Республикӑра
![]() Пушӑн 11-22-мӗшӗсенче наркотике хирӗҫ кӗрешмелли акци – «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» - пулӗ. Ҫак тапхӑрта полици ӗҫченӗсем 18 ҫул тултарман ачасем тата ҫамрӑксем ушкӑнпа пухӑнакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Ҫакна вӗсем наркотикпе туслӑ яш-хӗра тупса палӑртас тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне акци вӑхӑтӗнче уроксем, лекцисем, куравсем, пухусем, ҫавра сӗтелсем йӗркелӗҫ, унта психиатр-наркологсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех шкул ачисене 18 ҫул тултарман ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнче йышӑну йӗркелӗҫ. Наркотик ыйтӑвӗ сире те пырса тивет пулсан ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин наркологи службин талӑкӗпех ӗҫлекен телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пултаратӑр: 58-03-84. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашри 1-мӗш шкул директорӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор хӑш-пӗр ӗҫчене, ыттисемпе танлаштарсан, преми ытларах парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара ҫавсенчен премин пӗр пайне хӑйӗн валли ыйтнӑ. Ҫапла майпа шкул ертӳҫи 390 пин тенкӗ ытла кӗсйине чикнӗ. Директор тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ, следстви малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ Етӗрнери спирт савутне асӑрхаттарнӑ. Тӗрӗслев органӗ предприяти «100 лет Чебоксарская водка» ятлӑ продукци кӑларнине асӑрханӑ. Ун этикетки ҫине савут ҫурчӗн управленине ӳкернӗ иккен. Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, предприяти Конкуренци ҫинчен калакан саккунӗн 14.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн 3-мӗш пайне пӑсать. Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ кӑлтӑка пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пӗтерме хушнӑ. «Федерацин монополипе кӗрешекен службин управленийӗн асӑрхаттарӑвӗнче «100 лет Чебоксарская водка» ятлӑ эрехе кӑларма тата сутма чарӑнма хушнӑ», — ӑнлантарнӑ управленин тавар пасарӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Железина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ростов облаҫӗнче пурӑнакан хӗрачана Канашра тупнӑ. Вӑл хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче пулнӑ. «Новороссийск – Пермь» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑсра Волгодонск хулинче пурӑнакан 16-ри хӗре тупнӑ. Ӑна пуйӑс Канашра чарӑнсан транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем илсе тухнӑ. 9-мӗш класра вӗренекен хӗрача Хусана кайма тухнӑ-мӗн. Унта вӑл шкулта вӗренесшӗн пулнӑ. Икӗ уйӑх каялла унӑн ҫемйи урӑх хулана каҫса кайнӑ, ҫавна май хӗрачан хӑйӗн шкулӗнчен урӑх ҫӗре куҫма тивнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ илме киличчен хӗрачана Канашри социаллӑ приюта вырнаҫтарнӑ. Унччен вӑл килтен тухса кайни пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтран илнӗ сӑн Пуш уйӑхӗн 5-7-мӗшӗсенче Раҫҫее Европа Канашӗн вырӑнти тата регионсенчи влаҫсен конгресӗн элчисем килӗҫ. Вӗсем Мускавра, Хусанта тата Шупашкарта тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ. Хӑнасем пирӗн ҫӗршыва вырӑнти тата регионти демократие вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн Европа хартийӗпе килӗшӳллӗн мӗнле пӑхӑннине тишкерме килӗҫ. Икӗ содокладчик – Нидерландри Якоб Винен тата Аслӑ Британири Стюарт Диксон - 2010 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ Конгресс рекомендацийӗсене йышӑннӑранпа Раҫҫейре вырӑнти хӑйтытӑмлӑх облаҫӗнче мӗн пулса иртни ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑрӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем Шупашкарта ЧР финанс министрӗпе Светлана Енилинӑпа, юстици министрӗпе Наталья Тимофеевӑпа, Патшалӑх канашӗн, Шутлав палатин, Конституци тата Аслӑ судсен элчисемпе шухӑшсемпе ылмашӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Моисеевсен ҫемйи ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьесене «Анне» паллӑпа чысласси пирки хушу пуснӑччӗ. Ҫак кунсенче ҫак наградӑна пирвайхи ҫемьесем тивӗҫнӗ. Ҫак чыса тӑватӑ амӑшӗ илнӗ. Куславкка районӗнчи ултӑ ача амӑшне Людмила Беляевӑна, Ҫӗрпӳ районӗнчи 5 пепке амӑшне Ирина Кузьминана, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тӑхӑр шӑпӑрлана ҫуратнӑ Ирина Моисеевӑна тата Элӗк районӗнче тӗпленнӗ пилӗк ача амӑшне Любовь Павловӑна «Анне» паллӑпа наградӑланӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай ачаллӑ амӑшӗсене «Амӑшӗн мухтавӗ» паллӑпа чыслама тытӑннӑ. Ӑна пилӗк е тата ытларах ачана воспитани паракансем тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «БОС» (чӑв. Биологилле тасатмалли сооружени) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ) канма кайма путевкӑсем туянать. Кун пирки предприяти Патшалӑхӑн закупкисен сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Предприяти хӑйӗ ӗҫченӗсене санаторипе курорта сиплеме ярасшӑн. Путевкӑсене вӑл конкурс ирттерсе туянать. Пурӗ 70 ҫын валли илесшӗн. Пӗр путевкӑшӑн 7 266,67 тенкӗ кӑларса хума хатӗррине пӗлтернӗ. Путевкӑсемшӗн предприяти пурӗ 508,6 пин тенкӗ ытларах кӑларса хума хатӗр. Путевка сӗнекенсен хучӗсене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Тепӗр кунне конкурса пӗтӗмлетсе хӑш организацирен путевка илессине татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» акционерсен обществи валли тӗп директор пулма килӗшекен ҫынна шыраҫҫӗ. Пуҫлах пуканӗ пирки тӗмсӗлекенсен ыйтса ҫырнисене ӗнер йышӑнма пуҫланӑ. Хутсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗ таранах кӗтеҫҫӗ. Конкурс ирттересси пирки Чӑваш Енӗн Юстици тата Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ӗнер хыпарланӑ. Мӗншӗн вӑл ирттернине тавҫӑрма йывӑр мар. Предприятин устав капиталӗн 100 проценчӗ паянхи куна — республика аллинче. Сӑмах май, маларах ведомство предприятин акцийӗсене сутас кӑмӑллине пӗлтернӗ. «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» пуҫлӑхӗ пулма аслӑ пӗлӳллӗ ҫынна йышӑнӗҫ. Унӑн агропромышленность комплексӗ енӗпе пӗлӳллӗ пулмалла, асӑннӑ отрасльте 5 ҫултан кая мар ӗҫленине, ертӳҫӗ пуканне 3 ҫултан кая мар йышӑннине шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ, ҫывхарать. Ҫавна май ӗҫлекенсем темиҫе кун канма пултарӗҫ. Ӗҫлекенсемшӗн ку эрне 1 кун кӗскелӗ, канмалли кун вара хушӑнӗ: пуш уйӑхӗн 8–10-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ вара, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ, 1 сехет кӗскелӗ. Ака уйӑхӗнче унашкал кану кунӗсем пулмӗҫ, пӗчӗк «каникула» ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ кӗтмелле. Ун чухне ӗҫлекенсем пӗтӗмпе пӗр эрне канӗҫ. Малтан ҫу уйӑхӗн 1–5-мӗшӗсенче ӗҫе тухмӗҫ, кайран 9–12-мӗшӗсенче канӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал Ҫӑварни эрни Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ тӗлне лекет. Ҫитес эрнерен православи тӗнне ӗненекенсен типӗ пуҫланать, вӑл ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченне, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Леонид Астапова халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Леонид Астапов 1960-2000-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Мероприятине уҫма тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Петр Ивантаев Леонид Игнатьевичӑн шӑпипе паллаштарнӑ, кун-ҫулӗ пирки кӗскен каласа хӑварнӑ, унӑн паллӑ ӗҫӗсем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, республикӑра пысӑк объектсене уҫма сахал мар витӗм кӳнине палӑртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ҫитӗнӳсенче Астаповӑн тӳпи самай тесе хакланӑ вӑл. Леонид Игнатьевич Астаповӑн ывӑлӗ Александр Леонидович хӑйӗн ашшӗне ҫакӑн пек чыс туса пухӑннӑшӑн, ырӑ ятне ҫӳле ҫӗкленӗшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |