Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хуравсем

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Л.А. Андреев-Лесник ҫырнӑ «Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах» статьйи «Чӑваш халӑх сайтне» вулакансене нумай калаҫтарчӗ. Вӗренӳ министерсви ӑна ҫакӑн пек хурав панӑ:

Хисеплӗ Леонид Емельянович!

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Сирӗн 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑра илнине, унти информаципе паллашнине пӗлтерет. Эсир чӑваш ялӗн ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентес тата чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑ ҫырӑва тимлӗн вуласа тухрӑмӑр. Сире ҫакна пӗлтеретпӗр.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентме, тӑван ен культурипе паллаштарма нумай ӗҫ тӑвать, программӑсем, меслет сӗнӗвӗсем, хрестоматисем пичетлесе кӑларать, ача сачӗн ертӳҫисем, воспитателӗсем валли ятарласа курссем, семинарсем, консультацисем ирттерет.

Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакансем кашни ҫулхи «Хунав» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Воспитательсем заняти конспекчӗсен, уяв сценарисен конкурсне хутшӑнма хастар.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарас тӗлӗшпе эпир, ку ҫулталӑка шута илсен, 12-мӗш ҫул тӑрмашатпӑр. Пирӗн сайта тӗслӗх пек курса ҫак вӑхӑт хушшинче чӑвашлисем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпасем евӗрех шӑтса тухмалла пек те, анчах паянхи лару-тӑру ку апла маррине кӑтартать.

Чӑвашла тухакан хаҫат-журнал пирӗн республикӑри кашни районтах тенӗ пекех пур. Вӗсем те пулин хӑйсен сайчӗсене чӑвашла тумалла пек. Анчах, шел те, ку апла мар. Республикӑри тӳре-шара хаҫат-журналсен сайчӗсене ҫӗнетес тӗллев лартнине асӑрханӑ хыҫҫӑн (пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйсен сайчӗсене ҫӗнетнине курмасӑр, паллах, юлмарӑмӑр) эпир вӗсене тишкерсе пӑхас терӗмӗр. Шел те, вӗсене хатӗрленӗ чухне сайт саккаслакансем чӑваш чӗлхи пирки манса кайнӑнах туйӑнчӗ. Районти хаҫат-журналсен хуҫийӗ ытларах чухне Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулнӑран чӑваш чӗлхине мӗншӗн тимлӗх уйӑрманни пирки вӗсенчен ыйтса пӗлес терӗмӗр. Ыйтӑвне авӑн уйӑхӗчченех ярсаччӗ-ха та, хуравӗ вара паян ҫитрӗ.

Хамӑр пирки кӑштах сӑмах хушмалла пуль.

Малалла...

 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн сайт ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (малтанхи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Альбина Юратуна министерство мӗнле хурав панине каласа патӑмӑр;

Чӑваш Енри журналистсем хӑйсене ирӗклӗ е ирӗксӗр туйнине пӗлтертӗмӗр;

Ачасене воспитани паракан хӗрарӑм митинга тухсан мӗн ҫухатма пултарни ҫинчен систертӗмӗр;

«ЮТВ» телеканала «Роскомнадзор»-тан мӗншӗн сӑмах лекнине уҫса патӑмӑр;

Дмитрий Медведев чӑваш тӑрахне мӑн валли укҫа уйӑрманни ҫинчен каласа патӑмӑр;

Федераци театрӗсем пирӗн тӑрӑха мӗнле сӑлтава пула айккинчен иртсе кайнине пӗлме пултартӑр;

Тӗмен облаҫӗнче мӗнле семинар чӑвашла иртни пирки пӗлейрӗр;

Константин Яковлев министр мӗнле ҫӗнӗ картина туянни пирки хыпарларӑмӑр;

«Раҫҫей мисӗ» конкурса миҫе чӑваш хӗрӗ каясси пирки каласа патӑмӑр;

Улатимӗр облаҫӗнчи Камешково районӗнче пирӗн тӑрӑхри автобус мӗне пула кювета чӑмнине пӗлме пултартӑр.

Малалла...

 

Персона Егоров Пётр Егорович
Егоров Пётр Егорович

Ҫапларах пӗлтерет гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. Чӑвашла энциклопеди пурри пирки пӗлетӗр пулӗ? Темиҫе ҫул каялла унӑн 4-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑччӗ. Каярах институтра ҫав энцилопедийӗн электронлӑ вариантне йӗркеленӗ. Енчен те хут ҫинчи информацие ҫӗнетме тата улӑштарма хӗнтерех пулсан — электронлине институтра ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӗрӗс информаци те пухма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Егоров Пётр Егоровичран ҫыру килнӗ иккен. Ватӑ генерал-майор — вӑл 102 ҫула кайнӑ — хӑй аллипе ҫырса хуравланӑ. Ҫырӑвӗнче вӑл хӑйӗн пирки ҫирӗплетекен фактсене илсе панӑ, кун-ҫулӗнчи паллӑ саманчӗсене уҫса панӑ. Ҫырупа институт сайтӗнче паллашма пулать.

Егоров Пётр Егорович 1913 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта Балашовори авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1937–1941 ҫулсенче Амур облаҫӗнчи Свободный, Тында, ҫавӑн пекех Ҫӗнҫӗпӗрпе (выр. Новосибирск) Хабаровск хулисенчи аэропорчӗсенче вӗҫевҫӗ пулнӑ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Кольцовка шкулӗнчи спортзал валли душ кабинисем лартса хума пулать-ши тесе ыйтнӑ асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Н.Н. Иванова.

Анчах кӑҫал ниепле те май килмӗ. Мӗншӗн тесен ҫулталӑклӑх хыснана унчченхи ҫул вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ-ҫке. Кӑҫалхине вӑрнарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Унта вара кун пек статьяна пӑхса хӑварман. «Пӑхса хӑварман тӑкаксем валли укҫа уйӑрма хальхи вӑхӑтра май ҫук», — хуравланӑ Вӑрнар район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Н.Н. Иванов. «Учреждени ытти тӑкака перекетлесен кӑна душ кабини лартма май килӗ», — хушса хунӑ вӑл.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та