Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: соцӗҫченсем

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан, Канашра ҫуралнӑ Анатолий Смирнов ватӑ пулин те хӑйӗн пурнӑҫне кӑсӑклӑрах пурӑнса ирттерме тӑрӑшать.

Канашра ҫуралнӑскерӗн ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ иккӗре чухне Шупашкара куҫса килнӗ. Хӗсметре Куйбышев хулинче (халӗ Самара) тӑнӑ чухне вӑл сывлӑш оборонин пайне лекнӗ. Шӑпах ҫавӑ унӑн малашлӑхне витӗм кӳнӗ те. Ҫавӑнта вӑл радиотехникӑпа кӑсӑкланма пуҫланӑ. 1962 ҫулта каччӑ Хусанти авиаци институтне вӗренме кӗнӗ, электроника тата радиотехника енӗпе специалист пулма вӗренсе тухнӑ. Унтан вӑл Шупашкарти тӗрлӗ заводра ӗҫленӗ, профтехучилищӗре ҫамрӑксене вӗрентнӗ.

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Анатолий Смирнов 85 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрӗн соцаллӑ ӗҫченӗ Анжелика Веселова саламланӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче пурӑнакан 77 ҫулти Светлана Патшина урама кунсерен уҫӑлма тухса кӗрет. Пӗччен мар. Хӑйне пӑхакан социаллӑ ӗҫченпе.

Ватӑ хӗрарӑма икӗ ҫула яхӑн ӗнтӗ Ирина Чернова социаллӑ ӗҫчен пӑхать.

Урамра уҫӑлса ҫӳрени кирек камшӑн та усӑллӑ. Анчах та ватӑ ҫынсемпе сусӑрсене пӗччен тухса кӗме ҫӑмӑл мар. Ун пек чухне вӗсене социаллӑ ӗҫченсем пулӑшаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта, ав, ҫав тӗллевпе «Майсене аталантарса» проект шухӑшласа кӑларнӑ.

Светлана Патшинӑпа Ирина Чернова хӗлле те, ҫулла та, ҫумӑр е юр ҫусан та уҫӑлма тухса кӗреҫҫӗ. Уншӑн кинемей социаллӑ сллужбӑна тем пекех тав тӑвать. Ватӑ хӗрарӑмӑн хӗрӗ аякра, Греци ҫӗршывӗнче пурӑнать. Амӑшӗн пурнӑҫӗпе вӑл кӑсӑклансах тӑрать, видеоҫыхӑну урлӑ пӗлсе тӑрать.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Хрисанова ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ. Кинемее юлашки ҫулсенче Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр социаллӑ ӗҫченӗсем киле пырса пӑхса тӑраҫҫӗ.

Анастасия Егоровна — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, 1-мӗш ушкӑнри инвалид. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗр тӑван колхозра ӗҫленӗ. Кайран вӑл гидрологи экспедицийӗнче тӑрӑшнӑ, пенсие тухсан Чӑвашгражданпроектра инженерта тимленӗ.

Мӑшӑрӗпе юбиляр 70 ҫул пурӑннӑ. Арҫын пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть