bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 09:43 | |
Акасапар, çиелтен ан шăйăрттар. Леш тĕрĕслекенсен, ахăрнех, И.Иванов НКО( некоммерчески организаци) урлă Турккăсенчен е урăх çĕртен укçа-тенкĕ туяннă тесе информаци те пур пулĕ-ха. Çавăнпа вĕсем ахăраççĕ, эс пур информацине те пĕлместĕн вĕт, суд ларăвне те кайса курмарăн. Кунта аудиторинчи пек кăшкăрашни ним те улăштараймасть. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 09:53 | |
Акасапар,тĕрĕс çырать Петĕр. И.Ивановран Герой-Паттăр тумасан та юрать. Сана çакăн пек ыйту: И.Иванов Петĕре хÿтĕлеме Муркаша е Етĕрнене Суд ларăвне кайĕччĕ-и? Тавай кунтан ыйтăва пăхса тухар.Çавăн хыççăн Паттăр е мар тесе поплеме полать( чĕлхе çинчен уйрăм калаçу). Хальхи вăхăтра пурте ПИАР( курас килмест пиаршиксене)тăваççĕ, çавăнпа ПĔТĔМЛЕТŸ тума ан васка. | |
Agabazar // 9675.2.6605
2013.09.09 13:32 | |
bor1959:"Леш тĕрĕслекенсен, ахăрнех, И.Иванов НКО( некоммерчески организаци) урлă Турккăсенчен е урăх çĕртен укçа-тенкĕ туяннă тесе информаци те пур пулĕ-ха." Судра унашкал япаласем пирки пĕр сăмах та çук. "Çук" япала пирки çăвар тутине те сая ямалла мар. Судра тĕрессипе Иллене мар, чăваш чĕлхине суд тăваççĕ. | |
Agabazar // 4181.59.6163
2013.09.09 14:34 | |
Ну, савăнăр эппин суд пырать тесе. Мĕн каласси пур, питĕ савăнтаракан суд...
Кам чĕлхене таптать — çав паттăр. Епле чăтас ку намăса? (Петĕр Хусанкай). | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.10 09:39 | |
Акасапар, эс ыттисенчен тăнлăрах мар. Эпир судра чăваш чĕлхине айăпланине чухлаппăр( для многих не совсем корректно,когда чăваш чĕлхи ассоциируется с одиозным Илле И.), анчах та пире чĕнсе каланисĕр пуçне мĕн те пулин ту-ха! Илтетĕн-и: МĔН те пулин, начарри е сулăмли пуçла мĕнрен те пулин. ЧНК Президиум ларăвĕ пуçланнине пăх. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.10 09:41 | |
Акасапар, çавăн пек( колхоз собранийĕ) Президиум ларăвсене ма çÿреместĕн эс. Çÿре,Тавракурăмна ÿстер( эп уже ÿстереп почти 15 çул. | |
Agabazar // 3335.60.8673
2013.09.10 12:05 | |
bor1959, кунта одиозный тесе хакламалли тĕрĕссипе Илле-паттăр Иванов мар, эсир хăвăр. Малтан канашлăва унăн (тата чăваш чĕлхин) хÿтĕлевçи пек кĕтĕр, каярах ăна путарас тĕлĕшпе чи пархатарсăррисенчен те ирттерме пуçларăр... Пурнăç —хÿри парнăç. | |
Якур // 5799.2.5566
2013.09.10 13:45 | |
Сăмахсемпе ан перкелеш Акапасар. bor-а хÿтĕлесе мар, тÿр-чăн сăмахъшăн калатăп. Мĕн тунă-ши bor е Тимĕр чăвашлăха путарас( эс калашле)тесе. Ăнлантар-ха пĕер-ик сăмахпа кăшкăрмасăр, çухăрашмасăр. Е саншăн пурпĕрех мĕн каласси, çырса пултăр( вырăссем пек писать в стол). | |
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.11 10:09 | |
Акапасар манса ан кай."по делам судят,а не по словам"-тенĕ мудрец.Нимте тумарăн.Ниçта та курăнмарăн.Таки виртуальнăй паттăр пулсах ĕмĕрлерĕн.Илле паттăра хÿтĕлеме чĕнчĕç сана суда пырса.Хăрарăн. | |
Agabazar // 3037.20.0628
2013.09.11 13:13 | |
Эпир кунта пурте виртуаллă "паттăрсем". Пурте! |