Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн. Владимир Михайлов ӳкернӗ сӑн Кӳкеҫри «Пӳрнеске» ача пахчинче пӑтӑрмах пулса иртнӗ: 3 ҫулти ачан ури ҫинчи пӳрнине алӑкпа хӗстерсе лартнӑ. Вӑл самаях суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ Шупашкар районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттерет. Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ. Ачасем иккӗмӗш хутран ҫара уран аннӑ, урама тухма хатӗрленнӗ. Пӗр хӗрача йывӑр алӑка хупнӑ, теприн ури ҫинчи пӳрни хӗсӗнсе ларнӑ. Ача пахчинчи лару-тӑру лайӑхах мар иккен: алӑк йывӑррӑн уҫӑлать, чӳречисем ҫурӑлса кайнӑ, унитазсем кивелнӗ… Ача-пӑча лапамӗсенчи курӑка ҫулмаҫҫӗ, вӑл ӳссех ларнӑ. Унта ҫуркунне пӗр ача сӑвӑс та ҫаклатнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснине тупса палӑртсан мерӑсем йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫынсене Консультаци кунне йыхравлать. Йышӑну кунне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехетрен 17 сехетчен ирттерме палӑртнӑ. Ҫӗр лаптӑкне, ҫурт-йӗре, хваттере харпӑрлӑха куҫарас тата ҫавсемшӗн налук тӳлес ыйтусем хумхантарсан Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри иккӗмӗш хутра (унта Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ) кӗтеҫҫӗ. Консультаци кунне пынӑ ҫынсен ыйтӑвӗсене Росреестр специалисчӗсемпе пӗрлех Кадастр палатинче, налук службинче, Ваккат тата Нотариус палатисенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшакансем хуравлӗҫ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 (8352) 62-62-10. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Египетра ҫуралса ӳснӗ арҫын пуймалли ҫӑмӑл мел тупнӑ. Вӑл хӑйӗн ентешӗсене Чӑваш Енри аслӑ шкула вӗренме кӗртме шантарса укҫа илнӗ. Анчах кайран хайхискер йӗп те ҫип ҫухалнӑ. Вӑл Египит ҫыннисене Чӑваш Ене чӗннӗ, лешсем самолетпа вӗҫсе килнӗ. Кайран вӗсене автобуспа Шупашкара илсе ҫитернӗ, малтан вырӑс чӗлхине вӗренмелле тесе общежитие вырнаҫтарнӑ. Арҫын ентешӗсенчен куншӑн 8 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешсем ентешне шанса Чӑваш Енрех юлнӑ. Анчах аслӑ шкула кӗмешкӗн пулӑшма шантарнӑ арҫын тӑрук ҫухалнӑ. Египетран килнӗ ҫынсем вара ют хулара нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур. Египет арҫыннине темеҫе ҫынна улталанӑ хыҫҫӑн полицейскисем Мускавра тытса чарнӑ. Хальлӗхе вӑл ҫынна улталанӑ 8 тӗслӗхе палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑра кашкӑрсем нумайланни пирки калаҫнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку ыйтушӑн яваплӑ ҫынсем тухса калаҫнӑ май ҫакна пӗлтернӗ: Чӑваш Енре кашкӑр кӗтӗвӗсем нормативран икӗ хут нумайрах пулса кайнӑ. Кашкӑрсем ӗрченӗрен ытти хӑш-пӗр чӗрчун сахалланса пырать. Ку паллӑ ӗнтӗ: мӗншӗн тесен кашамансем вӗсене тытаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Мӗнле майпа? Республикӑра кашкӑрсене тытмали квотӑна нумайлатӗҫ. Ҫакна ларӑва хутшӑннӑ тӳре-шара ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ пултӑран питӗ сарӑлнӑ. Ӑна ҫул хӗрринче те курма пулать. Вӑл кашни ҫулах ӗрчесе пырать. Ку ӳсен-тӑрана епле пӗтермелле? Хӗрлӗ Чутай районӗнче наркӑмӑшлӑ пултӑрана хими им-ҫамӗпе пӗтереҫҫӗ. Ав Хӗплӗ Чутай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ятарласа шӑматкунлӑха тухнӑ. Вӗсем Пионер урамӗнчи наркӑмӑшлӑ пултӑрана хими им-ҫамӗпе сапнӑ. Ҫапла майпа темиҫе гектар ҫӗре ҫак ӳсен-тӑранран тасатнӑ. Районта наркӑмӑшлӑ ҫак курӑк сӗткенӗ ӳте пӗҫертсен мӗн тумалли пирки те халӑха ӑнлантараҫҫӗ, ятарлӑ памяткӑсем валеҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗртен-пӗр ывӑлне ҫухатнӑ. Канашра кун кунлакан 34 ҫулти арҫын «Пӑва- Йӗпреҫ» чукун ҫул ҫинче тӑнӑ, хӑлхине наушник чикнӗ. Вӑл ҫывхаракан пуйӑс сассине илтмен. Инкекрен пӑрӑнма май килмен – пуйӑс ӑна лекнӗ. Арҫын йывӑр суранӗсене пула пульницӑра вилнӗ. Чӑваш транспорт прокурорӗ амӑшӗн прависене хӳтӗлесе тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Прокурор пӗртен-пӗр ывӑлне ӗмӗрлӗхе ҫухатнӑ хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа тӳлеме ыйтнӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Раҫҫей чукун ҫулӗн хӗрарӑма 50 пин тенкӗ тӳлемелле. Кунсӑр пуҫне ывӑлне пытарнӑ чухнехи тӑкака саплаштармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей кунӗ ҫывхарать. Палӑртса хӑварар: ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн ют ҫӗршыв ҫыннисем ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура присяга тытнӑ. Вӗсем Раҫҫей гражданствине илесшӗн. Присяга хыҫҫӑн ҫак ҫынсене пирӗн ҫӗршыв паспортне параҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ведомствӑна ют ҫӗршывра ҫуралнӑ 10 ҫын килнӗ. Вӗсем Молдовӑра, Украинӑра, Таджикистанра кун ҫути курнӑ. Пӗри вара – Анголӑран. «На связи» форумра ҫак хыпара комментарилекенсем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри ҫырнине ӗненес тӗк, Анголӑран пирӗн пата килнӗ ҫын – тухтӑрта ӗҫлет, вӑл ӑна лайӑх тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Улатӑр хулинче масар ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта каллех ҫак пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чылай вилтӑпри ҫуннӑ. Пушар паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра тухнӑ. Унччен ҫӗнӗ масар ҫуннӑ пулнӑ, хальхинче вара кивӗ ҫӑва ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫакна та каласа хӑвармалла: Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Улатӑр хулинчи Тельман урамӗнче пушар пулнӑ. Сӑмах май, хула масарӗ шӑпах ҫак урамра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Евграфов — сулахайра РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне Александр Евграфова юстицин патшалӑх канашҫин 3-мӗш класне парасси пирки хушу кӑларнӑ. Ку звани – прокуратура органӗсенче тӑваттӑмӗш шутланать, генерал-майорпа танлашать. Ҫак звание илнӗ ҫынсен пакунӗ ҫине ылтӑн тӗслӗ пӗр ҫӑлтӑр ҫӗлесе хураҫҫӗ. Палӑртмалла: Александр Евграфов ку должноҫра 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Унччен вӑл Тутарстанри (вӑл хӑй унта ҫуралнӑ) прокуратура органӗсенче ӗҫленӗ. Чӑваш Ене киличчен Ҫырчаллӑ хулинчи прокуратурӑна ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗн ӗҫченӗсене хисеплесе палӑк уҫнӑ. Хулари ҫав савута хута янӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче предприяти юбилейне уявланӑ. Савут умне вара «ЗИЛ-157» автомобиле палӑк евӗр вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫма «Проект-техника» корпораци (савут асӑннӑ тытӑма кӗрет) ертӳҫисем, машина тӑвакан отрасль пайташӗсем, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчи тата ытти шайри тӳре-шара, вырӑнти депутатсем, савутӑн ӗнерхи ӗҫченӗсемпе ҫамрӑк специалисчӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ҫак предприяти хула экономикишӗн, унӑн социаллӑ пурнӑҫӗшӗн, Ҫӗмӗрлере пурӑнакансемшӗн питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Савутра паян тӑрӑшакансемпе унччен вӑй хунисене ырласа ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |