Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4274661 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 4916-2612
2014.02.12 23:00
Акапасар,йÿтесе ан кай.Санăн Архипоффу В.В.Николаев академикăн кача пÿрнине тăмасть.Черномырдинсемпе,Рэм Вяхиревсемпе туслă пулнăскер -пушкăрт чăвашĕ-чăтма пултараймасчĕ сирĕн пек бездельниксене.Кама ăçтан туртса кăларма пултарать пĕрмай мухмăрлă çын?
Agabazar // 1508.69.5781
2014.02.12 23:36
Agabazar
Timer:"Архипоффу В.В.Николаев академикăн кача пÿрнине тăмасть"
Николаев хоспочын чăвашлăх ĕçĕнче "кача пÿрнерен пысăкрах" пулма пултарнишĕн пирĕнпе сирĕн Арххиппăфа та çĕре çити тайăлса тав тăвас пулать. Вăл туртса кăларма пултарнă ăна чăвашлăх ĕçнелле. Унсăрăн эпир паян кунчченех тĕнчере Николаев хоспочын пулнине пĕлмесĕр пурăнаттăмăр

Танлаштарма киле ĕç парса пăхам. Икĕ олимп ылттăнĕ илме пултарнă чăваш кам?
Якур // 2219.55.5544
2014.02.13 08:15
Акапасар хăта! Малтан кам кама тата ăçтан туртса кăларнине ăнланса ил, кайран çыр. Архиппăфф кăшт мул çаклатса юлас тесе çыпçăнчĕ те В.В.Николаев çумне, кайрен "эп тупрăм Николаева" тесе кăкăрне çапма пуçларĕ-алконафтсен паллă туртăмĕ. Капла кайсан малалла Архиппăфф А.Г.Николаева та "Эпĕ тупрăм" теме пуçлĕ.
Якур // 2219.55.5544
2014.02.13 08:36
Икĕ Олимп ылтăнĕ илме пултарнă чăваш халлĕхе çук-ха. Николаевпа Архиппăфф çинчен суя сăмах ан сар, Акапасар хăта.Яланах çырмалла чăннине. Тавай сана тĕл пултаратпăр Чăваш Хурамал çыннисемпе, Эрĕепур çыннисемпе-куçа куçăн, вара мĕн калăн курăпăр унта.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.13 10:04
Акасапар хăта,ан пăтраштар халăха! Суя сăмахшăн киремет каçармасть!Эпир хăй вăхăтĕнче Архиппăфф юлташа та киремет асапĕнчен хăтарас тесе асăрхаттарнăччĕ. Санăн халăха улталанăшăн пуласлăх çук тенĕччĕ, леш çÿп-çап контейнерĕсене ухтарса çÿремелле пулать тесе асăрхаттарнă пулнă. Итлемерĕ шеремет, халь çав вăхăт çитрĕ- макăрса çÿреть. Кайса чунна уçса калаçсак пăх Аккасапар-пичче Архиппăфф тăванупа.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.13 10:46
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ пур
Микуай // 3913.58.4645
2014.02.13 15:41
Регионсенчи нумай сумлă чăвашсем конгрессран пулăшу курас вырăнне пĕрмай ыйткалакан пулнăшăн пăрăннă.унченхи ЧНК президенчĕн шайĕ ниçта юрăхсăр пулчĕ çав.
Якур // 1509.46.3616
2014.02.13 17:11
Тĕрĕс аса илтерет Бор хăта. Паянхи куна та Архипов юлташ( паллах Акапасарăн юлташĕ) Çăлкуç кафене тÿлевсĕр апат çиме çÿреть. Вăл мĕн социаллă приюта çÿрет-им?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.13 18:07
Якур хăта, тĕрĕсне çыратăн эсĕ те. Çырас килмеç кунта пакăç çинчен, анчах та Акасапар ухмаха персе алхасать.Чăннипе Архиппăфф çинчен эпир Акасапарккаран 10 хут нумайрах пĕлетпĕр. 2002-2004 мĕш çулсенче Архиппăфф çав Çăлкуç текен кафене туртса илсе азербайджансене е арменсене парасшăнччĕ вĕт. Шывне чарать, электрицă çутине сÿнтереть, ăшшине хупать-вăт хăтланчĕ-тăк хăтланчĕ кафе хуçинчен укçа йăкăртас тесе.Аран-аран никама пăхăнмасăр шыв,ăшă, электрийă илме Килĕшÿсем тунипе çăлăнса юлма май пулчĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.13 18:11
Малалла Акасапарккана пĕлтерем-ха: вара ун чухнех каланăччĕ Эрхип Геннине -"ан сур çăла шывĕ ĔÇме кирлĕ пулать"-тесе. Итлемерĕ хăямат ачи. Халь намăссăр çавăнтах апат çиме çÿреть тет. Намăс Эрхиппе Акасапарккана! Фу, намăссăрсем! Ан тарăхтар,Акасапар, татах Эрхипĕн киревсĕр-ирсĕр ĕçĕсене çыртарма хистетĕн!

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем