Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кулава

Ял пурнӑҫӗ
Видео скринӗ
Видео скринӗ

Ӗнер Красноармейски районӗнче тухтӑрсем пациента васкавлӑ медпулӑшу машини патне урапапа тӗксе тухнӑ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Красноармейское – Трак Ен» ушкӑнра пӗлтернӗ.

Ку Кӑлава Шетмӗ ялӗнче пулнӑ. Ҫак ялти пӗр урама Шетмӗ юханшывӗ уйӑрать. Ун урлӑ йывӑҫ кӗпер сарнӑ. Анчах ҫырмана анса хӑпарма хытӑ сийлӗ ҫул ҫук. Тракторсем, паллах, лачакара та анса хӑпараяҫҫӗ. Анчах васкавлӑ медпулӑшу машини пылчӑка пула унта кайман. Тӗнче тетелӗнче вара кӗпер юсавсӑр тесе сӑмах сарӑлнӑ.

Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ку кӗпере пуҫарупа пухнӑ укҫа программипе юсамалла. Документсене хатӗрлесе ҫитернӗ, ҫывӑх вӑхӑтра вӗсене Ял хуҫалӑх министерствине ҫитермелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-137663275_20151
 

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски районӗнчи Кулава ялӗ пысӑках мар: 41 ҫуртра 101 ҫын пурӑнать. Унти туслӑ халӑх ҫулсерен ял уявне пухӑнать. Кӑҫал кулавасем ӑна нумая пулмасть паллӑ тунӑ.

Кулавана 2004 ҫулта газ кӗртнӗ. Ҫавӑнтанпа халӑх пӗрле уява пухӑнса савӑнать. Йӑлапа килӗшӳллӗн, уяв ячӗпе чи малтанах Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева саламланӑ.

Мӑн Шетмӗ шкулӗнче тӑван ен культурине вӗрентекен Светлана Назарова Кулава ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 18 ҫемьерен темиҫешер ҫын тухса кайнӑ. Виҫӗ хӗр фронта хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Акӑ вӗсен ячӗсем: Евдокия Антонова, Фаина Виноградова, Маргарита Иванова. 28 ҫын вӑрҫӑран таврӑнман. Уявра фронтра пуҫ хунисене асӑнса палӑк патне чечексем хунӑ.

Уява ертсе пынӑ Раиса Гурьева ялти паллӑ ҫынсемпе паллаштарнӑ. Ачасем, пултарулӑх ушкӑнӗ, ял ҫыннисем концерт кӑтартнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче кашниех сӗтел хушшинче хӑналанма пултарнӑ. Светланӑпа Валентина Ивановӑсен ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ачасем асфальт ҫине ӳкерсе тупӑшнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ