӑн ҫӗнетмен. «Картишсемпе КППсем — шкулсене уҫнӑ хыҫҫӑн туса лартнӑ чи пӗлтерӗшӗ те хаклӑ объектсем-тӗр», — йӗплесе илнӗ статья авторӗ.
«Карта тытни шкул ачисемшӗн пысӑк чӑрмав мар. Усал шухӑшлисем вара ун урлӑ ним мар сиксе каҫайӗҫ», — пӗтӗмлетнӗ Алексей Радченко.
Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗ яппун ятне панӑ. Ӑна Ленин районӗнче регистрациленӗ.
Арҫын ачана Акира ят хунӑ. Ку ят яппунсен тымарӗнчен килнӗ. Вырӑсла куҫарсан вӑл «кӗркунне ҫути», «кӗркунне йӑлтӑртатӑвӗ», «хӗвел тата уйӑх ҫути» тенине пӗлтерет. Урӑх вариантсем те пур.
Аса илтерер: Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур.
2017 ҫултанпа Шупашкарти Мускав ҫыран хӗррине илемлетме, хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Кӑҫал вара ӗҫсене вӗҫленӗ. Ҫак илемлӗ вырӑна Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир!» кӑларӑмра кӑтартнӑ.
Мускав ҫыран хӗррине хӑтлӑлатнӑ кӑна мар, вӑл халӗ пӗчӗк тата вӑтам усламсене илӗртекен вырӑн та пулса тӑнӑ. Унта уҫӑлса ҫӳреме, велосипедпа тата самокатпа ярӑнма, шашлӑк ӑшалама, кафере ларма та пулать. Пӗтӗмпе 6 ҫухрӑм тӑршшӗ территорие хӑтлӑх кӗртнӗ.
Паян Шупашкарта ваттисен ҫуртӗнче (халӗ апла каламаҫҫӗ-ха. Стационар уйрӑмӗ теҫҫӗ) пурӑнакан икӗ ватӑ ҫемье ҫавӑрнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан ҫулланнӑ икӗ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ.
Галина Александровна тата Сергей Степанович Мильковсене унта ӗҫлекенсем ӑшшӑн саламланӑ. 70 урлӑ каҫнӑ кинемейпе мучи пӗрле телевизор пӑхаҫҫӗ, хаҫат-журнал вулаҫҫӗ, уҫӑлма та пӗрле тухса кӗреҫҫӗ, учрежденире иртекен мероприятисене те пӗрле хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче нумаях пулмасть пӗрлешнӗ мӑшӑрсенчен пӗри чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрнӑ.
«Наци тумӗ – пирӗн асатте-асаннемӗрсен ламран лама куҫса пынӑ пуянлӑхӗсенчен пӗри», — ҫапла калаҫҫӗ Матвей тата Арина Лебедевсем.
Вӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГСра пӗрлешнӗ. Унта вӗсем чӑвашла тумланса пынӑ.
«Эпир хамӑр халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине, унӑ ӑс0хакӑл пуянлӑхне асра тытса тата сума суса пурӑнасшӑн. Мӑшӑрӑмӑн тӗрлесе капӑрлатнӑ кӗпи утнӑ чухне илемлӗ сасӑ кӑларать», — мӑнаҫланса палӑртнӑ ҫамрӑк упӑшка.
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. Подрядчикӑн, Чӑваш Республикинчи ипотека корпорацийӗн, шкула кӑҫалхи раштавӑн 5-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Аса илтерер: объекта 2020 ҫулта «Союзстройинвест» тума пуҫланӑ. 2021 ҫулхи ҫуркунне унпа килӗшӗве пӑрахӑҫласа «Медведевский ПМК» подрядчикпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа та кӑҫал килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ, тивӗҫе Чӑваш Енри ипотека корпорацине панӑ.
Палӑртмалла: вӑл республикӑра чи пысӑк шкул пулӗ. Унта 1650 ача вӗренӗ.
Чӑваш Енре преступниксен пӗр ушкӑнӗ ҫынсен ячӗпе кредит карттисем илсе тултарнӑ. 91 карта ҫинчен вӗсем 8,7 миллион тенкӗлӗх кивҫен укҫа илнӗ.
Усал ӗҫпе ҫав ҫынсем 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен аппаланнӑ. Укҫана Шупашкарти тата Челябинскри кредит организацийӗсенчен илнӗ.
Преступниксен ушкӑнне карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗрин офисӗнче ӗҫлекенсем те кӗнӗ. Вӗсем паспортӑн суя копийӗсемпе усӑ курса банк тата микрофинанс учрежденийӗсенче кредит карттисем илнӗ. Кредит лимичӗпе пӑхса хӑварнӑ укҫана кайран хӑйсен кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. 91 кредит картти ҫинчен 8,7 миллион тенкӗ тыла илнӗ. Тепӗр 6 тӗслӗхре банксем карттӑсем ҫинчен илме чарса лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |