Республикӑра
![]() Паянтан пирӗн республикӑра тепӗр министерство туса хунӑ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Паянах ҫӗнӗ ведомствӑн министрне ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ терӗмӗр те, министерстви, чӑн та, ҫӗнӗ. Анчах ун пек тытӑм унччен те пулнӑ. Сӑмахӑмӑр Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пирки пырать. Малашне вӑл комитет пулмӗ, министерство шутланӗ. Михаил Игнатьев Элтепер паянах министра ҫирӗплетнӗ. Ку пукана халиччен Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Вениамин Петрова шаннӑ. «Министр, Правительство пайташӗ пулнӑ май эсир Чӑваш Ен территторийӗнчи хӑрушсӑрлӑхшӑн хӑвӑртан мӗн килнине пурнӑҫласса шанатпӑр», – тенӗ Михаил Васильевич Вениамин Петрова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, пӗвесене тата пушар тухсан усӑ курмалли пӗвесене тасатмалли проектсене пуҫаруллӑ бюджетировани программине кӗртме пултараҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри темиҫе пӗвене (списока ҫынсем хӑйсем сӗннӗ) тасатма палӑртнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта ҫынсен унашкал пуҫарӑвӗсем ведомствӑна килнӗ, анчах саккун ҫуккине пула вӗсене конкурса кӗртеймен. Кӑҫал ҫак районсенче пӗвесене тасатма палӑртнӑ: Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑшра, Красноармейски районӗнчи Анаткасра, Хӗрлӗ Чутай районӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Костер ялӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра, Канаш районӗнчи Сухайкассинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫ сыхлавне пӑхӑнманнисем пуринчен йышлӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернине шута илсен ҫапларах пӗтӗмлетме пулать. Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫав кун умӗн тӗпчевҫӗсем Чӑваш Енри предприятисенче ӗҫлекенсем производствӑра инкек тӳснине тишкернӗ. Ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ инкексем тӗлӗшпе 2018 ҫулта пуҫиле 19 ӗҫ пуҫарнӑ. 2017 ҫулта ун пек фактсем, сӑмах май, 23 пулнӑ. Ӗҫре вилнӗ тӗслӗхпе пӗлтӗр пуҫиле 10 ӗҫ пуҫарнӑ (2017 ҫулта — 5). Ӗҫ сыхлавне Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑснӑ тӗслӗхсемпе 8 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара производствӑри инкекре виҫӗ ҫын вилнӗ. Шупашкарта 7 инкек тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Елчӗк районӗсенче — пӗрер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен арҫынни 10 ҫул вилнисен йышӗнче шутланнӑ. Анчах вӑл чиперех утса ҫӳренӗ. Арҫын Хабаровскри суд тӗрӗс мар йышӑну тунине 10 ҫул ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Хӑй чӗрӗ-сывӑ пулнине арҫын суда хӑй тӗллӗн ӗнентереймен. Чылай вӑхӑт усӑсӑр тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйран Надежда Прокопьевӑран пулӑшу ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн специалистсем унпа ҫыхӑннӑ, кун пек лару-тӑрура мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ, суда тавӑҫ ҫырма пулӑшнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин Ҫӗмӗрле районӗн арҫыннине суд чӗррисен йышне кӗртнӗ. Ҫапла майпа арҫын документсем илме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта, Ҫӗрпӳре тата Шупашкар районӗнче ача пахчисем хута яма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен 396,1 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Документа ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ҫӗрпӳ хулинче 240 шӑпӑрлан ҫӳремелӗх ача пахчи пулмалла. Ӑна тумашкӑн 162,1 миллион тенкӗ парӗҫ. Шупашкарта вара 160 шӑпӑрлан вырнаҫмалӑх ача пахчи хута ярасшӑн. Ку тӗллевпе 145,3 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ҫӗнӗ ача пахчине вара 110 пепке ҫӳрӗ. Унти строительство валли 88,6 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Палӑртмалла: 2018-2019 ҫулсенче 17 ача пахчи тума Чӑваш Ен хыснинчен – 2,4 миллиард, федераци хыснинчен 1,8 миллиард тенкӗ ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус; Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт; Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт; Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт; Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт; Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт; Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт; Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт; Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт; Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт; Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт; Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт; Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт; Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт; Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт; Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт; Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт; Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт; Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт; Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт; Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт; Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинче ҫул ҫитменнисен йышӗнче наркотик сутакансен шучӗ кӑҫал, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, виҫӗ хут ӳснӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа наркотик тата психотроплӑ хутӑшсем сутнӑшӑн ҫул ҫитмен 11 ҫамрӑк тӗлӗшпе 70 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта кунашкал 23 тӗслӗх кӑна пулнӑ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫалхи малтанхи виҫӗ уйӑхра икӗ ҫамрӑка суд тунӑ та ӗнтӗ. Пӗрне, 17 ҫултискере, наркотик сутнӑшӑн 3 ҫул та 10 уйӑхлӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Унӑн тантӑшӗ полици ӗҫченӗсен аллине амфитамин сутнӑшӑн ҫакланнӑ. 88 грамм спайса 34 хутаҫа хурса вӑрттӑн вырӑнсем урлӑ сутма ӗлкӗрнӗ ҫав ҫамрӑка суд колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене телефонпа тӳлевсӗр калаҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Ростелеком» компани хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Акцие компани Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнӗ май пуҫарнӑ. Ҫӑмӑллӑх паянтан тытӑнса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран тӑсӑлӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе вӑрҫӑ инваличӗсене ҫак вӑхӑтра стационар тата карас телефонӗ ҫине шӑнкӑравлама 100 тӳлевсӗр минут уйӑрса парӗҫ. Пулӑшупа усӑ курас тесен килти телефонпа усӑ курма май пур е — телеграмма йышӑнакан пунктсем урлӑ. Ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-800-100-0-800 тӳлевсӗр номерпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьева паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушу официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрессине каланӑ. Ӑна, сӑмах май, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паянах пичетленӗ. Хушура кӗскен калани тӑрӑх хакласан, ҫулсерен пама палӑртнӑ тӳлев Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсене социаллӑ пулӑшу кӳрессине ӳстерессипе ҫыхӑннӑ. Хушӑва Аслӑ ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса ҫитнине те халалланӑ. Ҫапла вара Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене кашнине 120-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Укҫа-тенке уйӑрассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗ яваплӑ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ҫемьесене «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне» парӗҫ. Кун пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Сывлӑх тӗрӗслеттермелли хута ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсене тыттарӗҫ. Унпа вӗсем ҫулталӑк хушшинче усӑ курма пултарӗҫ. Ҫак сертификат ача ҫуратаслӑха ӳстерме, ҫемьесене тӗреклетме май парасса шанаҫҫӗ. «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ» репродуктивлӑ тытӑм епле ӗҫленине тӗрӗс палӑртма пулӑшмалла. Унпа усӑ курса мӑшӑрсем пепкелӗх центрӗсенчи пысӑк квалификациллӗ специалистсем патӗнче сывлӑха тӗрӗслеттерейӗҫ. Чир-чӗр пуррине палӑртсан ӑна вӑхӑтра сиплеме май килӗ. Сӑмах май, паян пирӗн республикӑри мӑшӑрсенчен 17-18 проценчӗ хӗсӗрлӗхпе нушаланать. Ҫав шутран 60 процентӗнче хӗрарӑмсене пула ҫемьесем ачасӑр. Юлашки ҫулсенче арҫынсем те ача ҫураттарайми пулса пынине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |