Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Отпуск иртрӗ

  19.07.2007 23:25 | 5272 хут пӑхнӑ
Икӗ эрне ним сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ тесе калаймастӑп. Ку икӗ эрне маншӑн пӗр уйӑх пекех пулчӗ.
Ку икӗ эрне хушшинче эпӗ:
1) 4 фотосесси турӑм:
* Ҫӗрпӳ ярмӑрккине;
* Шупашкар районӗ тӑрӑх Ишеке утса тухрӑм. Вӑл шутӗнче Ишекри музейе те кӗрсе куртӑм;
* Ирҫӗсен уявне ҫитсе куртӑм. Тавах Ф. Мадурова уншӑн.
* Муркаш районӗнчи таса ҫӑлкуҫ патне кайса килтӗм. Эпӗ унччен Кисан облаҫӗнчи таса ҫӑлкуҫра шыва кӗрсеччӗ, халӗ вара кунти, вырӑнти таса ҫӑлкуҫа кӗрсе курас терӗм.
2) В. Андреевпа темиҫе проект пӗрле тӑвасси пирки калаҫрӑм.
3) Килте те аванах ӗҫлерӗм-ха.

Малалла...

 

Ҫӳлтикасси - Кӳкеҫ - Ишек фотосесси

  11.07.2007 11:39 | 5849 хут пӑхнӑ
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче эпӗ каллех фотосессине тухрӑм. Кунхинче хам ҫуралнӑ вырӑн тӑрӑхӗнчи ялсенчен пуҫласа Ишек тарин ҫитес терӗм. Ирхине 5 сехетре тухрӑм та малтан Лапсар чарӑнӑвне уттартӑм. Унта чи малтанхи 153-мӗш мартшрутӑн (Шупашкар-Лапсар-Кӳкеҫ) автобусӗ пулмаллаччӗ. Унпа эпӗ Ҫӳлтикасси таран ҫитесшӗнчӗ. Анчах чарӑну вырӑнӗнче нумай та тӑмарӑм пӗр ҫӑмӑл машина чарӑнчӗ те мана лартса кайма хавас тенине пӗлтерчӗ. Ҫапла вара Ҫӳлтикасси патне эпӗ 5 сехет те 15 минутрах ҫитрӗм. Сӑмах май тата каласа хӑварасшӑн — ку фотосесси валли ятарлӑ футболка та турӑм — Chuvash.

Малалла...

 

Отпуск

  04.07.2007 20:05 | 5426 хут пӑхнӑ
Ырантан пуҫласа эпӗ отпускра. Икӗ эрне хушши тетелте эпӗ пулмӑп. Тетеле тухсан та вӑхӑтлӑха ҫеҫ.

Отпуск хушшинче икӗ фотосесси те пулин тӑвасшӑн.
 

АвтоВАЗ утонул в месячной норме осадков

  03.07.2007 12:57 | 5171 хут пӑхнӑ
http://news.gismeteo.ru/?newsitem=63319155174

Активный атмосферный фронт завис над Средним Поволжьем. На нем возникла теплая волна, которая, обострившись в ночные часы, вызывала сильные дожди по всему региону. По данным радарных наблюдений «наковальни» грозовых облаков достигали высоты 11 км. Из-за них в регионе прошли сильные и очень сильные ливневые дожди, сопровождавшиеся молниями и непрерывными раскатами грома. За сутки в Татарстане выпало 29 мм осадков, Башкирии - 27 мм, Оренбургской области - 20 мм, Саратовской области - 31 мм, в Самарской области – 86 мм.

Малалла...

 

Чулхула-Хусан

  02.07.2007 16:51 | 5272 хут пӑхнӑ
Эрнекун 29-мӗшӗнче Хусана пуйӑспа кайма тӳр килчӗ. Пуйӑсра вара татар чӗлхине илтес терӗм те илтеймерӗм. Тутарсем те вырӑсланса пыраҫҫӗ иккен, чӑашсем кӑна мар.
Юнашар пӗр чӑваш хӗрӗпе вырӑс каччи ларса пычӗҫ. Хӗрӗ патне яла каятчӗҫ пулас. Малтан вӑл тутар пулӗ тесе шутларӑм (вырӑсла калаҫнӑ чухне акценчӗ пур пирки). Анчах та кайран килне шӑнкаравланӑ чухне чӑвашла калаҫрӗ. Канаша ҫити каяҫҫӗ иккен...

Тата... Хусантан Элмет районне машинпа тухсан ҫул тӑрӑх питӗ нумай чӑвашла ят тӗл пулчӗ. Тӗслӗхрен, Шуранка ятлӑ юханшыв.
 

Вӑрҫаҫҫӗ... хирӗҫеҫҫӗ...

  25.06.2007 20:11 | 5198 хут пӑхнӑ
Эпӗ хам вӑрҫнипе хирӗҫнине питӗ юратмастӑп. Ӑнланмастӑп, мӗнле-ха хирӗҫме пулать? Ытларах чухне вӑл ман шутпа пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшманнинче. Ӑнланатӑп, сан пирки тем те пӗр каласа пӗтерсен — сӑмах каламасӑр, каҫарма йывӑр. Анчах та пурнӑҫ вӗҫӗ таран пӗр-пӗрин ҫине кӳренсе пуранма питӗ йывӑр-ҫке. Христос тӗнӗнче, ав, питӗ лайӑх ен пур — ҫынна каҫарма вӗрентеҫҫӗ. Христос тӗнӗн ку лайӑх енӗсенчен пӗри. Ҫакна каласа эпӗ пурне те, кам пӗр-перинпе хирӗҫсе кайнӑ — пӗр-пӗрне каҫарма ыйтатӑп. Ачасемех, ав, хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр самантранах пӗрле выляҫҫӗ, кӳренӗвне ӑшра тытса тӑмаҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна йышӑнакансене

  25.06.2007 18:47 | 4888 хут пӑхнӑ
Алина Аркадьевнӑпа Г. Дегтярёв каласа панӑ тӑрӑх нумай пулмасть гуманитари институтӗнче тӗрлӗ институт ертӳҫисем пухӑннӑ, чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна сӳтсе явнӑ. 2012 ҫулчченех программине ҫырасшӑн пулас. Мана ҫав «пысӑк» ҫынсене акӑ мӗн калас килет:
Нивушлӗ эсир чӑваш чӗлхи пӗтнине курмастӑр? Нивушлӗ пурте те вырӑслантарса ярасшӑн? Пулас ӑрусене кайран мӗнле куҫран пӑхмалла пулӗ вара сирӗн? Сире кайран «чӑваш чӗлхине пӗтерекенсем» ятпа хакласса кӗтетӗр-им? Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха лекнине мӗн туймастӑр-им? Аталану пулмасан — чӗлхе пӗтет, эсир вара аталанассинчен питӗ хӑратӑр пулас, кирлӗ мар теетӗр!

Малалла...

 

«Предупреждать надо!» или «Не уверен — не обгоняй!»

  12.06.2007 15:32 | 5863 хут пӑхнӑ
Я уже писал про то, как коллега купил электровелосипед. Так вот, недавно, с ним случился такой момент. Едет он значит по Похвалинскому съезду (в общем, для преодоления этого подъёма он и купил данный электровелосипед). В самом начале подъема перед ним ехал парень крепкого телосложения. Так как ехал парень как и он по проезжой части, то в данный момент обгонять его он не стал. Около церкви (где ранее планетарий был), коллега перебрался на тротуар (по проезжей части не особо любит ездить) и спокойно обогнал того парня.

Малалла...

 

Улан Баторти метро

  11.06.2007 14:09 | 5915 хут пӑхнӑ
Википединче ҫак хула ҫинчен кӗртнӗ май ак ҫак страница ҫине лекрӗм.
http://ulaanbaator.narod.ru/index-rus.html

Мана питӗ килӗшрӗ. :) Ку сайта вуласан хулара метро пур тесе шутлӑн :) Никам та пулса курман-ҫке-ха :) Сайтне вара тӗплӗн хатӗрленӗ.
 

Черника

  10.06.2007 14:32 | 5350 хут пӑхнӑ
Юлашки вӑхӑтра, те, компьютер умӗнче питӗ нумай ларнӑ пирки, куҫ ҫивӗчлӗхӗ пӗте пуҫларӗ. Куҫлӑх тӑхӑнас килмест...
Вырӑнти лавккара Шупашкарта кӑларнӑ йогурт сутаҫҫӗ, черникӑран хатӗрленӗ. Халӗ кашни кун тенӗ пекех ӑна ӗҫетӗп :) Пулӑшӗ-ши?
 

Отношение к еде в мультфильмах

  05.06.2007 11:45 | 4755 хут пӑхнӑ
Что-то начал замечать, что в американских мультиках, да и в детских фильмах, часто присутствуют моменты кидания едой. Это от того, что для американского общества еда используется не для выживания, а как элемент вкусности?

В детстве в школе читали рассказ, где бабушка-блокадница старалась резать хлеб без крошек /время там было уже современное/...
 

"Тӗнче пӗтет", или "Жара" на НТВ

  04.06.2007 11:57 | 5258 хут пӑхнӑ
Данный текст на чувашском языке:
Телекурава /телевизора/ эпӗ хӑш-пӗр чухне анчах пӑхатӑп. Энер вара ҫав передачӑна курма тӳр килчӗ. Передачӑна хатӗрденӗ чухне чи ухмахла тӗслӗхсене шыраса тупнӑ! Ара, сан ӳтӳ хӗвел ҫинче хӑвӑрт ҫунса каять пулсан мӗн унта кунӗпех хӗвел айӗнче чупса ҫӳретӗн? Лар вырӑнта. Пӗри тата кашни хӗр хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрет. Ӑсӗ ҫук... ҫав анчах. Ӑсӗ пулна пулсан хӑйне ҫавах чаратчӗ-ха ӗнтӗ. Тепӗр ухмахӗ вӑрӑ-хурахсем пек питне ҫыхса хунӑ та сӳссенчен хӑраса ҫурет... Пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук...
Тата дикторӗн интонацийӗ те ... кӗҫех тӗнче пӗтнӗ пек янрать.

Малалла...

 

Уф... пӗр номере кӗртсе пӗтертӗм.

  29.05.2007 00:17 | 4622 хут пӑхнӑ
Уф... тесех каламалла ӗнтӗ. 21 сехетре киле таврӑнтӑм та В. Кожевников ярса панӑ «Хыҫалти парта» кӑларӑма сайта кӗрте пуҫларӑм. Халӗ тин, ҫурҫӗр тӗлне, кӗртсе пӗтертӗм. Ах, тамаша! Ку лӑпӑр-тапӑр чӑваш шрифчӗсенчен епле хӑтӑлмалла? Ара, ҫын еретлӗ курӑнчӑр тесе, ятарласа кодне улӑштарма тивет-ҫке. Кодне ҫын еретлӗ тӑвас тесе ятарлӑ скрипт та ҫыртӑм ӗнтӗ: http://mehel.chuvash.org/cgi-bin/lang4.cgi /ку скрипта малтанах ҫырсаччӗ — «Хыпар» хаҫачӗ валли. Унта юрать пӗр тӗрлӗ шрифтсене усӑ кураҫҫӗ... Ытла кӑткӑс ӗҫ мар...

Малалла...

 

Ал ҫырӑвсем

  27.05.2007 23:32 | 5282 хут пӑхнӑ
Эх... миҫе алҫырӑвӗ тӗрлӗ архивсенче упранать... Эх, мӗн чухлӗ пулӗ унта паха материал... Мӗнле те пулин ман шутпа вӗсене ҫынсене кӑтартмалла, пичетлемелле. Сӑмахран, Дамаскин (Руднев Дмитрий Семӗнович) алҫырӑвӗсем... Интереслӗ, Чулхула архивӗнче ыйтсан параҫҫӗ-ши?

Ҫакна эпӗ ку статьяна кӗртнӗ чухне ӑнлантӑм:
http://chuvash.org/e/d0a7c483d0b2d0 ... d09fd0a7d0a7d0a%3129
 

Морфологине кӗртсе пӗтертӗм!!!

  26.05.2007 23:33 | 4961 хут пӑхнӑ
Уф! Паян пӗр пысӑк ӗҫ туса пӗтертӗм — «Чӑваш чӗлхи» справочникӗнчи Морфологи пайне кертсе пӗтертӗм.
http://chuvash.org/e/d0a7c483d0b2d0 ... d%3187d0bdd0b8d0ba29

Халӗ ӗнтӗ ӑна усӑ курса орфографи тӗрӗслемелли хатӗр валли аффикссен файлне хатӗрлеме пулать.

Питӗ лайӑх справочник. Пӗтӗмпех лайӑх та тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

//Вырӑсла кам куҫарӗ-ши? :) Вырӑс уйрӑмӗнче те пултӑр тесе...
 

Электровелосипед

  25.05.2007 07:16 | 5589 хут пӑхнӑ
Сегодня на электровелосипеде покатался. Коллега на работе купил... Выглядит, конечно, круто: тут тебе и поворотники и лампочка тормозов... Ключ зажигания...
Весит сие чудо 40 кг.
На велосипеде я не катался наверное лет этак десять, поэтому вначале было тяжело. И было непривычно от того, что при кручении педалей в обратную сторону тормозов нет! :( И чего производителям такая фича не нравится? Было так удобно тормозить... а тут приходится тормозить с помощью ручки на руле. Пакӑҫ :)
Коллега купил велосипед для того, чтобы было легче подниматься в гору.

Малалла...

 

Горожан стало больше

  24.05.2007 07:12 | 5470 хут пӑхнӑ
http://lenta.ru/news/2007/05/23/urban/

Ученые из Государственного университета Северной Каролины и Университета Джорджии обнародовали результаты исследования, согласно которому 23 мая 2007 года на Земле произошел демографический перелом: впервые за всю историю население городов численно превысило население сельской местности

И чего только люди ищут в городах? Чего там такого интересного, чтобы запереть себя в четырех стенах, ежедневно слушать городской шум (в виде машин, компьютеров, кондиционеров и т.п), дышать грязным воздухом, пить грязную воду (или вообще покупать!

Малалла...

 

Савӑнтарчӗҫ!

  23.05.2007 14:14 | 4799 хут пӑхнӑ
Паян мана «Сувар» хаҫатра ӗҫлекенсем савӑнтарчӗҫ — хӑйсен сайтне тултарма пуҫларӗҫ!
http://suvar.chuvash.org
Малашне те ҫаплах тултарса пырсан — Тутарстан пурнӑҫӗпе паллашса тӑма май пулӗ :) Стаьисене кӑшт каярах вулӑп-ха... Интереслисем пур.
 

Борат

  22.05.2007 20:37 | 8547 хут пӑхнӑ
Паян «Борат» ятлӑ кино пӑхрӑм. Диска ылмаштаракан сутӑҫӑ мана ку питӗ вӑйлӑ комеди тесех тыттарса ячӗ. Пакӑҫ. Американсемшӗн — чаплӑ комеди пулӗ, маншӑн вара — пакӑҫ анчах. Те ӑна ӑнланмашкӑн ҫитӗнсе ҫитмен...
Мӗн калас, пӗр-икӗ ҫӗртре кулмалли самантсем пулчӗҫ ӗнтӗ...
Ӳкерес пулсан — ӳкер ӑна лайӑх. Ҫын урӑх культурӑна лекнӗ ухмах пулсан — ухмах пек ӑна кӑтарт, ӑслӑ ҫына кӑтартас килет пулсан — ӑслӑ пек кӑтарт. Капла вара — ни ухмах, ни ӑслӑ та мар.
 

Фотосессия "Дубовка - Цивильск". Часть 18. Последняя

  17.05.2007 19:50 | 5733 хут пӑхнӑ
Фотосессия "Дубовка-Цивильск". Часть 18
Фотосессия "Дубовка-Цивильск" была проведена 12-го мая 2007 года. Дубовка - деревня, расположенная около села Красноармейского. Цель фотосесси: наполнение фотоальбома "Фотогалерея Чувашии" снимками из Красноармейского и Цивильского районов.
Все снимки в фотоальбоме будут разложены по деревням. Здесь же я постараюсь рассказать о впечатлениях увиденных во время фотосессии, о некоторых деталях, что в фотоальбом не попадут.

Рекомендуемые ссылки для ознакомления:
О фотосессии на чувашском языке
О красноармейском районе в Википедии
О красноармейском районе на сайте Чуваш.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38, 39, 40, 41, 42, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...