Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Аслӑ классенче те чӑваш чӗлхи вӗрентесчӗ тет Г.Абрамова

Аксар Чунтупай05.06.2013 22:258673 хут пӑхнӑ
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2013.06.05 22:39
Аксар Чунтупай
Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Тĕл пулу Раççей Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче иртнĕ. Чăваш чĕлхин вĕрентÿ кĕнекисен авторне Галина Абрамовăна хулари шкулсенче аслă классенче вĕренекенсене валли Чăваш Чĕлхи кĕнекине кăларас ыйту канăçсăрлантарать.
2013.06.05 22:40
Аксар Чунтупай
Паянхи куна илсен, хула ачисем 10-мĕшпе 11-мĕш класра чăваш литературине кăна вĕренеççĕ. Михаил Игнатьев çакнашкал кăларăмсене федераллă стандартсене пăхăнса кăлармаллине палăртнă. Видео авторĕ - "Чăваш ен" хыпарсен кăларăмĕ.
2013.06.05 22:42
Аксар Чунтупай
Элтепер тĕрĕсех калать-ши? Чăваш чĕлхи предмечĕ наци компоненчĕ мар-и вара? Федераллă стандарта, ман шутпа, ку пĕртте хирĕçлемест...
Agabazar // 4241.1.0534
2013.06.06 21:07
Agabazar
Аксар Чунтупай:"Паянхи куна илсен, хула ачисем 10-мĕшпе 11-мĕш класра чăваш литературине кăна вĕренеççĕ..." Тÿрлетÿ: чăннипе вăл ачасем чăваш литературин ВЫРĂСЛА КУÇАРĂВНЕ вĕренеççĕ.
2013.06.06 22:01
Аксар Чунтупай
Чĕлхине вĕрентмеççĕ пулсан епле-ха литературине чăвашла вĕрентме пулать? Нонсенс...
2013.06.06 22:04
Аксар Чунтупай
Чăваш чĕлхине чăваш шкулĕнче те (10-11 классенче)вĕрентмеççĕ вĕт-ха... Ман шутпа, ку япала пĕртте тĕрĕс мар. Çавăнпа ялти ачасем те вырăсланса кайрĕç, папа, мама теме пуçларĕç...
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.06.07 10:15
Папа-мама теме пуçларĕ чăваш Яковлев хыççăн.Чăваш интеллигенци аталанма пуçласан.
2013.06.14 15:53
Аксар Чунтупай
Интеллигенцисĕр Чăваш автономине те туса хума май пулмĕччĕ çав...

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем