Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫыравҫӑ

Культура
Николай Максимов посчӗ
Николай Максимов посчӗ

Николай Максимов ҫыравҫӑна хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансем ҫеҫ мар, ҫӗршыв шайӗнче те пӗлеҫҫӗ. Ҫак кунсенче писатель хӑйӗн «Спасение Европы» романне Чӑваш кӗнеке издательствин 2023 ҫулхи тематика планӗнчен кӑларса пӑрахни пирки хыпарланӑ.

Асӑннӑ ӗҫе маларах «Эксмо» издательствӑра электрон мелпе кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫыравҫӑ ӑна хут ҫинче те пичетлесе кӑларма (автор хӑй калашле, чӑваш литературин ят-сумне ӳстерес тӗллевпе) ӗмӗтленнӗ.

Николай Максимов пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кӗнекисене тематика планӗнчен унччен те кӑларса пӑрахнӑ-ха. Хальхине шута илсен, ун пек тӗслӗх — пиллӗкмӗш.

Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ ҫыравҫӑна «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ят илме тӑратнӑ иккен, анчах ҫӳлтисем характеристика хавшак тесе тиркенӗ иккен.

 

Михаил Сунтал, Сарри Мишши, Михаил Желтов — ҫакӑ йӑлтах пӗр ҫын. Журналистикӑра тата литературӑра палӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл ӑслӑлӑха парӑнтарма тӗв тунӑ та, малтан кандидат ӗҫне, каярах доктор диссертацине хӳтӗлесе философи наукисен тухтӑрӗ пулса тӑнӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче ЧПУри чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче литература ӗҫне алла илекен 2 курс студенчӗсем шӑпах унпа тӗл пулу ирттерчӗҫ те ӗнтӗ. Михаил Павлович хайлав ҫырассин вӑрттӑнлӑхӗсемпе кӑсӑкланакан ҫамрӑксене хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗрлӗ саманчӗсем ҫинчен питӗ интереслӗ каласа кӑтартрӗ. Литературӑна килекен кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн шӑпи. Паллах, пурнӑҫра йывӑрлӑхсемсӗр те пулмасть, вӗсене ҫӗнтерме вӗренмелле тата шалти сасса итлеме те пӗлмелле. «Ҫын хӑй ҫак тӗнчене мӗншӗн килни пирки шутлама пуҫларӗ тӗк, вӑл пӗтмест, хӑйӗн тӗллевне шыраса тупатех. Анчах та хӑй ку тӗнчере мӗн туса пурӑнни пирки пӗри ҫирӗмре, тепри хӗрӗхре е тата каярах шута ӳкет», — палӑртрӗ прозаик, поэт, философ. Анлӑ тавра курӑмлӑ ҫынпа хутшӑнма студентсене чӑннипех те кӑсӑк пулчӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй