Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Халӑх фрончӗн хастарӗсем Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗ ҫывӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх виллисене пӑрахнӑ вырӑн тупнӑ. Унтах килти тата строительство ҫӳп-ҫапне те килсе тӑкаҫҫӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх виллисемпе пуснӑ хыҫҫӑн юлнӑ пайӗсене вырӑнти хресчен-фермер хуҫалӑхӗ килсе тӑкать. Вӑлах кунти ҫӗрсене тара илет. Ҫитменнине, выльӑх юлашкисене Ҫӗпӗр язви, ытти чир-чӗр пуррипе ҫуккине тӗрӗслемӗҫҫӗ. Хуҫалӑх вӗсене шӑтӑка килсе тӑкать те тӑпрапа хуплать. Ку вара ҫӗре тата шыва сиен кӳрет.

Кунсӑр пуҫне ку каяша кайӑксем тапӑнаҫҫӗ, вӗсем вара ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ. Ахаль ҫӳп-ҫап вара ҫиллӗ ҫанталӑкра вӗҫсе саланать.

Халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тӗрӗслеме ыйтнӑ. Ҫак купана пӗтермелли пирки вырӑнти администрацие те асӑрхаттарнӑ.

 

Республикӑра

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче пурӑнакан 37-ри тата 41 ҫулти пиччӗшӗпе шӑллӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 37-ри арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер ӑна-кӑна пӑхса тӑман – мотоблок рулӗ умне ларнӑ. Прицепӗ ҫине вара пиччӗшӗ вырнаҫнӑ. Вӑл та урӑ пулман.

Мотоблок рулӗ умӗнче ӳсӗр ҫын ларнине участковӑй асӑрханӑ. Хайхискер транспорта чарнӑ. Пиччӗшӗпе шӑллӗне вара ку килӗшмен, кӑмӑлсӑрланнӑскерсем участковӑй ҫине сиксе ӳкнӗ, ӑна ҫапнӑ.

Ҫапах пуҫтах пиччӗшӗпе шӑллӗне шалти ӗҫсен пайне илсе ҫитернӗ. 37 ҫулти арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56709
 

Республикӑра

Канаш районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче ялӗнче ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, харӑсах ултӑ ҫурт тата унти дача ҫурчӗсем вутпа сиенленнӗ.

Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар типӗ курӑка ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» шӑпах ҫавна пула алхаснӑ.

Пушара сарӑлма парас мар тесе пушар хуралӗн ӗҫченӗсем 10 техникӑна явӑҫтарнӑ, ял-йыш та май килнӗ таран тӑрӑшнӑ. Апла пулин те ҫурт-йӗр самай сиенленнӗ. Теприсене юсама та май ҫук. Ара, вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ мар-и?..

Канаш районӗнчи хӑрушӑ ҫак инкек йӑлари хытӑ каяша е типӗ курӑка тирпейленӗ чух питех те асӑрханмаллине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе парать.

 

Республикӑра

ЧР Паташлӑх Канашӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитет. Ҫавна май юбилей тӗлне тӗрлӗ тӗслӗ кӗнеке кӑларасшӑн. «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ. 25 ҫул – пулӑмсенче, фактсенче, сӑнӳкерчӗксенче» ятлӑ пулӗ вӑл.

Аукцион ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Патшалӑх Канашӗ кӗнеке кӑлармашкӑн 555 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӑна 500 эземплярпа 21 кунра кӑлармалла.

Кӗнеке-альбома заказчик материалӗсемпе кӑларӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин текста редакцилемелле, сӑнӳкерчӗксене хитрелетмелле, корректура, верстка тумалла. Ҫапла майпа кашни экземпляр 1110 тенке ларӗ. Альбомра 312 страницӑран сахалрах пулмалла мар.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тесе йышӑннӑ. Кун пек хута Чӑваш Енӗн Правительствин шайӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче, ака уйӑхн 19-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫле режим ӑна пӑрахӑҫласси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра пулӗ.

Ҫав вӑхӑтра вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗ IV–V класс тесе йышӑнсан унта кӗртме чарӗҫ. Вӑрманта ӗҫлекенсене мар-ха. Канма каяс текенсене.

Кӑвайт чӗртме, вӑрман ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяша, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамӗ. Типӗ курӑка та чӗртме ирӗк пулмӗ.

Вӑрмансене пушартан сыхлассипе Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Асӑннӑ ведомство вӑрмансене кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем тӑратассишӗн яваплӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа медаль хатӗрлеме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ медалӗн эскизне тӑвакансен конкурсне ирттерме йышӑннӑ.

Конкурса Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ йӗркеленӗ.

Элтепер Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, медаль хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑмалла.

Конкурс материалӗсене ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Эскизсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш хутри 1-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 62-15-18, 64-20-26. Мӗнле электрон адреспа ҫырмаллине те кӑтартнӑ: kadr@cap.ru.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине астӑватӑр пулӗ. Аса илтерер: Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине самосвал пырса кӗнӗ. Автобусри 11 ҫын ҫавӑнтах вилнӗ, тепри пульницӑра сывлама пӑрахнӑ.

Самосвал рулӗ умӗнче «ТУС» компанире ӗҫлекен водитель пулнӑ. Авари хыҫҫӑнах ӑна следстви вӑхӑтӗнче изолятора хупма йышӑннӑ.

Ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ҫак кунсенче ӑна Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухнӑ. Прокуратура водителе колони-поселение 6 ҫуллӑха хупма ыйтнӑ. Анчах суд ӑна колони-поселение 5,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн водитель правине 2,5 ҫуллӑха туртса илнӗ. Айӑпланнӑ арҫыннӑн тата «ТУС» компанин вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци тӳлеме тивӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Улатӑр районӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимне палӑртнӑ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тата хула пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов алӑ пуснӑ.

Юлашки вӑхӑтра районта пушар тухнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Унта типӗ курӑк ҫунтарни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ав паян район администрацийӗн сайтӗнче ҫапларах хыпар ҫырнӑ: иртнӗ талӑкра Улатӑр районӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ 5 тӗслӗх пулнӑ.

Йышӑннӑ режим пуҫлӑхсем ӑна пӑрахӑҫличчен тӑсӑлӗ. Унччен вара асӑннӑ муниципалитетра кӑвайт чӗртме, парксенче, ҫуртсен ҫывӑхӗнче, дачӑсенче, вӑрманпа тата ял хуҫалӑх культури акнӑ хирсемпе юнашар территорисенче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене штраф тӳлеттерӗҫ.

 

Республикӑра

«Республикӑра пурӑнакан хисеплӗ ҫынсем! Кӑвайт ан чӗртӗр, ҫӳп-ҫап, каяш, кил-ҫурт ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ан ҫунтарӑр. Автомобиль чӳречисенчен сӳнтермен пирус тӗпӗ, шӑрпӑк ан пӑрахӑр. Вӑрманта, ялсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнӑр», - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Сӑлтавӗ пур. Халӗ ҫынсем типӗ курӑк ҫунтараҫҫӗ. Ку вара хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ку таранччен ведомство специалисчӗсем типӗ курӑк сӳнтерме 20 хутчен ҫитнӗ. Вӗсем ятарласа рейд та ирттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене тупса палӑртсан явап тыттараҫҫӗ.

Типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн 6 ҫынна явап тыттарнӑ ӗнтӗ. Куншӑн ахаль ҫынсен – 2-3 пин, должноҫри ҫынсен 6-15 пин, юридици пӗлӗвӗсӗр услам тӑвакансен – 20-30 пин, юридици сӑпачӗсен 150-200 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56606
 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫырнӑ. Паллах, пирӗн республика та ку акцирен айккинче юлман. Чӑваш Енре пилӗк лапам ӗҫленӗ: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере (унта лапам кӑҫал пӗрремӗш хут пулнӑ).

Кӑҫал диктант ҫырма 750 ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 749-шӗ ҫеҫ ӗҫӗсене тӗрӗслеме панӑ. Хальхинче акцие куҫ курман ҫын та хутшӑннӑ. Вӑл диктанта Брайль шрифчӗпе ҫырнӑ.

Вырӑсла диктанта 75 ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем 32-ӗн кӑна пулнӑ. 2017 ҫулта вара диктанта 44 ҫын пӗр йӑнӑшсӑр ҫырнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 294, 295, 296, 297, 298, 299, 300, 301, 302, 303, [304], 305, 306, 307, 308, 309, 310, 311, 312, 313, 314, ...601
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 29

1895
129
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи