Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӑхач

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Паян ҫӗрле, 1 сехет те 32 минутра, Патӑрьел районӗнче 15 ҫулти каччӑна машина вилмеллех ҫапса хӑварнӑ. Ку пӑтӑрмах Шӑхачпа Аслӑ Чемен ялӗсен хушшинчи ҫул ҫинче пулнӑ.

Водитель авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Руль умӗнче 30 ҫулти арҫын ларнӑ, унӑн права пулман. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Салонра тепӗр 5 ҫын ларнӑ.

«Каярахпа водитель те, пассажирсем те каччӑ ҫул хӗрринче выртнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем ӑна тӳрех асӑрхайман-мӗн. Салонри ҫынсем хӑраса ӳкнӗ, авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Водителе килте ирхи 4 сехет ҫурӑра тытса чарнӑ.

Ҫапса хӑварнӑ каччӑ ҫав самантрах, васкавлӑ медпулӑшу киличчен, вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Каччӑ ҫур ҫӗр варринче ҫул ҫинче мӗн туса ҫӳренине те палӑртма тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/57139
 

Пӑтӑрмахсем Шӑхачри лару
Шӑхачри лару

Патӑрьел районӗнчи Шӑхач ял тӑрӑхӗнче Профилактика канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ канаш пайташӗсем: ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем Лариса Комиссарова тата Люция Чебенова, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫлекен центрӑн ҫемьене тата ачасене пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗн заведующийӗ Алевтина Дюкина, опекӑпа попечительство органӗн сектор ертӳҫи Татьяна Чылыкова, район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен специалисчӗ Татьяна Исаева пырса ҫитнӗ.

Ларӑва ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен канашра шутра тӑракан тӑватӑ ҫемьене йыхравланӑ. Лариса Комиссарова вӗсене ачасемпе ытларах тимлемеллине аса илтернӗ. Алевтина Дюкина ҫемьери харкашу, ӗҫкӗ-ҫикӗ ачасене ырӑ витӗм кӳменни пирки асӑрхаттарнӑ. Ун пек чух ачасен киле каяс килмест. Ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлни те ача чунне ыраттарма пултарать.

 

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ялӗнче Иван Захарович Антоновӑн мӑнукӗсем Наталья тата Сергей Артемьевсем пулнӑ.

Мордва ҫыравҫи, журналисчӗ Иван Захарович Антонов Патӑрьел районӗнчи Шӑхач ялӗнче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. 1929 ҫулта амӑшӗпе пӗрле Ирҫе Ҫармӑс ялне куҫса килнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стрелоксен 141-мӗш дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ, «Тӑван ҫӗршыв чӗнет» хаҫат редакцийӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чи паллӑ хайлавӗсем – «Алексей Иконников сержант», «Автоматчик яланах ҫӗнтерет» тата ыттисем те. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн мордва литературинче унӑн «Пӗрлӗхлӗ ҫемьере» романӗ палӑрнӑ.

Иван Антонов – драматург та, критик та пулнӑ. Вӑл вырӑсла та, мордвалла та аван ҫырнӑ. Унӑн чи ҫывӑх юлташӗ мордва ҫыравҫи Василий Зубов журналист пулнӑ. Вӗсем районсене пӗрле тухса ҫӳренӗ.

Иван Захаровичӑн хӗрӗн Лидия Ивановнӑн ачисем Натальйӑпа Сергей Ирҫе Ҫармӑсри А.В.Рогожин ячӗллӗ вулавӑша ситсе курнӑ. Вӗсем ҫак ялта пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӗсен кунта кукашшӗне асра тытни хавхалантарнӑ. Вӗсем малашне вулавӑшпа, музейпе ҫыхӑну тытасшӑн.

 

Ҫӗнӗ цехра
Ҫӗнӗ цехра

Ҫак кунсенче Патарьел районӗнчи Турхан ялӗнче ҫӗнӗ ҫӗвӗ цехӗ хута кайрӗ. Вӑл Шупашкарти «Гарус» ТМЯО уйрӑмӗ пулать. Пӳлӗме ялти административлӑ ҫуртра тара илнӗ.

Паянхи кун тӗлне цехра 8 ҫын ӗҫлет — вӗсем Турхан тата ҫывӑхри ял ҫыннисем (Упамса, Шӑхач, Ҫӗньял, Аслӑ Чемен).

Романова Людмила Геннадьевна бригадир ертсе пынипе цех ӗҫченӗсем хӗрарӑмсем валли 307 комплект ҫиелтен тӑхӑнмалли тум ҫӗлеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Мӗнех, ҫӗнӗ ӗҫре вӗсене пурне те ӑнӑҫу сунар.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 22

1956
68
Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ.
1967
57
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1993
31
Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй