Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4269445 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 3168.69.1680
2013.12.26 22:09
Ăнлантарăр ĕнтĕ кам та пулин йĕркеллĕ хирĕçмесĕр Акапасара.Чăвавшсем,суварсем,пăлхарсем тата пирĕн несĕлсем нихçан та пĕр çынна Эсир тесе каламан.Курнăçланса тата суя хисепленипе Эсир теесси вырăссенчен килнĕ Акапасар пеккисене.Вырăсем французсенчен илнĕ
Тимӗр // 3168.69.1680
2013.12.26 22:14
Министрсене мускавсем лартаççĕ.Çавăнпа тен вĕсем Эсир пулса тухаççĕ.Килĕшет вĕсене эсир.Акапасар,а сана мĕншĕн Эсир килĕшет?Станьял эсĕ тесен савăнать.Илле-паттăр эсир тесен калама çук кÿренет.
Agabazar // 2053.62.2594
2013.12.26 23:43
Agabazar
Çыншăн кулач çиме хушман!

Станьялусемпе Илле-паттăрусем хăйсем кунта килсе хăйсем калаччăр шухăшĕсене.

"Суварсем" тенине вара никам та нихçан та курман. "Снежный человек" тенĕ пекех илтенет вăл. Паспорт çине (е урах документ çине) çыртарам пекки туни те — пустуй япала çеç (леш хайхи "разделяй и властвуй" тенĕ пек).
Якур // 3753.0.6410
2013.12.27 01:13
Кунта Акапасара пĕрре кăна мар чĕнчĕç ĕнтĕ Суварсен ушкăнне кĕрсе паллашма.Йĕркеллĕ çынсем,АКапасартан нимпе те кая мар.Ытларах каласан тивĕçлĕрех те: эрех ĕçмеççĕ, чĕлĕм туртмаççĕ, авалхи йăла-йĕркене ырлаççĕ, сумлă ĕçĕсем пур, кĕпе-тумтир авалхи несĕлсенне тăхăнма тăрăшаççĕ,ачисене тăван чĕлхене,авалхи йăла-йĕркене вĕрентеççĕ тата ыт. те. Акапасар кам вара вĕсене хурлама, хăй мĕнле утăм тунă-ши çав енпе?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.27 09:48
Акасапара никам та ăнлантаримаç,мĕншĕн тесен вăл РАК. Принципиаллă ăнланма шутламаç.Станьялусене,Илле-паттăрусене тесе çырать.Çавăн пекех пурте "пренебрежительный" тонпа( эп Уж Тимĕр,Якур,bor пирки каламас та).Эп каланăччĕ Илле-паттăр çинчен те çырать Акасапар формăшăн кăна тесе,Чăн та çавăн пекех.Анчах юрĕ.Суварсем хăйсен уявсене эрехсĕр йĕркеленине ĕненмене переть,ĕненме питĕ ансат:ик-виç хут хăнана каймалла çеç.
Тимӗр // 2582.83.0381
2013.12.29 21:34
Акапасар,эсĕ суварсене курманни пĕлтерместь вĕсем çуккине.Тăмана кăнтăрла курманнишĕн хĕвел айăплă мар.Суварсем çак уйăйхра кăна Балтай Микуç выстăвкине хастар хутшăнчĕç.Суварсен çĕнĕ ул уявне нардукан уявне вăйлă ирттерчĕç.Пултараç суварсем!А чăвашсем ăçта?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.30 09:45
Акасапара чĕнмелле мар, вăл виртуаллă пулăм. Татах вăл реальный пулсан та хăрать:Çыншăн кулач çиме хушман ăна кукамăшĕ.
Agabazar // 7790.0.5742
2013.12.30 17:28
Agabazar
Timer: //Акапасар,эсĕ суварсене курманни пĕлтерместь вĕсем çуккине.//

Хăйсене "сувар" тесе калакансем чăннипе вĕсем пирĕн пек чăвашсемех.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.30 18:55
Акапасар-хăта,хохолсем те москальсем пекех волхвасем, славянсем.А эс пур Австро-венгри империйĕнче çырнă Гимнпа аташан.Окраинăра Карпат тăвĕсем патĕнчи халăх кăна çав гимнпа çума-çумлăн.Кăнтăр,Хĕвелтухăç Окраинăра пачах урăхла шухăшсем.Раççери ялан пурăнакан 2% ытла хохолсем,тата ĕçлеме килекен 3% хохолсем пачах урăхла шухăшлаççĕ Акасапар-теоретик-юлташ.Хырăм урăхла шутлаттарать пулмалла,ахальтен мар выçă инстинкчĕ чи вăйлă инстинкт.
Agabazar // 7790.0.5742
2013.12.30 19:32
Agabazar
"Борсем" сехĕрленсе ÿкни çакна систерет:

леш хайхи гимн çав тери тĕрĕс япала. "Борсем" мухтама тытăннă пулсан урăхла шутламаллаччĕ: Мĕншĕн тесен вал мухтакан япала чăннипе яланах начар.

Ытти сайтçăсем те çавна тавçăрĕç пурăна-киле.

Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем