Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвирусран татах вилнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра ун пеккисен шучӗ 6 ҫынпа танлашнӑ. Чире вара пӗтӗмпе 127 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ковид Чӑваш Енри 15206 ҫынна ернӗ.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируспа 1231 ҫын чирлет. Сывалнӑ май пульницӑран 114 ҫынна кӑларнӑ.
Ковид пандемийӗ тесе пӗлтернӗренпе пирӗн тӑрӑхра 423 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 13 пин те 552 ҫын сывалнӑ.
Аса илтерер: паян РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне, Канаш районӗнче ҫуралнӑ Валентин Шурчанова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл та кӑшӑлвируспа чирленӗ, Мускаври пульницӑсенчен пӗринче сипленнӗ.
Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикри клиника госпиталӗ Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Ӑна Диабетпа кӗрешмелли куна халалланӑ.
Ҫынсене терапевт тата ансӑр специалистсем: невролог, отоларинголог, офтальмолог, кардиолог, гинеколог, эндокринолог — йышӑнӗҫ. Тухтӑр патне кайнӑ чухне медицина тӗрӗслевӗсене тата клиника анализӗсене пӗрле илсен лайӑх.
Уҫӑ алӑксен кунне 8 (8352) 45-05-45, 8(8352) 45-07-70 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Госпиталь ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 49-мӗш ҫурт.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер каҫхине «Россия-24» (чӑв. Раҫҫей-24) телеканалпа кӑтартакан «Факты» кӑларӑмӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Кӑшӑлвирус пирки калаҫнӑ май республика ертӳҫи юлашки тӑватӑ кунта кӑшӑлвирусран сипленме тӳлевсӗр эмел илекенсен шучӗ 4 хут ӳснине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: ковидран килте сипленекенсене хысна шучӗпе эмелпе тивӗҫтермеллине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин каланӑччӗ. Кайран регионсене вкҫа валеҫсе пачӗҫ. Пирӗн региона ҫав тӗллевпе 48,5 миллион тенкӗ уйӑрчӗҫ.
Олег Николаев федераци телеканалне амбулатори ковид-центрӗсене транспортпа тивӗҫтернин, колл-центрсем, нимеҫӗсем ӗҫленине пӗлтернӗ. «Ҫывӑх вӑхӑтра лару-тӑнӑҫланасса шанатпӑр», — тенӗ Олег Николаев.
Кӑшӑлвирус саманинче ҫак чир ернисен те, вӑл лекессинчен хӑракансен те питӗ нумай ыйту ҫуралать. Ҫавна май пирӗн республикӑра тата тепӗр хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 122. Тӳлевсӗр ҫак номер ҫине талӑкӗпех шӑнкӑравлама май пур.
Специалистсем пулӑшнипе тӗрлӗ ыйтӑва уҫӑмлатма май туса панӑ. Сӑмахран, кӑшӑлвируса сиплекен эмелсене епле илмелле? Нимеҫӗсене киле мӗнле чӗнсе илмелле? Усламҫӑсене патшалӑх пулӑшать-и? Чир ересрен хӑракансен мӗн тумалла?
Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов каланӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра унччен уҫнӑ хӗрӳ линисене пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе (ӳпке шыҫҫипе) чирлекенсен статистикине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах: ҫак чир кӑшӑлвируса пула пуҫланнине пур чухне те пӗлтерменнине палӑртнӑ вӑл.
«Юлашки эрнере пневмонин сӑлтавне палӑртасси лайӑхланчӗ. Асӑннӑ чире шута илнинчен 48,2 процентӗнче чире пуҫаракан сӑлтава палӑртма май килнӗ. Иртнӗ эрнере ку цифра 38,8 процентчӗ. Асӑннӑ тӗслӗхсенчен кӑшӑлвирус 25 процент йышӑнать, иртнӗ эрнере 16 процент пулнӑччӗ. Ӳпке шыҫҫине пуҫарнӑ сӑлтавсен шутӗнче — микоплазма, тӗрлӗ бактерипе вируссем», — тенӗ Надежда Луговская.
Кӑшӑлвируса пула вилекенсен шучӗ пирӗн республикӑра ӳссех пырать. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне илсен тата тепӗр тӑхӑр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра паян пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 12 пин те 69 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалнисен хисепӗ — 10 пин те 973 ҫын. Вилнисен йышӗ 259 ҫынна ҫитнӗ, ҫав шутран тепӗр тӑххӑрӑшӗ иртсе кайнӑ талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чиртен асӑрханас тесен халӑх йышлӑ вырӑнта маска тӑхӑнмалла, санитарипе гигиена правилисене май килнӗ таран пӑхӑнма тӑрӑшмалла.
Чӑваш Енре COVID-19 тесчӗсем епле кӑтартнине хӑвӑрт пӗлтерме тытӑнӗҫ. Ку тытӑм чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн ӗҫлесе кайӗ.
Ковид-тест результачӗсене хӑвӑрт пӗлме май ҫукки пирки ҫынсем пӑшӑрханса калаҫнине вӗҫӗмех илтме тивет. Ун пирки вӗсем тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ушкӑнра ҫыраҫҫӗ.
Тест кӑтартӑвне пӗлес тесе ҫынсен пӗр эрне кӗтсе ларма, ҫав вӑхӑтра тухтӑр патне шӑнкӑравласа аптӑратма тивмӗ.
Тест кӑтартӑвӗ лабораторие ҫитсен ун пирки 48 сехет хушшинче е смс-ҫырупа, е электрон ҫырупа, е телефонпа шӑнкӑравласа тухтӑрсем хӑйсемех пӗлтерӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Унран та ытларах — вилекенсем те пур.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра ковидпа 11 пин те 387 ҫын чирленине шута илнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра ҫав шутран тепӗр 101 ҫынна вирус ернине тупса палӑртнӑ. 10 ҫын вилнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирусран вилекенсен шучӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пӗчӗкрех. Кун пирки сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов каланӑ. Ҫынсен вилеслӗхӗ 100 пин ҫын пуҫне пирӗн тӑрӑхра — 17,1. Ҫӗршывра ку цифра — 23,2. Инкек пырса ҫапнӑ ҫемьесене ку статистика лӑплантараймӗ пуль.
Паянтан «Чувашиякурорт» санаторире те кӑшӑлвируспа чирлисем валли койкӑсем хатӗрленӗ. Унта 240 койкӑна саппасра тытӗҫ. Хальлӗхе пирӗн республикӑри пульницӑсенче кӑшӑлвируслисем валли 3280 койка пур.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳри район пульницинчи стационарта та ковидпа чирлӗ ҫынсене сипленме пулӑшаҫҫӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра пушӑ койкӑсем паянхи куна ҫителӗклӗ. Кунта ҫынсене килте сиплени те витӗм кӳрет.
Чӑваш Енри пульницӑсенче COVID-19 чирӗллисем валли койкӑсем малалла хатӗрлеҫҫӗ.
«Лару-тӑру кӑткӑс. Ҫӗнӗрен чирленисен шучӗ пульницӑран кӑлараканнисен шутӗнчен кунсерен йышланса пырать», – тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче.
Хальхи вӑхӑтра пульницӑсенче ковидпа чирлисем валли 2210 койка хатӗрленӗ, ку вӑл – республикӑри мӗнпур койкӑн чӗрӗк пайне яхӑн, тата тӗрӗсрех каласан, 24 процент. Пульницӑсенче халӗ 2160 ҫын сипленет.
Ҫитес 1,5-2 эрнере Шупашкар районӗнчи пульницӑра та ковид-госпиталь туса хурасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.09.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Пуснаркасси ялӗнче вулама-ҫырма вӗрентекен шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Алексеев Валериан Алексеевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Резникова Ирина Борисовна, Чӑваш Республикин халӑх артистки, эстрада юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |