Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5735172 хут пӑхнӑ

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 2851.19.0896
2013.10.14 21:36
Ивантьаев-маттур.Конгресра йĕрке тума пултарчĕ.Архипоффсене,Красновсене вырăна лартма пултарчĕ.10çул ытла халăхран кулса пурăнчĕç.Ăçта пулнă ун чух камерăпа ÿкерес текеннисем?Ма ун чух кĕрешмен вĕсем конгресра йĕрке тăвассишĕн?Влаçран хăранă?
Agabazar // 2018.39.7087
2013.10.14 22:01
Agabazar
Мĕн туса тĕлĕнтерчĕ вара Ивантаев 10 кун хушшинче? Архиповсемпе Красновсем мĕнле "вырăнта" лараççĕ тата халь? Илле Иванов монологне "намăс япала" вырăнне хуракан кам? (Хурав:Ивантаев). Унччен çак вице-президент хăш тĕнчере пурăннă?
2013.10.14 22:42
Аçтахар Плотников
Тимĕр ĕнтĕ хайхи Архиповпа хăй кăна унччен кĕрешнине никам та курмасть тесе каласшăн пулĕ? Ара куншăн мухтама тивĕç кăна ĕнтĕ. «Ма малтан пулман?» — ара кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ-çке. Ун чухне вăхăчĕ çитмен.
2013.10.14 22:45
Аçтахар Плотников
Халь те çитмен. Ирĕклĕх тесе савăнма вăхăт çитмен. Пĕлсех тăратăп — тӳре-шара çавах хăйĕннех тăвĕ, халăх ыйтни çине лач! кăна (малтанхи пекех) сурса хурĕ. Пирĕн унашкал лару-тăру пулса тухасса хатĕрленмех тивĕ.
Вăхăчĕ вара, чăваш халăхĕ çĕкленме çĕнĕрен пултарасси — пĕр 6-7 çултан çитет пуль.
2013.10.14 22:47
Аçтахар Плотников
Ан тив, пире самозванецсем теейчĕр, ан тив чăваш ялавне çĕклеме чарччăр — анчах хальхи вăхăт вăл — ман шутпа пĕрремĕш утăмсем (çĕнĕрен çĕкленнĕ тапхăрăн). Пĕрремĕш утăм шаннă пек пулса тухаймасан та куллянма кирлĕ мар.
Agabazar // 1169.85.7550
2013.10.15 08:00
Agabazar
Admin:"Вăхăчĕ вара, чăваш халăхĕ çĕкленме çĕнĕрен пултарасси — пĕр 6-7 çултан çитет пуль."Эпĕ ытларах та кĕтме хатĕр. Анчах вĕçĕмсĕр "çут пуласлăхшăн" ĕмĕтленсе ларнипе çеç пурнăç пулмасть. Çыннăн паян пурăнмалла, паян хăйĕн пурнăçне йĕркелемелле. "ЗДЕСЬ И СЕЙЧАС". Çапла калаççĕ. "Самозванец" сăмаха хăлăпкасемпе хупмалла пуль.
Agabazar // 2927.16.8777
2013.10.15 10:23
Agabazar
Хăлăпкасем тесе эп кунта кавычкăсене каларăм.
Якур // 2513.26.4533
2013.10.15 12:35
Ман шутпа Акапасар Чнк на кĕрсе анлăн ĕçлеме пуçласан чăвашлăх тапранса каять. Вара 6-7 ма кĕтес, тепĕр 10 кун сьездчен, кайран тепĕр 10 кун на раскачку. Вара пăр тапранса кайрĕ кĕркуннех, ма Çуркуннене кĕтес. Ивантаевсем, Клементьевсемпе Ориновсем, тем более Портновсем аякра тăччăр.Вот мĕн кĕтет пире, татах ăнсăртран унта Илле И. хутшăнсан?
"Сĕтев" хаçат редакторĕ Мочалов // 1992.01.7337
2013.10.15 23:17
Октябрĕн 26-мĕшĕ чăваш халăхĕн шăпин чĕрĕлĕвĕ. Ăна çухатмалла мар. Пурин те çав кун çав сехетре академи театрĕ умне пухăнмалла тесе шутлатăп.
2013.10.15 23:28
Аксар Чунтупай
Тăванăмăрсем! Съезчĕ пуçланман-ха, эсир пăлхав çĕклетĕр. Аслă пуху пуçлансан куç курĕ унта - çывăрса кăна лармалла мар (ытти чухне çапларах пулаканччĕ, е кирлĕ чухне тухса кайса пĕтетчĕç). Суйланнă делегатсене, хальлĕхе, никама та çăварлăхламан. Эп хам та делегат. Камăн ĕç программи пур (ăнăçлă, шанчăкли, пуласлăхшăн кĕрешекенни) çавăншăн сасăлăп.

Страницӑсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем