Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

sahvandey: "Ҫапла пултӑр " передачӑн 3 -мӗш пайӗ.

sahvandey05.03.2013 20:2722010 хут пӑхнӑ

Тавтапуҫ Патихан ссылкӑшӑн, тин кӑна курса пӗтертӗм передачине. Ну мӗн тесе мухтас-ши? Питӗ хитре юрлать Елена,ҫавӑншӑн савӑнтӑм. Ыттисене-неуд, питӗ хӑраса калаҫаҫҫӗ Чӑваш патшалӑхне сыхласа хӑварас пирки, юрист теекенни хӗрелсех кайрӗ неудобный вопрос илтсен,сӑмах айне туса хӑварма тӑрӑшрӗ ыйтӑва,ӗҫӗнчен кӑларса ярасран хӑрать тӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Игорь Сайман // 6965.0.0501
2013.03.22 14:40
Хуть те ăста та пиар тума пулать. В.Д.Димитриевăн хушаматĕнчи и саспаллие сиктерсе хăварас марччĕ, ырă çыннăмăрсем.
Якур // 6590.6.0667
2013.03.22 16:52
Акасапар! Шпиксенчен ан хăра, кун пек хăвăн килĕнте те труççипе мар, костюмпа галстук тăхăнса çÿрĕн. Эпĕ сана каланă тахçанах: кунта хăлаçланса çырса ларма питĕ ансат, çын курман тусанлăрах ĕçсене тума чун ытлах туртмасть пулмалла. Ав Г.Архипов питĕ йывăр чирлет, хатĕрлен элтепер пулса халăха ертсе пыма, вара курăпăр эсĕ кам иккенне!
Agabazar // 1612.36.7338
2013.03.22 20:38
Agabazar
ЧНК Президенчĕнче кам пуласси — хальхи çирĕпленнĕ лару-тăрура, ман шутпа, пĕтĕмпех "Путин çыннисен" аллинче. Енчен те унта хальчченех Г.Архипов ларать пулсан, çакă вĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерет тесе шутламалла. Хăйсене тивĕçтермен çынсене вĕсем нумай тытмĕç. Паллах, "суйлав" тата ытти тулаш процедурăсем пур ĕнтĕ. Килĕшетĕп...
Agabazar // 1612.36.7338
2013.03.22 20:43
Agabazar
...Тулаш процедурăсем пур тенипе килĕшетĕп. Анчах та вĕсем чăн-чăн демократи валли çителĕксĕр.
Якур // 2135.1.7419
2013.03.23 07:47
Акасапар, эпир те эс каламасăрах ăна-кăна чухлаппăр( Кама кам ăçта лартма тăрăшнине). Анчах та эс шыв юххине ан парăн, кĕреш Сумлă вырăншăн. Кĕрешесси вăл ăшă пÿлĕмре "ссылкăсен" адресне кăтартса çырса ларасси мар çав. Вĕсене тивĕçтерни вĕсен ĕçĕ, сана тивĕçтерет-и?
Якур // 2135.1.7419
2013.03.23 08:23
И.Сайман! Хурлăхлă митингра пурте микроФФФон умĕнче В.Димитриева хисеплени çинчен пĕлтерчĕç. Анчах вĕсемех те çемьине кăшт та пулин ырă ĕçсемпе пулăшмаллине 40 кун иртсен манса каяççĕ. Саншăн та саспалли сиктерсе хăварни сиен процедура( юри мар, паллах).Шурчанов ЭЛИТАн чăвашлăхшăн пĕрле ĕçлеме чĕнет, çав хушăрах КПРФшăн агитаци.
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.23 10:31
Акасапар, эсĕ вертикаль- ран хăратăн, урама тухмастăн. В.Димитриевпа сывпуллашнă чухне хĕрÿллĕ, çунтаракан сăмах калама хăяймарăн. В.Андреев( вăл вĕт Ăсчахăн ентешĕ) пек Шыв сыпса тăтăн çăварна(вăл "чăвашлăхшăн",паллах), кунта кăна çынсене тÿрлетсе çырма хăю çитеретĕн, и то вăхăтчен: кантур çыннисем кăшт хĕстерсен, çырма пăрахăн!
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.23 10:35
Мансах кайнă. Акасапар, эс Лимоновпа Касьянов "политики" пирки калани шалт тĕлĕнтерчĕ. Эс ăнлансах калатни вара, е вĕсен тавракурăмĕ сана илĕртет?
Agabazar // 2751.39.2124
2013.03.23 19:03
Agabazar
Мĕн "лимонвсемпе" сăмсаран чышатăр? Ăнсăрт тĕслĕх вырăнне çеç асăннăччĕ вĕсене: Иванов, Петров, Сидоров...

Кунта та манран çине тăрсах отчёт ыйтаççĕ иккен. Тĕлĕнмелле. Ара, эп сирĕн пуçлăх мар вĕт.
Тимер // 2716.29.0126
2013.03.25 10:13
Петĕр патша каланине"Критикуя предлагай,предлагая -выполняй"Акапасара сĕнесшĕн.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем