Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лариса Петрова: ТӐВАН ЧӖЛХЕНЕ МАНМА ПУЛАТЬ-И?

Лариса Петрова21.03.2013 23:3510339 хут пӑхнӑ

Хам унашкал лару-тӑрӑва ҫакланман та тӑван чӗлхене манма пултаракансене ӑнланма йывӑртарах мана. Темиҫе ҫул хушши таҫта аякра чӑвашла сӑмахламасӑр пурӑнсан чӑнах та чӗлхе манӑҫать-ши? Е кунашкал пулӑм тӑван халӑха хисеплеменнипе, унран вӑтаннипе ҫыхӑннӑ-ши? Пӗрисем салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑнах «вырӑсланса» таврӑнаҫҫӗ, теприсем ҫакна нумай ҫул хушши Мускавра (е ытти хулара) пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсене тӑван чӗлхе вырӑсла йӗркеллӗ пуплеме чӑрмантарать иккен. Хамӑра хамӑр хаклама пӗлмесен кӑна ҫавнашкал шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ пуль.

Чӗлхе пирки каланӑ чухне пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский ҫапла шухӑш ҫавӑрса хунӑ: «Ют чӗлхе пит аван пулсан та, вӑл пирӗн мар, ҫыннӑн, ҫын лаши темӗн тӗрлӗ маттур пулсан та, ун ҫине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса ҫӱреймӗн, темӗн тӗрлӗ чаплӑ, пуян ҫын тумтирне тӑхӑнса хам тумтирӗм тесе калаймӑн, хӑвӑн пулсан, ытлашши чиперех пулмасан та шанчӑклӑ пулӗ. Мӗншӗн тесен сана: ҫын япалипе анчах усӑ куратӑн, хӑвӑн нимӗскер те ҫук, ҫыннӑннипе анчах пурӑнатӑн, тейӗ. Хӑй халӑхне юратакан ҫын, кирек кам пулсассӑн та, хӑй чӗлхине пит пахаласа, темрен те мала хурса ӑна хӑй чунне юратнӑ пек юратать». Ҫавӑнпа ҫынсене кӑна мар, хӑвна хӑв вырӑс тесе ӗнентерме хӑтланни те кӑлӑхах. Чунупа эсӗ вырӑс мар пулсан.

Икӗ чӗлхе – икӗ ӑс, тенӗ ваттисем. Пӗр чӗлхе кӑна пӗлни ҫителӗксӗр пек туйӑнать. Чӑвашла пӗлекенсем вырӑсла та вӗренеҫҫӗ-ха. Анчах ачаран вырӑс чӗлхипе кӑна калаҫса ӱсекенсем чӑвашла вӗренесшӗнех-ши? Иккӗленӱллӗ.

Шупашкарта ют ҫӗршыв студенчӗсем сахал мар. Хӑшӗ-пӗринпе калаҫсан пит хӗрелсех каять: 7-8 чӗлхе таран пӗлекеннисем пур, эпир вара… Пӗр испан каччи каланӑччӗ: «Пӗр-ик ют чӗлхе вӗренетӗн те ыттисене ӑса хывма йывӑрах та мар». Юрать-ха, ачаран чӑвашла калаҫса ӱснӗ, вырӑсла пӗлетӗп, акӑлчанла ӑнланкалатӑп тата турккӑлла хӑш-пӗр сӑмахсене тӗшмӗртетӗп. Уншӑн та савӑнатӑп-ха. Чӑваш ӑс-тӑнӗ, тем тесен те, тӑван чӗлхене пӗлмесен чухӑнрах пулать. Никӗсне тӗрӗс хумасан мӗнле ҫурт ҫӗклентӗр-ха? Ытти чӗлхесене вӗренесси те тӑван чӗлхеренех пуҫланмалла.

Тӑван килне пӑрахса хӑварса Самара тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ пӗлӗш калани асран каймасть-ха. Арӑмӗ те, ачисем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ. Вӗсемпе, паллах, вырӑсла пуплеме тивет. Ҫуралнӑ ялне питӗ сайра килсе ҫӱрекенскер, тӑван сывлӑшпа сывланӑ май пӗррехинче ҫапла каларӗ: «Ӑнланмастӑп, тӑван чӗлхене мӗнле манма пулать? Эп унпа калаҫса ӱснӗ, ман чунра вӑл! Ак халӗ яла килтӗм те калаҫас килет, юрлас килет – ЧӐВАШЛА! Тӑван чӗлхене, хуть те мӗн калӑр та, манма пулмасть!» Мӗнех, ҫак шухӑшпа килӗшес килет. Хамӑр пирки хамӑрах «мӗскӗн чӑваш» е, каппайлансах кайсан, «маттур чӑваш» тени вырӑнсӑр. Сӑмахпа калани ниме те тӑмасть. Камсем эпир? Чӑвашсем, чӑваш чӗлхиллӗ халӑх. Ыттине пире айккинчен куракансем калӗҫ. Пирӗн вара хамӑра ырӑ енчен кӑна кӑтартма тӑрӑшасчӗ. Чӑвашла пӗлмесӗр халӑх ятне ярас марччӗ!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3541.96.1895
2013.03.23 20:34
Agabazar
Эп Николай Васильевич Никольские çав тери хисеплетĕп. Анчах та вăл пĕрремĕш чăваш профессор мар! Виктор Петрович Вишневский 1828-мĕш çултах философи профессорĕ пулса танă. Хисеплĕ НВНран 90 çул маларах. http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=235
2013.03.24 20:10
Чăнах, каçару ыйтатăп.
Agabazar // 3657.15.5195
2013.03.24 21:52
Agabazar
Темех мар. Ку ĕнтĕ ыйтăвĕ каçару ыйтмалласкер мар. Хăшĕ-пĕри çапла ыйтма пултарĕ. Виктор Петрович Вишневский чăвашах-ши? Аван ыйту. Хуравĕ ансат:ЧĂВАШАХ. Бичурин пек, Ермей Рожанский пек тата ытти çавнашкал ĕçлевçĕсем пек.
Agabazar // 3657.15.5195
2013.03.24 22:04
Agabazar
Акă В.П.Вишневский пирки тепĕр каçă(ТЕН,кириле саспаллийĕсен пула, тÿррĕн ĕслеменскер пулĕ, анчах темех мар). http://сувары.рф/ru/node/725
Agabazar // 3657.15.5195
2013.03.24 22:19
Agabazar
Слапух Турра, каçă ĕçлет. Интернетра В.Г.Родионов монографийĕ пур. http://www.chuvsu.ru/~chfik/sites/d ... 0guv%20pis%20kul.pdf
2013.03.24 22:33
Тавах. Вишневский пирки эсир каланă хыççăн хам та кĕнекере вуласа ĕнентĕм. Никольский пирки темиçе çул каялла "Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ" ятпа курав уçни çинчен вуланăччĕ пĕр хаçатра, çавăнпа арпашăнса кайнă ĕнтĕ эпĕ.
Agabazar // 3657.15.5195
2013.03.24 23:18
Agabazar
Арпашăнакансене нумайлă хисеппе калама тивет: ЭПИР! Юрататпăр ярлыксем çыпăçтарма: пĕрремĕш поэт, пĕрремĕш артист, пĕрремĕш художник... Тата ытти çавнашкал "пĕрремĕшсем"... Кайран хамăрах йăнăш пулнине тавçăрса илетпĕр.
Вихтăр // 1974.89.5934
2013.03.26 12:14
Акасапар! Кунта пĕрремĕш-и вăл, иккĕмĕш е виççĕмĕш профессор: ĕçĕ унта мар. Сÿтсе яв текстра мĕн каланине: "Çавăнпа çынсене кăна мар, хăвна хăв вырăс тесе ĕнентерме хăтланни те кăлăхах. Чунупа эсĕ вырăс мар пулсан". Эс те пире чăвашлăхшăн тесе чĕннисĕр пуçне ним те тумастăн. Сывлăша хускататăн та тусан кăларатăн. Ĕç тунă пек пулать.
Agabazar // 2387.50.4600
2013.03.26 17:32
Agabazar
Юрĕ, калăпăр, "Вихтăр тĕчери пĕрремĕш профессор" тесе! Ĕнтĕ чунăр канчĕ-и, ырă çыннăмăр Вихтăр???
Agabazar // 1459.51.4644
2013.03.26 19:24
Agabazar
Шел, йăнăш кайнă:"Вихтăр — тĕнчери пĕрремĕш профессор" темелле.

Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем