Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Яракасси

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне округӗнче ҫӑматӑ тӑхӑнса хоккейла вылянӑ

Пӑр ҫине Николаевски ял тӑрӑхӗнчи, Мӑн Шемертенти, Анатри Ачакри, Яракассинчи ҫынсем тухнӑ.

Ӑмӑртӑва Етӗрне округӗн администрацийӗ, «Союз» ЯХПК председателӗ Петр Столяров йӗркеленӗ. Чи малтан спортсменсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене сума сунӑ.

Хӗрӳ тупӑшура Николаевски ял тӑрӑхӗнчи хастарсем ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта - Анатри Ачак команди. Мӑн Шӗмертен ҫыннисем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Вӗренӳ

Етӗрне муниципаллӑ округӗн тӗп вулавӑшӗнче Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне халалласа литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем ҫинчен курав уҫнӑ. Унта Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ вӗрентекенсем пирки каласа панӑ.

Куравра, тӗслӗхрен Артемьев Геннадий Фёдорович кун-ҫулӗпе паллашма пулать, вӑл «Жизнь Ивана Кукши» (чӑв. Иван Кукша пурнӑҫӗ) трилоги авторӗ. Геннадий Фёдорович ачасене истори, логикӑпа психологи тата ытти предметсене ӑса хывма пулӑшать. Кунтах вулакансем Наталия Мазюковӑн пултарулӑхӗпе те паллашма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗнпурӗ 17 кӗнеке авторӗ, сӑвӑллӑ тата прозӑллӑ хайлавсем ҫырать. Наталия Витальевна шкулта вырӑс чӗлхипе литературӑна вӗрентет.

Пултаруллӑ педагогсем Етӗрне тӑрӑхӗнче чӑн та чылай: Белов Валерий Софронович, Скребков Виталий Николаевич, Александров Николай Иванович тата ыттисем. Вӗсен йышӗнче уйрӑммӑн Михаил Леонтьевич Леонтьева палӑртма пулать. Ачасене вӑл химипе биологи вӗрентнӗ, каярахпа таврапӗлӳпе кӑсӑкланса кайнӑ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Хурамал, Наснар, Яракасси, Тукасси, Турхла, Уйкас, Ҫуткасси ялсем пирки кӗнекесем кӑларнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Ядринтв тунӑ сӑн
Ядринтв тунӑ сӑн

Ял ҫыннисене усламҫӑсем сутӑн илекен сӗт йӳнелни пӑшӑрхантарать. Етӗрне районӗнчи Яракассинче пурӑнакансем кунпа килӗшесшӗн мар, усламҫа ялӗпех сӗт пама пӑрахасшӑн.

Пушӑн 26-мӗшӗнченпе унта сӗте 18 тенкӗпе йышӑнаҫҫӗ. Унччен 24 тенкӗ пулнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, капла ӗне усранин усси ҫук. Ара, чылайӑшӗшӗн вӑл тупӑш тумалли пӗртен-пӗр мел-ҫке-ха.

«Сӗт лавккари газлӑ шывран та йӳнӗрех пулса кайрӗ», - теҫҫӗ ҫынсем. Ӗне усрама вара ҫӑмӑл мар: ҫулла утӑ туса илме те самай укҫа кирлӗ. Ял ҫыннисем пуха туса пурте усламҫа сӗт пама пӑрахма калаҫса татӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71011
 

Ял хуҫалӑхӗ

Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче хӑмла плантацийӗ уҫма палӑртнӑ. «Ленинская искра» колхозра ҫӑвӗпех ӗҫсем пынӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ку колхоз СССР халӑх депутачӗ, РФ культура тата ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак тӑрӑшнипе кӑрлесе тӑнӑ. Унта хӑмла ӳстернӗ кӑна мар, хӑйсен сӑра савучӗ те пулнӑ. Анчах СССР аркансан чылай ӗҫ пӑрахӑҫланнӑ.

Халӗ «Подвязный» сортлӑ хӑмлана Ачакра, Яракассинче тата Лапракассинче ӳстереҫҫӗ. «Ленинская искра» колхозра хунавсене ҫулсерен ҫӗнетеҫҫӗ. Яракассинче ҫулла 2 гектар ҫӗре кӑпкалатса, ҫумран тасатса тӑнӑ. Халӗ унта шпалерсем вырнаҫтараҫҫӗ, эрне вӗҫӗнче хунавсене лартӗҫ.

Сӑмах май, кӑҫал Етӗрне районӗнче хӑмла япӑх мар туса илнӗ. Ӑна 34 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 22

1956
68
Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ.
1967
57
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1993
31
Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та