Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин укҫи ӑҫта выртни паллӑ пулас...

Аçтахар Плотников19.03.2013 17:1415702 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче Кипр республики хӑйӗн хыснине кӑсӑклӑ майпа тултарма шут тытни пирки паллӑ пулчӗ — вӗсем, иккен, патшалахри банк счёчӗсенче выртакан укҫа-тенкӗрен 10 процентне хӑйпӑтса илесшӗн. Вырӑнти укҫа-тенкӗ учрежденийӗсем темиҫе кун ӗҫлемеҫҫӗ ӗнтӗ — кану кӗҫнерникунччен тӑсӑлма пултарасси пирки калаҫаҫҫӗ...

Инҫетре вырнаҫнӑ пулин те пирӗн патшалӑх ертӳҫисемшӗн вӑл ҫывӑх пулни тӳрех палӑрчӗ — Путин та Медведьев та тӳрех сиксе ӳкрӗҫ, патшалӑх ҫыннисен укҫине мар, хӑйсенне вӑрлаҫҫӗ тейӗн. Шухӑша путӑн капла... Тен, чӑнах та Путин укҫи Кипрти банксенче выртать? Тем тесен те ахаль мар вӗсем хирӗҫлени.

Характерно, что сейчас на ситуацию отреагировали и Путин, и Медведев — по-моему, по сгоревшим в свое время вкладам в Сбербанке власти не высказывались так жестко. То есть они явно дают понять, что озабочены делами Кипра и, видимо, неспроста.

Чӑн сӑмахсем.

Пуянсене шеллемелле-и, шеллемелле мар-и? Ку тепӗр ыйту. Анчах халӑх пурлӑхне ҫаратакансене пӗрре те хӗрхенмелле мар ман шутпа. Ҫав шутра халӑха ырӑ тӑвас вырӑнне хӑйсен кӗсьине тултаракан тӳре-шарана та.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2751.39.2124
2013.03.23 18:40
Agabazar
Ав мĕнлерех кумирсем иккен ку çыннăн. Мда...
Вихтăр // 4136.4.7982
2013.03.24 01:16
Акасапар, мĕн кумирĕ пирки ĕнĕрлетĕн эсĕ? Эп санăн строкасем хушшинчи мысльсене вулама пĕлме талант пуррине ăнкаратăп-ха, но не до такой же степени. Эта твоя степень уже тянет на сотрудника определенных секретных служб.
Agabazar // 1226.98.8988
2013.03.25 21:02
Agabazar
Мĕнле "мысльсем" тата? Хăвăрах тÿрĕ текстпа пĕлтеретĕр вĕт камсем сирĕн кумирсем пулнине. Е сăмахăра каялла илес тетĕр-и? Анчах та вăл(сăмах) çерçи мар — вĕçсе кайсан тытаймастăн...
Вихтăр // 1974.89.5934
2013.03.26 15:37
Акасапар, сан пек ăслă, хут вĕреннĕ çын Кумир кам иккенне чухлать пулĕ. Кадыровшăн кам Кумир пулнине çыртă. Маншăн вара Чăвашрах КУМИРСЕМ чылай: В.П.Станьял, Пил Н.Тымарлан, В.Д..Димитриев, С.Ф.Сайкин, С.М.Ислюков тата нумай вĕсем. Чыслă ĔÇсем ту та сана та нумайăшĕ Кумир сăхманĕ парĕç!
Agabazar // 1459.51.4644
2013.03.26 19:29
Agabazar
Вихтăр, "Эслетме" пăрахнипе чĕлхĕр татăлса ÿкес çук. В.В.Путин патне кайăр та Эс теме хăтланса пăхăр. Халăр çитĕ-и?
Якур // 1039.8.4424
2013.03.27 10:17
Вихтăр Акапасара Эс тени кăмакана чÿлмек вырăнне лартни мар вĕт. Эс творчество çынни пулмалла,питĕ кÿренчĕклĕ. Хыт шăнăрлăрах пул, ан кÿрен. Политиксем кун пек кÿренсе ларсан малаллах кайаймĕç.
Agabazar // 3662.12.6766
2013.03.27 14:38
Agabazar
Якур:"...Политиксем кун пек кÿренсе ларсан..." В.В.Путин патне кайăр та Эс теме хăтланса пăхăр. Халăр çитĕ-и?
Якур // 1039.8.4424
2013.03.27 16:00
Акасапар, хăвна хăв Эп-В.Путин шайри çын тесе ĕнентересшĕн-и? Манăн пĕр ĕçчеш 90-мĕш çулсенче Шупашкара килнĕ пĕр министра хĕрÿ тавлашура: Ты подожди, ты подожди тесе персе ячĕ те ним те сиксе тухмарĕ. Наоборот, министр каларĕ: ку çаврăнăçуллă каччă, 2 оклад карса премировать терĕ. Нимле кÿреннине те курмарăм. Кÿренеççĕ хăв пĕлен камсем.
Agabazar // 9504.8.2444
2013.03.27 18:16
Agabazar
Якур:"...персе ячĕ те..." Кунта "персе яни" пирки мар сăмах пырать КУНТА ЮРИ ТУНĂ ПРОВОКАЦИ.

Эп кÿренекен йышши мар. Мана пурпĕрех: хуть те мĕн калăр:Куршак-и унта , Чÿлмек-и... Анчах çăпатан кантри пур, япалан йĕрки пур!
Agabazar // 9504.8.2444
2013.03.27 18:23
Agabazar
Якур:"Акапасар, хăвна хăв Эп-В.Путин шайри çын тесе ĕнентересшĕн-и?.." ÇЫНСЕМ ПУРТЕ ПĔР ТАН! Çапла, эпир пурте В.В.Путинпа тан. Раççей гражданĕсем. Çынсене тĕрлĕ шая лартни — феодализм

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем