"Асӑнмалӑх..." поэма авторӗ Людмила Николаевна Васильева Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Таркӑн ялӗнче 1930 ҫулхи пуш уйӑхӗн вун пиллӗкмӗшӗнне ҫуралнӑ, 1949 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вун пӗрмӗшӗнче вилнӗ. Ҫапла вара, вӑл пурӗ те вун тӑхӑр ҫул ҫеҫ пурӑннӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи калама ҫук йывӑр ҫулсене пула хӗне кайса ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Ашшӗ, Хветут Микулайӗ, ӑна Атнакӑл Микулайӗ те тенӗ,
Ма йӗретӗн, Муза?
Ма куҫна шӑлан?
Чӗнменрен-и, тусӑм,
Темӗн тунсӑхлан?
«Вӑрман тӑрри тикӗс», —
Тенӗ чӑваш ҫынӗ.
Ман кун-ҫулӑм тирӗс,
Тикӗс пек пулин те.
Хӑшпӗр чухне вӑрттӑн
Сивӗсем ҫитеҫҫӗ.
Ун чух хӗлӗхсем те
Пӑрпа витӗнеҫҫӗ.
Ак часах ҫӗнтерӗ
Ҫут хӗвел хӑвачӗ.
Хӗлӗхсем те юрӑ
Ҫӗнӗрен шӑратӗҫ.
1954