Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Тӗнчере наци нумай, чӑваш - пӗрре

«Хыпар»29.07.2013 17:0933091 хут пӑхнӑ

2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ съезчӗ пухӑнмалла. Вӑхӑт нумай юлмарӗ. Ҫынсен, тӗрлӗ ушкӑнӑн съезд умӗнхи шухӑш-кӑмӑлне пӗрлештерес тӗллевпе «Хыпар» хаҫатра «Калаҫу тӗпелӗ» уҫма сӗнетӗп.

Чӑваш наци конгресӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа икӗ теҫетке ҫул иртрӗ. Вӑл вӑхӑтра Раҫҫей патшалӑхӗнче те, чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнче те питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗрлӗ улшӑну пайтах пулчӗ. Чӑваш конгресӗ ҫав улшӑнусен вӑхӑтӗнче хӑйӗн кирлӗлӗхне, чӑмӑртану хӑватне, малаш туртӑмне кӑтартса хӑварма пултарчӗ. Вӗсене халӗ аванах курса тӑратпӑр.

Чӑваш конгресӗ юлашки ҫулсенче мӗн тунӑ е мӗн туманни ҫинчен каланисем, ҫырнисем ҫителӗклех пулчӗҫ. 20 ҫулхи юбилейӗнче каланӑ сӑмахсем те пичетленчӗҫ. Чӑваш халӑхӗн «хӳтӗлев механизмӗн» шанчӑклӑ тӗп шалтӑрми - шӑпах наци конгресӗ. Йӗркеллӗ ӗҫлесен вӑл халӑхпа патшалӑхшӑн ҫав тери сулӑмлӑ та сумлӑ ӗҫсем тума пултарать. Тӗнче тӑрӑх сапаланса пӗтнӗ халӑха пайӑр-пайӑр чӑмӑртаса Шупашкар тавра пӗрлештермелли лайӑхрах мел халӗччен никам та сӗнеймерӗ-ха. Вырӑнти культура автономийӗсене, центрсемпе пӗрлешӳсене, шкулсемпе вулавӑшсене, клубсемпе ансамбльсене урӑх нихӑш фонд та, центр та конгресс чухлӗ туртса тӑраймӗ. Ку мел чӑннипех те ӑнӑҫлӑ пулнине халӗчченхи опыт витӗмлӗ ҫирӗплетсе пачӗ. Эппин, текех Чӑваш наци конгресӗн ҫитменлӗхӗсемпе йӑнӑшӗсем ҫинчен мар, малалла мӗн тата мӗнле тӑвасси пирки пуҫа ватса пӑхӑпӑр.

Ҫӗнӗ вӑхӑтӑн ҫӗнӗ лару-тӑрӑвӗнче пӗтӗм чӑваш халӑхӗн пӗрлӗх органӗн – наци конгресӗн - ҫӗнелӳ ҫулӗ ҫине тӑма вӑхӑт ҫитни уҫҫӑн паллӑ, ун ҫинчен иртнӗ съездрах каланӑччӗ.

Ку съездра ҫӗнетӳ пулмаллах. Аталанмасӑр пӗр вырӑнта тӑракан, ҫӗнӗ шухӑшпа ҫӗнелме пултарайман, тӑван республикӑри халӑха тулайри чӑвашсемпе пӗрлештерсе ҫитереймен конгресс халӑха та, патшалӑх тытӑмне те кирлӗ мар пулса юлать. Манӑн шухӑшӑмпа - чӑваш халӑхӗ нихӑҫан та пӑрахӑҫа тухма килӗшес ҫук. Чӑваш аптраманлӑхӗнчен тӗнче тӗлӗнет. Пирӗн питех те ҫирӗп ӗненӳ пур: чӑваш тӗнче пӗтсен тин пӗтет!

«Конгресс мӗн тума кирлӗ, унсӑрӑн та пурӑнма пулать», - текен сахалланчӗ. Паллах, суту-илӳ айне пулнӑ пайтаҫӑсене, влаҫпа мул ӑшне путнӑскерсене халӑх пӗрлӗхӗсем кирлӗ мар. Вӗсене наци ыйтӑвӗ, халӑхсен культури, чӗлхи хӑйсене тупӑш панӑ чухлӗ ҫеҫ кӑсӑк. Тӗнчери империсене, Раҫҫей патшисене вак халӑхсем нихӑш чухне те тан кирлӗ пулман. Пире хирти ҫум курӑкӗ вырӑнне ҫеҫ хунӑ, хӑвӑртрах кӑкласа ывӑтма хистенӗ, пин тӗрлӗ куланайпа пусӑхланӑ, «каснӑ та вӑтӑрнӑ». Ертӳлӗхшӗн халӗ те чӑрмавлӑ пӗтме пӗлмен вак халӑхсем. Ҫав тутарсемпе чӑвашсем, пушкӑртсемпе ҫармӑссем, чеченсемпе балкарсем пулмасанах Мускав улпучӗсемшӗн тӗнче тикӗс пулмалла. Анчах ҫынсем ӑнланаҫҫӗ: нихӑш халӑх та кашкӑр ҫӑварӗнчи путек пек ҫухаласшӑн мар. Чӑваш халӑхӗ тӑхӑр ӗмӗр пусмӑр айӗнче пурӑнса та хӑйӗн ятне-чысне, пурӑнас мехелне ҫухатман. Пурнӑҫ туртӑмӗ пирӗн халӗ те ҫирӗп. Ҫакна чӑваш тип-шар тума пултарни темрен те вирлӗрех кӑтартса тӑрать.

Юлашки ҫулсенче Ҫӗпӗрти, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Мари Элри, Чӗмпӗр, Пенза, Сарӑ ту, Самар, Эрӗнпур, Кемӗр облаҫӗсенчи чӑваш ялӗсене ҫитсе курни тӑрӑх ҫирӗплетсех калама пултаратӑп: халӑхӑмӑр сывӑ та ҫирӗп. Чӑвашпа тутар ялӗсем - Раҫҫей нушисене парӑнман, упранакан тирпейлӗ ялсем. Тӑван чӗлхене вӗрентме пӑрахнӑ, чӑваш йӑли-йӗркине маннӑ ялсем кӑна хӑвӑрт арканса пыраҫҫӗ. Вӗсем чӑвашсен Раҫҫейӗпе те нумай мар. Ҫавӑнпа кутӑн кайнин сӑлтавне тупма ҫӑмӑл: чӑваш йӗркипе пурӑнма пӑрахнӑ ялсем вилме выртнӑ! Ваттисем чӑвашла калаҫсан та, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ тӑван тымарсене йӑлтах ҫухатнӑ, тӑван ҫӗр вӗсемшӗн кӗске вӑхӑтрах тиркевлӗ ют вырӑн пулса кайнӑ. Ачисемпе мӑнукӗсем тӑхӑмӗсен ҫӗрӗ ҫине ҫӳреме пӑрахни ытла та килпетсӗр. Чипер ешерсе пыракан Никитино е питӗ паллӑ Канаш /Тюмень облаҫӗ/, ӗмӗртен чаплӑ Калмантай /Сарӑ ту облаҫӗ/ ялӗсем юлашки чӗрӗк ӗмӗрте ман куҫ умӗнчех япӑхса ларчӗҫ. Кашни кил урлӑ тӑват-пилӗк хупӑ ҫурт, урам урлӑ утма ҫук пиҫен те вӗлтрен. Кунта чӑвашла вӗрентмеҫҫӗ, ниме тумаҫҫӗ, халӑх уявӗсене ирттермеҫҫӗ. Кунта чӑвашлӑх сывлӑшӗ сӳннӗ. Вырӑнти ертӳлӗх ун пек ялсем ҫине алӑ сулнӑ. Эпир те алӑ сулӑпӑр-и?

Самани саккӑрла ҫаптарчӗ пулсан та чӑн чӑвашсем мӑн маҫаксем суйласа илнӗ тулӑх та хитре ҫӗрсене пӑрахса тарман. Ҫурҫӗрте е аякри урӑх вырӑнсенче ӗҫлесех ҫурт-йӗр ҫавӑраҫҫӗ, ача-пӑча ӳстереҫҫӗ. Шкулта чӑваш сӑмахне вӗрентме хистесех пӑрахтарасшӑн пулсан та - пӑрахмаҫҫӗ. Ун пек ялсем – Пушкӑртстанри Кив Ҫеменкке-и вӑл е Тутарстанри Патраклӑпа Чӑваш Майни - талпӑнса ҫӗнелеҫҫӗ. Унти культура автономийӗсем хастар. Ыттисем илтнӗ-и Чӑваш наци конгресӗ ҫинчен? Тахҫан илтнӗ. Пенза облаҫӗнчи Кив Энтриел вулавӑшҫи, 36 ҫул чӑваш кӗнекисене, культурине саракан Мария Суконникова съезда чӗнессе шанать. Итӗм Кура ял тӑрӑхне 26 ҫул ертсе пыракан Сергей Фомин, Пушкӑртстанри Федоровка районӗнчи сыватӑш врачӗ Аркадий Русаков ҫыравҫӑ та съездра пуласшӑн. Вӗсем съезда килме делегатсене вырӑнта суйламалли ҫинчен пӗлмеҫҫӗ. Чӗнессе кӗтеҫҫӗ. Калмантай паттӑрӗ Василий Андюков тавра пӗлӳҫӗ чӗнессе кӗтмесӗрех конгресс штабне килсе кайнӑ. Вӑл съезда хатӗрленме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ытти ҫӗрте вара ЧНК ҫинчен е пачах илтмен, е хӑҫан та пулин конгрессменсем пырса каласа парасса ӗмӗтленеҫҫӗ.

Кӗсье инҫе сасӗпе Интернет вӑхӑтӗнче ҫапла пулмалла-и? Ҫук. Кашни киле ҫитмесен те ЧНК сӑмахӗ кашни ял тӑрӑхне, шкула, вулавӑша кунсерен ҫирӗппӗн пырса тӑмалла. Кунта нимӗнле чӑрмав та ҫук. Ӗҫе йӗркелесси кӑна.

Малтанхи устав тӑрӑх делегатсен йышӗ кашни съездрах виҫҫӗрен икӗ пайӗ патнелле улшӑнса тӑмаллаччӗ. Юлашки съездсенче делегатсем мар, чӗннӗ тӑвансемпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хӑнисем халӑх ячӗпе калаҫрӗҫ. ЧНК президиумӗпе Мӑн Канаш намӑс ҫак пулӑма сирсе ямалӑх вӑй тупаймарӗҫ. Капла лару-тӑрура Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ черетлӗ съезда нацие тивӗҫлӗ шайра ирттерме май килтереймӗ.

Ҫавӑнпа ЧНКн 7-мӗш съездне хатӗрлеме йӗркелӳ ушкӑнӗ тума ыйтатӑп. Унта общество организацийӗсен, культура автономийӗсен, партисен, патшалӑхран тивӗҫлӗ органсен, ҫав шутра тулайри чӑваш ертӳлӗхӗсен ҫыннисем, халӑх ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗсем тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн представителӗ пулма тивӗҫ.

Чӑваш наци конгресне йӗркеленӗ чухне 1991-1992 ҫулсенче республикӑн Аслӑ Канашӗ пысӑк ӗҫ турӗ. Ку хутӗнче те ҫак ӗҫе тытса пыма Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пуҫӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. «Эпир общество организацийӗсен ӗҫне хутшӑнмастпӑр» тени Чӑваш Енре тӳрре тухмасть. Конгреспа патшалӑх ертӳлӗхӗ тӑван халӑхшӑн пӗр йӗрпе, пӗр тӗллевпе ӗҫлемелле. Иккӗленни е турткаланса тӑни усӑллӑ пулмӗ, сиен кӑларма пултарӗ. Ваттисем калашле, тинӗс хумханмасӑр тӑраймасть. Халӑх та ҫавах. Ҫавӑнпа Патшалӑх Канашӗн Председательне Юрий Попова, ЧНК президентне Геннадий Архипова йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ним тӑхтаса тӑмасӑр ҫак уйӑхрах палӑртма ыйтатӑп.

Съезда хатӗрленсе конгресӑн ҫӗнетнӗ Устав проектне, делегатсем суйламалли йӗркепе квотӑна республикӑри кашни района, тулайри кашни кӗтесе халех ҫитермелле - вырӑнти пухусенче отчетпа суйлавсем ирттерме вӑхӑт кирлӗ. Ҫав пухусенче суйланӑ делегатсен тата ЧНК Мӑн Канашне кӗртме сӗннӗ ҫынсен списокне съездчен пӗр-икӗ эрне маларах «Хыпар», «Республика» тата «Чӑваш тӗнчи» хаҫатсенче пичетлесе кӑларма, Интернет сайтне вырнаҫтарма, Наци хум сасӗ урлӑ пӗлтерме сӗнетӗп.

Съездра йышӑнмалли тӗп документсен проекчӗсене малтанах сӳтсе явасси, вырӑнсенчен килекен хыпарсене пӗтӗмлетсе тухасси ЧНКра тахҫанах йӑлана кӗчӗ. Халь тин ӑна пӑсас ҫук. Эппин, съездӑн кун йӗркине, делегатсен тӗллевӗсене халӑх патне съезд уҫӑличченех ҫитерме, ӗҫлӗ сӗнӳсемпе кӑтартусене пичет урлӑ хыпарласа тӑма тивет.

Халӑхӑмӑр шухӑшлама пӑрахман-ха. Чӑмӑртанса ӗҫлеме, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнма пӗлет. Малтанхи съездра йышӑннӑ пекех Чӑваш Республикинчи кашни район тулайри пӗр-пӗр регионпа, кашни ял инҫетри ялпа, кашни шкулпа вулавӑш аякри шкулпа та вулавӑшпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну йӗркелеччӗр, ӑна ҫулсерен ҫирӗплетсе, кирлӗлетсе, усӑллӑ туса пыччӑр. Чӑваш университечӗсен чӑваш факультечӗсем тулайри ҫамрӑксемпе ӗҫлемен пиркиех факультетсене хупмалла туса хутӑмӑр. Патшалӑх умне ыйтӑва тӗрӗс лартман пиркиех Чӑваш лицейне хуптартӑмӑр, пултаруллӑ ачасен шкулне уҫаймарӑмӑр. ЮНЕСКО палӑртнӑ пекех часрах пӗтсе ларас терӗмӗр-ши? Ҫук. Халех вилместпӗр. Пирӗн халӑхӑн малашлӑха утмалли ҫулӗ йӑлтах хупӑнман-ха. Тен, съезд умӗн сӳтсе явсан урӑхла ҫул-йӗр те курӑнса каймӗ-и? Пӗрле шухӑшлама пухӑнать съезд, ҫавӑнпа унти шухӑшлас ыйтусене малтанах палӑртма тӑрӑшӑпӑр.

Тӗнчере ҫын та, халӑх та нумай, чӑваш – пӗрре. Тӗнчешӗн эпир мулпа е ырлӑхпа мар, авалхи тымарлӑ чӑваш пулнипе хаклӑ.

Ҫакна ӑнланнӑ халӑх Чӑваш наци конгресне шанать. Чӑвашсен вӗреннӗ ҫыннисене калатӑп: тӑван халӑх шаннине пирӗн тӳрре кӑлармаллах. Аслӑ асаттемӗр Иван Яковлев сӑмахӗсем чӗлхе ҫине килеҫҫӗ: «Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ - ҫакна пӗлсе тӑрӑр... ахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать».

 

Виталий Станьял, ЧНК Мӑн Канашӗн пайташӗ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3116.79.8481
2013.09.25 15:23
Agabazar
bor1959: "Эп ăна "Одиозный" тенĕ("одизный" мар)" Пулать вĕт этемкке, çавнашкал ирсĕрлĕхе тепĕр хут калама ÿркенмест...
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.25 16:20
Акасапар! Букварь е словарь вула."Одиозный" тени пĕртте япăх япала мар. Вăл сăмаха тивĕçекен çын пурнăçра тĕлĕнмнлле, хăрушла Çитĕнÿсем тумалла, тума тивĕç те. Енчен те çав "Одиознозне" тĕрĕс Çулпа ярсан. Тек урăх ним те çук пирĕн хушăра. И.Иванова эп санран ытларах пĕлнĕ пек туйăнать. Ăнлан, Акасапар. Эс наци лидерĕ мар, çавăнпа кантурта ларан.
Светлана Ильина // 4186.57.1361
2013.09.26 15:45
Ку менле сайт вара? Тавлашмали -и?
Agabazar // 2288.04.8708
2013.09.30 01:07
Agabazar
Мĕншĕн тавлашмалли? Илле-паттăр Иванова хÿтĕлемелле тени —пачах та тавлашмалли ыйту мар! http://www.irekle.org/articles/i48.html
Атл // 3089.50.9586
2013.09.30 02:04
"Кубрат:"Чуваши приветствуют друг друга словом салам(ислам)."
Салам/Çăлам-спасу!Шелом/Шăллăм-братишка.. Ислем-это почти"побить" на чувашском.."Ай,ислетре!"
Якур // 3528.46.6609
2013.10.02 00:10
Акасапар, кунта В.П.Станьял Çыруне сÿтсе явмалла, чăмха сÿтмелле. Ан пăтраштар халăха. Унсăрăн та никам та çĕнĕрен кĕместь сайта. Санпа мана итлесе йăлăхрĕç пуль.
Якур // 3441.64.3173
2013.10.02 09:41
Каçарăр: Çăмха сÿтмелле, кайран кирлĕ япала çыхмалла, тĕвĕлемелле.
Атл // 3089.50.9586
2013.10.05 05:33
<< в детских садах и ломают чувашских детей,в детских садах и уничтожают генетический фонд чувашского народа>> А чем заняты БАБЫ ВАШИ в ЭТО время?есть тёщи-бабульки? пусть ухаживают,учат ВСЕМУ!
Атл // 3089.50.9586
2013.10.05 06:08
Резус-отр.кровь 1-ой гр.чувашей тюркская? А у бАСков почему не так? Они с ордой не ... ?? .. не смешались? не сношались?? Так появляются всякие"Гены" на Свете белом?
Agabazar // 3002.21.5602
2013.10.05 11:03
Agabazar
Атл:"А чем заняты БАБЫ ВАШИ в ЭТО время?" Лучше поговорите о СВОИХ БАБАХ, прежде чем указывать пальцем на "ВАШИ БАБЫ", прикидываясь добреньким. Не понимаете — не говорите...

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем