Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кулӑшсем


Кулӑшсен 2-мӗш пайӗ
Кулӑшсен 3-мӗш пайӗ

— Хваттер илме черетре тӑратӑп теттӗн. Шӑвать-и черечӗ?

— Шутараҫҫӗ курӑнать-ха: виҫҫӗмӗшӗнчен вун виҫҫӗмӗшне ҫитрӗм.

* * *

Ваҫук ашшӗне:

— Ку ҫын учитель курӑнать.

— Мӗншӗн апла шухӑшлатӑн?

— Ларас умӗн пукана тимлӗн сӑнаса пӑхрӗ.


Пӗр арҫын ҫанталӑк прогнозне итлет. Лере «Ҫӗпӗрте 45 градус сивӗ» теҫҫӗ. Ку ӗненмесӗр юлташӗ патне Ҫӗпӗре шӑнкӑравлать:
- Итле-ха, унта сирӗн шартлама сивӗ теҫҫӗ, тӗрӗс-и?
- Ҫук, -20, -25 кӑна.
- Ҫапла-и? Радиопа 45 градус сивӗ терӗҫ те...
- Э-э-э... Вӑл урамри пирки-тӗр!

- Машенька, эсӗ хатӗр-и?
- Халех, анне, Фупаккӑҫа ҫеҫ илетӗп.
- Кама?
Хӗрачи пӳлӗмӗнчен тискер те хӑрушӑ пуканене илсе тухса амӑшне кӑтартать. Чӑрӑм-чарӑм, вараланчӑк та килпетсӗр теттене курсан амӑшӗ хӑй сисмесӗрех:
- Фу, паккӑҫ! — тет.
- Вот, аннеҫӗм, атте те ӑна ҫаплах чӗнет.

Пӗр чӑваш хӗрарӑмӗ лавккана пуҫ тури туянма кайнӑ тет. Сутӑҫа калать, тет:
— Мана поҫ тори пар-ха.
Лешӗ чӑвашла ӑнланмаскер:
— Который? — тесе ыйтнӑ.
— Кот тори мар, мана поҫ тори кирлӗ! — хуравланӑ вара хӗрарӑмӗ.

Яла ҫынсем килнӗ те пӗрисенчен ыйтнӑ, тет:
— Сире вутӑ кирлӗ-и?
— Ҫук, — тенӗ лешӗсем, хӑйсен вутти туллиех пулнӑран.
Ирхине варанаҫҫӗ тет те хайхисем, пахаҫҫӗ — вуттине пӗтӗмпех тиесе кайнӑ.

Пӗр арҫын каҫхи хӑй йыттипе киле ҫитнӗ тет. Ӳсӗр.
— Эс каллех ӳсӗр! Миҫе курка сӑра ӗҫрӗн-ха? — вӑрҫать арӑмӗ.
— Иккӗ. Ӗненмесен Жучкӑран ыйт.
Лешӗ йыттинчен йытать. Йытти:
— Хам! Хам! — тет.
Тепӗр кунхине ку арҫын каллех ӳсӗр килет. Арӑмӗ каллех:
— Ну, миҫе курка сӑра ӗҫрӗн?
— Иккӗ!
Йытти те кӑна ҫирӗплетет:
— Хам! Хам!
— Эрехне вара?
— У-у-у-у! — ӳлесе ячӗ тет йытти.

Ашшӗпе ывӑлӗ утар хӗррипе пыраҫҫӗ тет. Ачи пыл хурчӗсене асӑрхать те:
— Папа-а, смотри, пчельник летит!
— Ты что, сынок, — асӑрхаттарать ашшӗ, — русский услышит, смеяться будет. Это же пасека летит!..

Вырӑс турисчӗсем Будапешт хулине курса ҫӳреҫҫӗ. Пӗр ҫурт тӑрринче «Тинӗс Флочӗн министерстви» тесе ҫырнине кураҫҫӗ те гидран тӗлӗнсе ыйтаҫҫӗ:
— Сирӗн ҫӗршывра тинӗс ҫук пулсан епле-ха вара Тинӗс Флочӗн министерстви пултӑр?
— Ҫапла... Эпир те Мускавра пултӑмӑр. Сирӗн те унта Культура министерстви пур...

Пасара ҫӗр выртмалла килнӗ пӗр чӑваш хулара майра патне хваттере кӗнӗ тет.
Лешӗ ана ҫывӑрма урайне сарса панӑ. Чӑваша пӑрҫасем тапӑнчӗҫ тет те ҫунтараҫҫӗ кӑна тет. Пирӗн пӗлӗш ниҫта кайса кӗреймест тет.
— Што, дяденька, не спишь? — терӗ тет майра.
Пӑрҫа мӗнлеччӗ-ха вырӑсла тесе шухӑшласа выртать тет чӑваш. Вара аса илех кайрӗ тет...
— У вас корох мнокӑ, польнӑ кусат, — терӗ тет вӑл.
— Какой горох, блохи, чай, кусают, — тет майра.
— Каккуй плохо, как слетовӑт кусат, — тесе хучӗ тет чӑваш.
Майран вара кулмалли ҫех юлчӗ тет.
Хветӗр Уярӑн «Таркӑн» романӗнчен илнӗ

Литература урокӗ пырать:
— Алюш, сана ку сочинение кам ҫырса пачӗ вара? — ыйтать вӗрентекен ачан хайлавне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн.
— Пӗлместӗп, ӗнер ирех ҫывӑрма выртсаччӗ...

Хӑнасем йышлӑ пухӑннӑ. Ӗҫкӗ-ҫики вӑраха тӑсӑлнӑ, анчах никам та саланма шутламасть. Хуҫа арӑмӗ чӳречерен пӑхать те:
— Кӳршӗсен хӑнисем, ав, килӗсене саланаҫҫӗ, — тет.

Икӗ юлташ тӗл пулнӑ.
— Сана тӗрмерен тухнӑ терӗҫ. Мӗншӗн ҫаклантӑн тата?
— Сӗтев илнӗшӗн.
— Вӑхӑт ҫитиччен тухнӑ теҫҫӗ те, майне тупнӑ курӑнать...
— Аха, хальхинче хам патӑм!

— Пуху хыҫҫӑн аҫу-аннӳ вӑрҫрӗ-и?
— Ӑхӑ, анне каларӗ: тепре ҫапла тӑвӑп кӑна — мана кукамай патне ӑсатӗҫ.
— Ҫавӑ ҫеҫ-и?
— Ман кукамай ҫулталӑк каялла вилнӗ.

Икӗ пулӑҫ калаҫаҫҫӗ. Пӗри мӗн пысӑкӑш карп тытни пирки каласа парать.
— Пӗлетӗн-и, пысӑк карп тытрӑм, аран-аран туртса кӑлартӑм. Хулпуҫҫи ҫине ҫакса ятӑм та, пыратӑп, ҫав самантра хайхи тӗмӗ хушшинчен пулӑ надзорӗн инспекторӗ сиксе тухрӗ …
— Ну, мӗнле хӑтӑлтӑн вара? — ыйтать тепӗр пулӑҫӗ.
— Мӗнле тетӗн, карпа кӗсьене чикрӗм те ним пулман пек уттартӑм.

Ҫавӑн пекех

Электронлӑ вулавӑшра кулӑшла калавсемпе сӑвӑсем пур.


 
Категорисем: Кулӑш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-05-12 18:16:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 62778 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем