Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852734 хут пӑхнӑ
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Игорь Сайман // 1677.02.0449
2012.12.23 13:44
А мĕн ăнланмалла марри пур унта? Эпир:"Чаваш Республики вăл ятарласа чăваш халăхне, чăваш культурине ,чăваш чĕлхине,чăваш цивилизацине малалла аталантарма ăсталанă тытăм", -тетпĕр те, пире хирĕç:"вырăссене,тутарсене,ирçесене,хранццуссене тата 100 тĕрлĕ ытти халăха ан ман!"-теççĕ.
Алюш // 1039.8.4424
2013.01.05 12:39
И.Сайман, эпĕ санран ыйтрăм-мĕншĕн мана пупсем патне яран Душа пирки ыйтма, вĕсене ĕненмесен весенчен ыйтни мĕн усси? Стенапа калаçнă пекех вĕт вăл. Эп сана калап вĕсем коммерсантсем, ЧНК куштанĕсем пекех те УСЛАМ пулмасан хăнк та тумаççĕ. Е сана ăнланма йывăр чăвашла çырсан. Тепрехинче чалт вырăсла çырăп, кайран акăлчанла- Ротшильдсемпе Рокфеллерсем çинчен çырнă пек.
Якур // 1130.04.6909
2013.01.22 23:01
Пирĕн конгресăн чаплă ĕçчешĕсем вулаççĕ-ши çак кăларăмсене? Е вĕсен кулленхи ТĂВĂР ĕç кунĕнче ун валли вырăн çук? Каçсерен сăра -эрех кĕленчи ыталама вăхăт тупкалаçхе вĕсем! Яра кун пăс кăларса ĕçленĕ хыççăн çемçелме манмаççĕ вĕсем, е тата пулас наци уявсене валли хыснара укçа хыçса илме пултарсан( паллах %-сăр мар).
Игорь Сайман // 3359.81.6166
2013.01.22 23:34
Алюш:"Сайман, эпĕ санран ыйтрăм-мĕншĕн мана пупсем патне яран..."
Халь сире ак çакăнта ярса пăхам-ха. http://nauka-pedagogika.com/pedagog ... brazovanii-chuvashii
Пиллĕкмĕш абзаца вулăр
Алюш // 1039.8.4424
2013.01.23 10:15
Эпĕ халлĕхе пĕлместĕп ăçта эс мана яран. Эпĕ санран хăвăн шухăша ыйтап вĕт, мана эс Ленин Библиотекине, РФ Тĕп Архивне ярас тесе шутлăн. Ку мана кирлĕ мар." Шăнкăртам вулавĕсенче" пиртен уйрăла кайнă ăсчах В.Дмитриев тутар хастарĕсене çапла каларĕ: мĕн калаçатăр эсир, не было в эпоху СССР татарстанских историков, были только казанские( а это, как вы понимаете, не есть татарстанские).
Игорь Сайман // 3994.2.4904
2013.01.23 15:29
Алюш, мĕскер калаçатăр эсир? Мĕнле Библиотека? Мĕнле Архив? "Шăши" кнопкине пус та самантрах çитетĕн кирлĕ çере! Мĕншĕн ухмаха перетĕр?

Пиртен уйрăлса кайнă ăславçă В.Дмитриев мар, В.Димитриев.
Agabazar // 3488.36.6267
2013.01.23 21:53
Agabazar
Алюш
2012-12-22 09:37
"Сайман, эс те пулин еврей пек ан пул-ха: ыйту çине ыйтупа ан хуравлаха- вăл вĕсен привычки...."
Алюш, Эсир хăвар пурнăçăрта миçе еврейпе калаçса курнă? Пĕрре? Иккĕ? Виççĕ? КАМĂН ЮРРИНЕ ЮРЛАТĂР?
Алюш // 7852.0.8045
2013.01.24 11:42
Эпĕ вĕсемпе калаçнă кăна мар, нумай çул хушши пĕрле ĕçленĕ. Эсĕ "Дружбу народов" аталантарнă чухне эпĕ вĕсене "возражать" тунă анчах мар, вырăнне( ман шутпа тĕрĕс поплемен чухне) лартма тăрăшнă( но кăкăр çапса çÿремен)! Вот çапла пурнăç тăванăм. "В.Дмитриев"-шăн каçарăр,тĕрĕслемесĕр васкаса "Шăши" пускăчне пусрăм(ĕçлетпĕр вĕт-ха, "не лобудями трясем"!).
Алюш // 7852.0.8045
2013.01.24 13:18
Agabazar-а: Эпĕ сирĕн пек такам( мана Элита та, ЧНК та, чиновниксем те тата ыт.те; тата ыт.те хăйсен юррине юрлаттараймĕç) юррине юрламастăп. Манăн пулнă ХĂВАТЛĂ несĕлсем, маçак-мамак-кукам-кукаçсем, атте-анне, манăн пур вĕсемпе çыхăннă ăшри турă. Вот çавсен мăнаçлă ЮРРИНЕ юрлатăп эпĕ. А эсир еврей пек ыйту çине ыйтупа хуравлатăр-ку меллĕ!
Agabazar // 2894.28.5260
2013.01.24 15:12
Agabazar
Алюш, Эсир еврейсемпе пĕрле ÿссе çитĕннĕ тенине çапса пăрахсан та ĕненместĕп. "Тавай ивритла,идишла калаçар!" тетчĕç-и вара вĕсем? Е "чăваш чĕлхине тĕп тăвар!" тесе çухăратчĕç-и? Çынсен ПРИВЫЧКИСЕНЕ тÿре туса çÿриччен малтан хăвăр çине çаврăнса пăхăр!

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем