Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Аксар Чунтупай: "Улӑп-2013: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!" вӑйӑ конкурс пулать

Аксар Чунтупай26.02.2013 17:5214246 хут пӑхнӑ
Пилӗк ҫул хушши (2007-2011 ҫулсенче) Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи – Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Унӑн юлашки тапхӑрне республикӑмӑрти районсем хушшинче ирттернӗччӗ.

Пӗлтӗр вара ун вырӑнне ҫӗнӗ вӑйӑ конкурс ирттерме тӗв тытрӗҫ Трак енри учительсем. "Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!" ятпа иртрӗ вӑл. Конкурс малтанхи пекех инҫет майпа Интернет уҫлӑхӗ урлӑ йӗркеленчӗ. Унта чӑваш халӑх историне тата культурине лайӑх пӗлекен ачасем хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче пулчӗ. Вӑйӑ конкурс пӗр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртнӗччӗ.

Вӑйӑ конкурса Раҫҫей историйӗн тата Чӑваш историйӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑччӗ. Ыйтусем вара чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе тата культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑччӗ.

Конкурса пурӗ 350 ытла ача заявка панӑ. Вӗсенчен 165 ача вӑйӑ конкурса хутшӑнма кӑмӑл туса сайта кӗрсе регистрациленнӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене вара 130 ача ҫеҫ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак районсен вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ:

Красноармейски районӗ – 75 ача

Комсомольски районӗ – 15 ача

Сӗнтӗрвӑрри районӗ – 14 ача

Вӑрмар районӗ – 11 ача

Канаш хули - 11 ача

Шупашкар хули – 10 ача

Хӗрлӗ Чутай - 6 ача

Элӗк районӗ – 4 ача

Елчӗк районӗ – 4 ача

Етӗрне хули - 3 ача

Ҫӗрпӳ районӗ - 3 ача

Етӗрне районӗ – 2 ача

Канаш районӗ – 2 ача

Ҫӗрпӳ хули - 2 ача

Куславкка районӗ - 2 ача

Улатӑр районӗ - 2 ача

Муркаш районӗ – 1 ача

Ҫӗмӗрле хули – 1 ача

Ҫӗмӗрле районӗ - 1 ача

Пӗтӗмпе 11 районпа хула хутшӑнчӗ вӑйӑ конкурса. Тутар Республикин Ҫӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнчен тата Элкел районӗнчи Хусанкай шкулӗнчен пурӗ 4 ача хутшӑннине шута илсен, вӑйӑ конкурс Раҫҫей шайӗнчех иртрӗ теме май пур. Вӑйӑ конкурс пуласси ҫинчен Интернет-тетелте ҫеҫ пӗлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучӗ ярса паман) тупӑшу ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать.

Вӑйӑ конкурс оргкомитечӗ 40 ачан ӗҫне тивӗҫлипе хакларӗ. 1-мӗш вырӑна 7 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 15 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 18 ача йышӑнчӗ.

Кӑҫал та ҫакӑн йышши вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ. Вӑл "Улӑп-2013: Эпир Улӑп йӑхӗнчен" ятлӑ пулӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш тата Дагестан республикисен тава тивӗҫлӗ культура деятелӗ, РСФСР халӑх артисчӗ Ф.М.Лукин композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Вӑйӑ конкурс пӗр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вӑйӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе мала тухнисем "Улӑп-2012" вӑйӑ конкурсӑн электронлӑ Дипломне ҫӗнсе илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн электронлӑ Хисеп хутне тивӗҫӗҫ.

Вӑйӑ конкурса хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлеме кирлӗ мар.

Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Вӑл - аслӑ категориллӗ учитель, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4229.1.1553
2013.04.02 23:44
Agabazar
Аксар Чунтупай:"...Тури Лащи шкулĕнче..." АСĂННĂ ТУТАР ЯЛНЕ ЧĂВАШЛА Лашчипуç ТЕÇÇĔ. (Верхние Лащи). Унта çывăхри Тутиел тата Шуршу чăваш ялĕсенчи ачасем те вĕренме çÿреççĕ. Çавăн пекех Вăрăмхăвари (Чăваш Республикинче шутланать) хăшпĕр ачасем те.
Agabazar // 4229.1.1553
2013.04.02 23:50
Agabazar
Вăрамхăва — Новое Байдеряково (Тутарла Янă Аул теççĕ).
Тутиел — Тойдеряки.
Шуршу — Чувашское Беловоложское.
Agabazar // 2785.14.0635
2013.04.03 16:59
Agabazar
Тÿрлетÿ: Чăваш Шуршу. Мĕншĕн тесен Тутар Шуршу та пур (Татарское Беловоложское е Татарское Аксу).
2013.04.03 20:41
Аксар Чунтупай
Шкул ятне ман пата апла çыраканни - çав шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен учитель. Вĕсен шкулĕн алăкĕ çине çапла çырнă-ши, пĕлместĕп. Тÿрлетĕп, протоколта тĕрĕс çырăп.
Agabazar // 3694.5.6887
2013.04.03 22:00
Agabazar
Аксар, ăнланатăр пуль ĕнтĕ, эп хам хыпарсене такама "ÿпкелес" шутпа мар ярса патăм. Историлле ят вырăнне калькăпа усă курасси ытти тĕлте те тĕл пулать. Малое Батырево , сăмахран, чăннипе Кĕçĕн Патăрьел мар. Ĕлĕкренпех Йăлăм тенĕ. Халĕ те халăхра çапла.
2013.04.11 12:18
Аксар Чунтупай
Вăйă конкурсăн заявка памалли вăхăчĕ вĕçленчĕ. Пĕтĕмпе 400 ача ытла хутшăнма кăмăл турĕ. Халĕ тупăшу пуçланчĕ. Ăнаçу сунатăп пурне те!
2013.04.12 20:50
Аксар Чунтупай
Халĕ кодсене ярса паратăп, вара сайта кĕрсе регистрациленмелле. Анчах та çакна ан манăр: сирĕн тестируемый тесе кĕмелле, кунсăр пуçне хăвăра килĕшекен Логин тата Пароль шухăшласа кăлармалла, ăна, манса каясран, пĕр-пĕр хут çине çырса хумалла.
2013.04.12 20:51
Аксар Чунтупай
Тата çакна манмалла мар: Сире кирлĕ тест ĕçĕ тÿрех тухмасть, администратор ăна сайта кам кĕнине, вăл заявка панипе паманнине пăхса лартса парать. Вара тин сайта тепĕр хут кĕрсе ĕçе пурнăçлама пултаратăр. Ăнăçу сире!
Кодсем: Пĕтĕмĕшле код: 1365358043, 5-7 классен: 1365598014, 8-9 классен: 1365598035, 10-11 классен: 1365598061
Игорь Сайман // 3527.0.1256
2013.04.15 21:41
Ку блог чăвашла. Çакă кăсаклă: УМКУРĂМ ХĂШ ЧĔЛХЕПЕ ТУХАТЬ-ШИ. Юриех çавна тĕреслесе пăхасшăн... Тема ятне кура чăвашлах пулмалла пек те...
Игорь Сайман // 3527.0.1256
2013.04.15 21:43
Эккей тата!... Кунта та чăвашла мар УМКУРĂМ...

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем