Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Кашни чӑваш — хӑех патша

Agabazar07.11.2013 17:4219075 хут пӑхнӑ

Ҫак сӑмахсене малтанхи хут нумай ҫул каялла филологи наукисен докторӗ Юрий Артемьев профессор каланӑ.

Тӗрессипе вара ҫавӑн евӗрлӗрех калакансем (урӑх халӑхсем тӗлӗшпе) татах та пулнӑ. Чӑн малтанах кунта Грузири мухтавлӑ философа Мераб Мамардашвилие асӑнмалла. "Каждый грузин - государство само по себе, каждый - царь, он не может подчиняться другому," —ак мӗнле илтӗнеҫҫӗ вӑл каланӑ сӑмахсем, грузинларан вырӑсла куҫарсан. http://www.c-cafe.ru/days/bio/27/018_27.php

Нумаях пулмасть Лингвофорумра "Каждый башкир —сам себе академик" тенине курнӑччӗ. Кайран тепӗр хут шыраса пӑхрӑм — тупаймарӑм. Тата каярахпа, тен, тупӑнӗ-и-ха.

Мамардашвилие илес пулсан, вӑл МГУра Михаил Горбачёвпа пӗрле вӗреннӗ. Ҫывӑх туссем пулнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 4266.76.9177
2013.11.11 22:21
Пирĕншĕн, Акапасар ,эсĕ Африкăра та эсĕ.
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 22:33
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "эсĕ" мар.
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.12 08:37
Акапасар,пăрах кутăнлнма.Эсĕ тени вăл сана хисеплени.Эсир тени санран кулни.
Agabazar // 3034.74.5290
2013.11.12 14:49
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "эсĕ" мар.
Agabazar // 2722.66.3981
2013.11.13 11:19
Agabazar
"Патша" сăмах тутар чĕлхинчен кĕнĕ. Тата "господин" сăмах пур. Вырăсла сăмах. Ăна чăваш чĕлхи валли майлаштарас тесен "хоспочын" пулать. "Адаптацилесен" ĕнтĕ.

Ача чухне "Хам хулара хам патша!" текен вăйă пурччĕ. Пĕри çÿллĕрех вырăна хăпарса тăрать. Ыттисем ăна унтан сирпĕтме тăрăшаççĕ. Кам сирпĕтеет, çавă хăй тĕмеске çине хăпарса тарать, "патшана тухать".
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 11:41
Хула патши мар пуль,Тĕмеске,Ту патши.Ну юрать,темăпа калаçсан çав вăйăна Акасапар ача чухне нумай вылянă курăнать,халь те Форум патши пулса юласшăн. Пĕчĕк ача пек:"Акапасар сирĕншĕн "эсĕ" мар."-тесе 10,кирлĕ пулсан 100 хутчен çырса ларма пултарать.Ну ĕç çук пулсан:чем бы дитя не тешилось, лишь бы не плакало.Начальниксем çук,план çук,хĕле кĕме унсăрах хатĕрленнĕ.Вот ларать çырса,ĕç тунă пек курăнать.
Agabazar // 2722.66.3981
2013.11.13 11:54
Agabazar
bor1959:"Хула патши мар пуль,Тĕмеске,Ту патши." Ĕлĕк-авал хуласене, креппăçсене шăпах "тĕмескесем", сăртсем çинче никĕсленĕ.
Варам Улатимар // 4186.57.1361
2013.11.13 12:34
Мĕн каласшан -ши ку темапа? Сĕте чышкăпа шак шаклатарса "Килте хам хуçа" тенине пĕлтерет-ши? Э?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 14:39
Акасапар,Эрхип патша А.Г.Николаев-Паттăрпа сывпуллашакан процессине пырса çапăнни пирки пĕр сăмахпа та, пĕр пăнчăпа та хуравламарăн.
Agabazar // 1395.66.4544
2013.11.13 15:59
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "эсĕ" мар.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем