Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Тепӗр чиркӳ тӑвасшӑн. Кирлех-ши?

«Хыпар»17.04.2013 19:4038465 хут пӑхнӑ

Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ скверта кафедра соборӗ тума ыйтакансен сӗнӗвне 10-мӗш шкулта сӳтсе яврӗҫ.

Пухӑва Ленин проспектӗнче, Андриян Николаев космонавт, Петров урамӗсенче пурӑнакансем, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн ӗҫченӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев уҫрӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑй хунӑ Сергей Лукиянова сӑмах пачӗҫ. Ку микрорайонта пурӑнакансемшӗн нумай ҫул каялла кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ скверта собор хӑпартас ыйтӑва тӗп хула влаҫӗ умне тӑратаканни - епархи. Шупашкар хула влаҫӗ хушмасӑр тӗн керменӗн проектне хатӗрлемӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӑна тума саккас панӑ-ши? Пухура пӗлтермерӗҫ. МИХсенче те уҫҫӑн хуравламан. Архитектор собора В.И.Чапаев палӑкӗпе, музейпе пӗрле мӗнлерех курнипе паллаштарчӗ.

Пухуччен темиҫе эрне маларах Шупашкарӑн хальхи тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗр МИХра скверта собор хӑпартас текенсен - епархи ертӳлӗхӗн, хӑш-пӗр тӳре-шаран - сӗнӗвӗ пирки иккӗленнине, такамсем унӑн иккӗленӗвне администраци мелӗпе усӑ курса улӑштарма хӑтланнине пӗлтерчӗ. Малтанхи тата хальхи тӗп архитектор хулари мӗн пур ҫынна хапӑл туса кӗтсе илекен тӳремре тӗн керменӗ ҫӗклес ыйтупа икӗ тӗрлӗ вырӑн йышӑнни уҫӑмланчӗ.

Муниципалитет ҫав каҫ тӗл пулу йӗркелесе хаклӑ вӑхӑта ахальтен ҫухатмарӗ: собор тӑвассине татса париччен 100 яхӑн ҫын кӑмӑлне пӗлчӗ. Тӗрӗс турӗ. Залра 15-20-шӗн шухӑшӗпе паллашрӑмӑр. Пирвай Константин Ишутов журналист сӑмах илчӗ. Вӑл тӳрех: "Протокол ҫыракан пур-и?" - терӗ. "Пур", - хуравларӗҫ ӑна президиумран. Журналист атеист-мӗн. Симӗслӗхӗн пӗр пайне пӗтерсе пысӑк лаптӑка мӑн керменпе хупӑрлассине хирӗҫ каларӗ. Ун хыҫҫӑн Сергей Злобин ветеран сиксе тӑчӗ. "Халӗ ешӗллӗхре пурте кӗшӗлтетеҫҫӗ, - терӗ вӑл. - Чиркӳ уҫсан тӗне ӗненекенсемшӗн ҫеҫ пулӗ. Ыттисемшӗн кунта ҫул хупӑнӗ. 1960 ҫулсенче тӳремре эпӗ те йывӑҫ лартнӑ. Ӑна кӑклӗҫ. Ҫавӑнпа проекта хирӗҫлесе вунӑ хут калатӑп!.."

Епархи пуҫарӑвне ырлакансем ветерана пӳлчӗҫ. Ҫапах хирӗҫҫисем ӑна хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Музей ертӳҫи Денис Сятряйкин, казак тумтирне тӑхӑннӑскер, маларах музей директорӗ пулнӑ Валентина Бровченкова, ҫар пенсионерӗ Алексей Скворцов йывӑҫ-тӗм вырӑнне собор тӑвассине ырларӗҫ. Музейпа тӗн керменӗ юнашар вырнаҫсан хула халӑхӗн чун-чӗрине патриот туйӑмӗпе хӗмлентерме ҫӑмӑлрах терӗҫ. Яш каччӑ Александр Иванов: "Граждан вӑрҫинче пуҫ хунӑ "хӗрлисене" хисеплесе республикӑра палӑк нумай уҫнӑ, - терӗ. - "Шуррисене" чысласа пӗрре те лартман". "Вӗсенчен Каппель те лайӑх ача пулнӑ!" - сӑмах хушрӗ ман ҫумри журналист - хыҫра сӗрлесе илчӗҫ. "Эпӗ собор тӑвассине хирӗҫ мар, - терӗ шкул директорӗ Светлана Кумалькова. - Анчах вӗренӳ учрежденийӗпе юнашар хӑпартмалла-ши? Унта ача-пӑча пултарулӑхӗн керменне е физкультура-спорт комплексне ҫӗклеме сӗнетӗп. Ачасене уроксем хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме шкул ҫывӑхӗнче пӗр клуб та, ФСК та ҫук. Чиркӳ вара - темиҫе те. Собор чанӗпе хӑнкӑравӗсем урок ирттерме, вӗренекенсене тимлӗрех пулма чӑрмантарӗҫ. Кермен умӗнче ыйткалакансем, кӗл тӑвакансем пуҫтарӑнӗҫ - ҫӳп-ҫап хӑварӗҫ. Ӑна ачасен тасатма тивӗ. Халӗ те вӗсем сквера тирпейлеме хутшӑнаҫҫӗ".

"Тӗп хулан ҫак скверӗнче храм лартма сӗнни паянхи социаллӑ ыйтусемпе ҫыхӑнса тӑмасть, - терӗ республикӑн Патшалӑх Канашӗн, хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Александр Соловкин. - Вырӑнти влаҫӑн халӗ чиркӳ тума тӗллев лартмалла мар. Калӑпӑр, ача сачӗсем ытларах уҫмалла. Совет тапхӑрӗнче хута янисем халӗчченех ача пӑхман организацисен аллинче. Ҫакна епархире те пӗлеҫҫӗ, анчах курмӑш тӑваҫҫӗ, ачасене садра вырӑнпа тивӗҫтерессишӗн пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ. Республикӑра юлашки ҫулсенче кӑна тӑхӑр чиркӳ уҫнӑ. Хула влаҫне тепӗр храм мӗн тума кирлӗ? Хӑйсен ҫылӑхне каҫарттарма?" Залра унта та кунта кулни илтӗнчӗ.

Максим Курленко пачӑшкӑ, ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен общество палатин хастарӗ Илья Тумаков, Кирилл Федоров, Денис Волков кермен ҫӗклессишӗн, Федор Алексеев, Сергей Утриван, Сергей Чуплыгин, Анатолий Алексеев, Борис Миронов проекта хирӗҫлесе каларӗҫ.

Эпӗ, сквертан инҫе мар вырнаҫнӑ 24-мӗш шкулта вӗреннӗскер тата 1968 ҫулта музей никӗсне янӑ кун ирттернӗ митинга ачасемпе пӗрле хутшӑннӑскер, ҫапла каларӑм: "Ку вырӑнта собор мар, ача-пӑчан пултарулӑх керменне ҫӗклесен вӗренекенсемшӗн усӑллӑрах..." Сӳтӳ-яву вӗҫленсен кашни ҫын шухӑшне сасӑлав ирттерсе пӗлчӗҫ. Скверта собор хӑпартассишӗн - 44-ӑн, хирӗҫ 47-ӗн сасӑларӗҫ. Ӑна тӑвассишӗн - яш каччӑсемпе хӗр-упраҫ, ҫав шутра - казак кадетсем. Вӗсене шкула хӗрлӗ хӑюллӑ шӑлавар тӑхӑннӑ вӗрентекен ертсе килнӗ.

"Эсир скверта кафедра соборӗн проектне пурнӑҫа кӗртесси пирки иккӗленнине пӗлтернӗ, - терӗм тӗп архитектора. - Унтанпа хӑвӑр шухӑша улӑштармарӑр-и?" "Ҫук, - хуравларӗ вӑл. - Администраци ҫак кунсенче тӗрлӗ майпа, ҫав шутра электрон мелпе, хула ҫыннисен шухӑшне йышӑнать. Ыйтӑва вӗсен сӗнӗвне тӗпе хурса татса парӗҫ".

Иртнӗ 20 ҫулта ҫӗр-шывра граждан обществине вӑйлатасси ҫинчен нумай калаҫрӗҫ. Шел те, влаҫ халӗ те вӑл е ку ыйтӑва татса панӑ чухне халӑх шухӑшне пӗрремӗш вырӑна хумасть, хӑйӗн пуҫне мӗнле проект кӗрет - ҫавна пурнӑҫлать. Шкула пуҫтарӑннӑ ҫынсем хӑйсен шухӑшне хӑрамасӑр, уҫҫӑн сасӑласа пӗлтерни питӗ савӑнтарчӗ. Апла тӑк чун-чӗрере ирӗклӗх туйӑмӗ пур-ха. Администраци ертӳлӗхӗн хула ҫыннисене итлемеллех.

 

Владимир АКТАШ, публицист

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.05.17 14:35
Ыйту татса памалли йĕрке( процесс принятия решения) мĕнле çуралнине ăнланакансемшĕн паллă чиркÿ ыйтăвĕ ăçтан пуçланса кам хĕтĕртнипе çурални. Вĕсем выляса пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах ача-пăча пахчи, шкулсем, культура çурчĕсем çитмеççĕ( намăс та, патшалăх гимне кĕвĕлекен Г.Лебедев композитăр çуралнă тăрăхра та Культура е ача-пăча аталану керменĕ çук).
Владимир // 2759.03.3275
2013.05.28 15:46
Çав уçнă чирĕке халăх çÿрет пулсассăн, эсир калаçни пуш параппан кăна. Ялтан вун çин кайсан та, вун çин хăйне этем вырăнне хунине пĕлтерет. Çак вун çин хăйĕн маласлăхĕшĕн шутланине кăтартать.
Владимир // 2759.03.3275
2013.05.28 15:54
Чирĕке кĕрсен çиннăн этемлĕхĕ вăранать. Этем чирĕкре хăйне туять, унăн çунат сарăлать таса ĕмĕтсем çуралаççĕ. Усалăн вара аташас туйăм вăйланать, хирĕçес килет, аркатас килет. Мĕншĕн тесен вăл хăйне алхашу шавĕнче пытарсшăн.
Agabazar // 1833.94.4619
2013.05.28 16:13
Agabazar
Володя господин, эсир хăвăр çуретĕр-и вара чиркĕве? Совет саманинче те çÿренĕ-и? Çÿренех пулсан, çунатсем сарăлни, ĕмĕтсем çурални пулнă-и сирĕн? Калăпăр, чăваш цивилизацийĕн малашнехи аталанăвĕ тĕлĕшпе? Çупăрласа илнĕ-и чăваш малашлахĕ тĕлĕшпе ырă шухăшсем? Хальхи вăхăтра чиркÿ уçас текенсем казак тумĕпе çÿреççĕ.
Владимир // 2759.03.3275
2013.05.28 17:00
1984-мĕш çулта питĕ аслă чирĕкре Порецки тăрăхĕнче тĕне кĕтĕм, Турра хам чуна патăм. Унтанпа пĕрре те хам çула улăштарман. Пуп хутте мĕн тăхăнтăр, вăл маншăн Турă мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.05.28 19:45
Кунта чиркÿ çинчен калаçакансем те Турă çыннисем çинчен сахал чухлаççĕ. Чиркÿне кайса пурăнмалла пĕр çур çул( ЧНК-на кайса пурăнмалла тенĕ пекех). Вара пустуй сăмахсем сахалрах çырмалла пулĕ. Улатăра кайса килĕр Праскье(отец Василий) "таса" атте кам иккенне пĕлме. Чиркÿпе аташма пăрахмалла, кун чухлĕ храмсем патша вăхăтĕнче те пулман.
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.05.29 16:44
Мадуров мăчавар кашни çулах чÿк тума пухать халăха.Хамăр несĕлсене асăнса така пусса шÿрпе пĕçереççĕ.Пин çул тытса пынă йăла-йĕркене малалла тăсни,хамăр турăсене манманни кăна упраса хăварать чăваша.
Микулай // 4186.57.1361
2013.05.29 23:00
Эй, çÿлти Аттемер, санан яту хисеплентер, санан ирĕкÿ çĕр çинче те çÿлти пекех пултар. Эпир хамăра парамла пулнисене каçарна пек, пирĕн парăмсене каçар. Усалтан хăтар пире! Санан патшалаху та, ирĕкÿ те ĕмĕре! Аминь! Турăçăм, çакăнта çылăха кĕрекенсене пурне те каçар, хăвăн хÿттÿне ил. Ан пăрах пире!
2013.05.29 23:12
Аçтахар Плотников
Кам кунта çылăха кĕнĕ вара? Чăваш Туррине ĕненекенсем-и?
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.05.30 13:42
Çылăха кĕрет хăй ĕненекен тĕне кăна тĕрĕс тесе ыттисене те хăйĕн туррине ĕнентерес текенни.

Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем